Выбрать главу

Кусем вара тӳрех Алмас патне пычӗҫ. Ольга ун аллине тытрӗ те юн сӑрхӑнса тухакан вырӑна ӗмсе илчӗ, шӑнӑр курӑкӗ татса сурана хупларӗ.

— Пурпӗрех маттур эсӗ, — терӗ Остап Алмаса. Махмуд ӑна ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илчӗ те:

— Пӗрлерех пулма тӑрӑшмалла пирӗн, — терӗ.

Ҫак сӑмахсем вара Алмасшӑн чи хаклӑ эмел пекех туйӑнчӗҫ, ыратни те нимех те мар. Самаях ывӑннӑскер хӑй пӳлӗмне кӗрсе выртрӗ. Ун хыҫҫӑнах Ольга чупса пычӗ, аллинче шурӑ пир татӑкӗ. Суранланнӑ вырӑна майласа ҫыхнӑ ҫӗре хуралҫӑ персе те ҫитрӗ, сыхласах тӑнӑ иккен. Нухайккапа. Ӑна курсассӑн хӗрача алӑк патне тапса сикрӗ. Лешӗ нухайккине сулса ячӗ, анчах хытах лектереймерӗ.

— Каланӑ сире пӗр-пӗрин патне кӗме юрамасть тесе! Тепре курсассӑн…

Хуралҫӑ тухса утрӗ. Алмас вара хӑй пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, апат ҫиме те каймарӗ. Каҫпала ӑна Ахмат пырса ҫитерчӗ.

Ҫывӑрма выртсассӑн шухӑш каллех тӑван киле вӗҫсе кайрӗ. Акӑ пурте куҫ умӗнче: ашшӗ те, амӑшӗ те, Калима та, Пӑрчкан аппӑшӗ те… Чӗкеҫ те унтах пек, темшӗн питӗ ятлаҫать, тарӑхсах аллипе сулкалашать. «Каллех темӗскер ыйтма пынӑ-ха, те ҫимелли, те тумланмалли? Ку хутӗнче нимех те тивмерӗ курӑнать. Ҫавӑнпа кӑмӑлсӑр пуль ӗнтӗ вӑл». Ҫапла шухӑшласа выртнӑ хушӑрах Алмас вӑрмана пырса кӗчӗ пек. Ак чӗмере, унта Пӑрчкан тӑра парать. Аллисемпе хыпаласа пӗр йывӑҫа суйласа илчӗ те: «Ҫак ҫӑкана касмалла, вӑл шӑпах манпа пӗр ҫулалла», — терӗ. Алмас пуртӑ тытрӗ те вӑйпах качлаттарма пуҫларӗ. Шурӑ турпас айккинелле сирпӗнет кӑна. Ак тамаша, йывӑҫ вулли варрине ҫитсессӗн сасартӑк юн сӑрхӑнса тухрӗ. Алмас касма чарӑнса айккинелле пӑхса илчӗ, Пӑрчкан курӑнмарӗ. Каччӑ пуртӑ ҫинчи юна симӗс курӑкпа шӑлса илчӗ те тепӗр енчен касма тытӑнчӗ. Пӗрре пуҫланӑ ӗҫе вӗҫлемеллех ӗнтӗ. Ҫав самантра темӗскер кӗмсӗртетни илтӗнсе кайрӗ. Алмас куҫне уҫрӗ. Урамра аслатиллӗ ҫумӑр чашлаттарать иккен…

Тӑваттӑмӗш кун. Типӗ ҫанталӑка пула хӑрӑнса ҫитнӗ ҫӗр тинех ӗҫсе тӑранчӗ. Йывӑҫ-курӑк тата симӗсреххӗн курӑнса кайрӗ. Ирхи апатран тухнӑ тӗле ҫанталӑк уяртнӑ, хӗвел те такамран кулнӑ пек йӑлкӑшать.

Кӑшт вӑхӑт иртсессӗн кунта пурӑнакансене тӑваттӑшне те урапа ҫине лартса илсе кайрӗҫ. Озал визирь хӑй килнӗ иккен. Халӗ, ав, пуринчен малта чаплӑ ӑйӑр ҫинче ларса пырать. Ӑна курсассӑн кунти ҫынсем чарӑнса тӑрсах пуҫ таяҫҫӗ. Пурте паллаҫҫӗ курӑнать. Лешӗ вара пуҫне пушшех каҫӑртса мӑнаҫланса илет. Эсрелӗн чи ҫывӑх ҫыннисенчен пӗри вӗт, хулари йӗркене тытса пыраканни, халӑха ӗҫлеттерекенни.

