Выбрать главу

Чӑнах та, Озалпа пӗрле шап-шурӑ ӑйӑр ҫинче тепӗр ҫын ларса пырать. Тумӗ вара, ылтӑн-кӗмӗлпе илемлетнӗрен, аякранах ҫиҫсе тӑрать. Питӗ тӗреклӗ арҫын пулас, Озал ун ҫумӗнче пӗчӗк ача пек кӑна курӑнать. Аслӑ визирь хӑй хуҫине аллипе тӗллесе кӑтартса ӗҫсем мӗнлерех пынине каласа парать. Каллех сӑрнай сасӑ пачӗ. Пурте ӗҫе пуҫӗнчӗҫ. Пӑхавҫӑсем чурисене ҫапа-ҫапа илчӗҫ. Алмас та ҫапрӗ. Мӗн пулса иртет-ха? Алӑ хӑех хӑмсарать. Хӑнӑхса ҫитрӗ. Лашана е ӗнене ҫапнӑ пек ҫеҫ туйӑна пуҫларӗ.

Алмас пӗлменни кунта та темӗн чухлех. Малтан хӑва авса ҫатан карта тытса тухаҫҫӗ иккен, вара тин тӑприне купалама пуҫлаҫҫӗ. Пӗрисем лавпа турттараҫҫӗ, теприсем сӑран михӗпе йӑтаҫҫӗ. Кун чухлӗ ҫын ӗҫленине Алмас пӗрремӗш хут курать. Хӳми вара самай ҫӳллӗ пулать. Пусмасӑр хӑпараяс ҫук. Тепӗр ушкӑнӗ вара ҫырмаран йӑтса килнӗ чула майлаштарса хурать. Тӑм ҫӑрсах ҫыпӑҫтарса пыраҫҫӗ курӑнать. Ку вырӑна мӗншӗн чулпа ҫирӗплетеҫҫӗ-ши вара? Ыйтса пӗлӗччӗ, ыттисем чылай инҫе тӑраҫҫӗ. Пӗлес килни никама та канӑҫ памасть. Алмас чӑтса тӑраймарӗ, Остап патне пырса ыйтрӗ. «Хула хапхи пулать вӑл», — терӗ лешӗ.

Чӑнах та, икӗ енчен чулпа ҫирӗплетсе пысӑк хапха майлаштарса лартаҫҫӗ пуль ӗнтӗ, тӑшман тапӑнсассӑн хупӑнса ларма: «Хӑйне тӗнче пуҫлӑхӗ пек тыткалакан Эсрел те кӑштах хӑрать пулас. Камран-ши?» — шутласа илчӗ Алмас…

Акӑ, пӗри, пушӑ михӗпе иртсе пыраканскер, чарӑнса тӑчӗ те сиввӗн пӑхса шӑл витӗр: «Эх, Алмас, намӑс мар-и сана. Халӑха Эсреле хирӗҫ ҫӗклес вырӑнне ҫакӑнта чӑвашсене ҫапса тӑратӑн. Аҫу хӑраххи», — терӗ.

Алмас пичӗ ҫуса тасатнӑ кишӗр пек хӗрелсе кайрӗ. Каламалли сӑмах та тупӑнмарӗ. Лешӗ вара михӗ тӗпӗнчи тӑпрана Алмас ури ҫине силлерӗ те малалла уттарчӗ…

Ӑҫта кайса кӗмелле-ха? Атӑ ӑшӗнчи тӑпра туяпа ҫапнинчен те хытӑрах ыраттарать. Намӑс тӑпри мар-и-ха вӑл? Килелле тапса сикӗччӗ, усси пулас ҫук. Эсрел тыткӑнӗнчен киле чӗррӗн таврӑнакан пулман теҫҫӗ. «Атте, мӗншӗн килсе каймастӑн ҫак эсӗ? Ман ҫинчен мантӑн-им?…»

Улттӑмӗш кун. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Алмаса каллех чул кӑларнӑ ҫӗре илсе кайрӗҫ. Ку хутӗнче вара пӗчченех.

Вӑл ҫитнӗ ҫӗре ӗҫ вӗресе тӑрать тесессӗн те юрать, ирех пуҫлаҫҫӗ курӑнать. Паян вара тӑр кӑнтӑрлах темиҫе ҫӗрте те вутӑ йӑлкӑшса ҫунать. Пӗр вучахӗ инҫех те мар, унта мӗн пулса иртни лайӑхах курӑнать. Чылай пысӑк чула хӑйӑртан тасатнӑ та йӗри-тавра вут хурса хӗртеҫҫӗ. Кӑварӗ те нумай. Питӗ вӗри курӑнать, ҫыннисем кӑшт айккинерех кайса тӑнӑ. Тимлӗнрех пӑхсассӑн хӗрсе ҫитнӗ сывлӑш выляни те паллӑ. Вутне вара хӗрхенмеҫҫӗ, хураҫҫӗ те хураҫҫӗ. Алмас ҫакна чул йӑтакансене ҫапма мансах чылайччен сӑнаса тӑчӗ. Ак япала, чулӗ те хӗрсе кайнӑ иккен, хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ. Лешсем ҫаплипех шӗлкӑвара вӑрӑм шалчапа хускаткаласа илеҫҫӗ. Акӑ, иккӗшӗ вӑрӑм валак йӑтса пырса пӗр вӗҫне чул ҫине тӗкӗнтерсех вырнаҫтарса лартрӗҫ. «Аялтисем! Сыхланӑр!» — кӑшкӑрчӗ пӗри. Чул патӗнчисем те чылай айккине кайса тӑчӗҫ. Унтан ҫӳлтисем валак тӑрӑх шыв ячӗҫ. Чашӑл! туса пӑс ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн таврана шарт-шарт! тунӑ сасӑ сарӑлчӗ. Самай пысӑк чул татӑкӗсем аялалла вӑркӑнса кайрӗҫ. Лере вӗсене часрах сивӗнччӗр тесе татах шывпа сапаҫҫӗ иккен. Кайран ҫӗклесе хӑпартаҫҫӗ. Ҫакӑнта тапаҫланакансене хӑваласа тӑмалла та ӗнтӗ Алмасӑн.

Кунта та чӑваш тӑрӑхӗнчи ӗҫ йӗркипе танлаштармалли тупӑнчӗ. Ҫамрӑк турхан ашшӗпе пӗрле ялсем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне ҫынсем пысӑк чула мӗнле ватнине куркаланӑччӗ-ха. Малтан ҫав чула тимӗр е пӑхӑр япалапа шӑтарса чылай тарӑн шӑтӑк тӑваҫҫӗ. Унтан ҫав шӑтӑка питӗ типӗ йывӑҫран тунӑ пӑта ҫапса кӗртеҫҫӗ те шыв яраҫҫӗ. Йӗпенсе сарӑлнӑ йывӑҫ вара хӑй ӗҫне аванах тӑвать, чула ҫурса парать. Ку мелпе чӑвашсем мӗн авалтанпах усӑ кураҫҫӗ иккен. Кунта вара урӑхла. Каҫ тӗлнелле хӗртнӗ чулсем татах шартлата-шартлата ҫурӑлчӗҫ…

Алмас ҫитнӗ ҫӗре лешсем каҫхи апат ҫисе канма выртнӑ пулмалла. Пӗри те курӑнмаҫҫӗ. Ахмат та ҫуккӑ, унпа пӗрле ӗҫлекенни кӑна. Апат ҫинӗ май кӑштах пуплешсе илчӗҫ те лӑпланчӗҫ.

Чул кӑларнӑ ҫӗрте пулни самаях ывӑнтарать иккен. Шӑм-шакран ытла ӑшри йывӑрлӑх пусать, шӑхлич те тытас килмест. Алмас вара выртнӑ-выртманах ҫывӑрса кайрӗ.

Ольгӑшӑн паянхи кун калама ҫук пысӑк хуйхӑ илсе килчӗ. Хӗрарӑмран тӑранма пӗлмен Эсреле пулах ӗнтӗ. Ольга ашшӗ, Танаис шывӗ пуҫланнӑ ҫӗрте пурӑнакан ӑру пуҫлӑхӗ, хӑй хӗрне Эсреле качча пама килӗшнӗ, кӑштах та пулин ҫӑмӑллӑх шыраса ӗнтӗ. Чылайӑшӗ ҫапла тӑваҫҫӗ те. Эсрел арӑмӗсем хушшинче мӗнле халӑх хӗрӗ ҫук пулӗ.