Кӗҫех вӗсем хула хӗррине ҫитрӗҫ. Йӗри-тавра тӑпра куписем. Ҫыннисем вара… Кӑткӑсем пекех хӗвӗшеҫҫӗ. Ҫӗтӗк кӗпеллисем те пур.

— Мӗн тӑваҫҫӗ вара кунта? — ыйтрӗ Алмас Ольгӑран.

— Хула йӗри-тавра тӑпра купалаҫҫӗ, ҫӳллӗ хӳме тӑваҫҫӗ.

Чӑнах та, тинех тавҫӑрса илчӗ Алмас. Халӗ ӗнтӗ ӑнлантарма та кирлӗ мар, пурте куҫ умӗнче. Лаша ҫинче ларса ҫӳлтен пӑхкаласа ҫӳрекенсем те пур. Акӑ, пӗри пушӑпа хӑмсарса илчӗ, ҫапассипе хӑратрӗ. «Чурасене ӗҫлеттереҫҫӗ», — шутларӗ Алмас.

Кайсан-кайсан ҫырмаллӑ-сӑртлӑ вырӑна ҫитсе чарӑнчӗҫ. Кунта та ҫынсем. Чул йӑтаҫҫӗ. Ҫырмаран хӑпартмалла иккен.

— Куратӑр пулӗ, мӗнле мӑран ӗҫлеҫҫӗ. Вӗрентсе илӗр-ха вӗсене, — терӗ Озал. Хӑй лашине чӑпӑрккапа туртса ҫапрӗ те сиккипе хула патнелле вӗҫтерчӗ. Кунти ертӳҫӗсем тӑваттӑшне те нухайкка тыттарчӗҫ те ҫырма айккине тӑратса тухрӗҫ. Ытлашши хуллен утакансене хӑваламалла иккен. Паллах, нухайккапа ҫапсах. Акӑ лешсем пырса тӑнӑ-тӑманах чул йӑтакансене ҫапкаласа илчӗҫ. Йывӑр чула аран ҫӗклесе пыраҫҫӗ, ҫумӑр хыҫҫӑн урисем те шӑваҫҫӗ. Вырӑнӗ те тӑмлӑскер. Мӗнле хӑйса ҫапӑн-ха вӗсене? Ниепле те алӑ ҫӗкленмест.

— Мӗншӗн ҫапмастӑн?! — илтӗнчӗ пӗр ертӳҫин хулӑн сасси. — Хӑвна тутантарса пӑхмалла-им тата?

Алмас пӗрне ытахалӗнчен ҫапса пӑхрӗ.

— Хытӑрах пар! Ак ҫапла, — тесе ҫапса кӑтартрӗ.

Тахӑшне хӑваламалла? Лешӗ ҫаплипех пӑхса тӑрать. Вара Алмас хӑй патӗнчен иртсе пыракан ҫӗтӗк кӗпеллӗ арҫынна ҫапрӗ. Лешӗ ҫаврӑнса пӑхрӗ те: «Эсӗ-ҫке ку, Ватрас турхан ывӑлӗ», — терӗ.

Ҫак сӑмахсене илтсессӗн Алмас чӗри чутах сиксе тухатчӗ. Пӗрремӗш хут чӑннипех ҫапрӗ, вӑл та пулин чӑваша тиврӗ, хӑйне паллакан ҫыннах иккен. «Мӗн тӑватӑп-ха эпӗ? Нивушлӗ ҫакӑн пек ирсӗр ӗҫпе аппаланса тӑмалла вара манӑн?» Тӑвӑлса ҫитнӗ чунне чарас тесеши, Алмас нухайккине айккинелле ывӑтрӗ. Ҫакна Ольга асӑрхарӗ, чупса пычӗ те нухайккана илсе Алмаса тыттарчӗ. «Асту, лешсем вӗсем никама та хӗрхенмеҫҫӗ. Ҫак пушӑпах хӑвна хӗртсе илеҫҫӗ ак. Остапа та ҫапла турӗҫ».

Ҫӳлтен Эсрел ҫыннисем иккӗн аннине курсассӑн Алмас Ольга каланине итлерӗ, нухайккапа сулкалашма пуҫларӗ…

Пиллӗкмӗш кун. Паян апат хыҫҫӑн каллех хула хӗрне илсе кайрӗҫ. Ку хутӗнче вара тӑпра купаланӑ ҫӗре. Каллех ӗҫлекенсене хӑваламалла, васкатмалла. Пур ӗҫе те Озал тӗрӗслесе тӑрать иккен. Акӑ, сасартӑк сӑрнай сасси илтӗнсе кайрӗ. Пурте ӗҫлеме пӑрахсах чӗркуҫленсе ларчӗҫ. «Лар часрах! — терӗ Алмаса Ольга. — Ав, курмастӑним, Эсрел хӑй килнӗ».