Выбрать главу

Ыран вара Ольгӑна Эсрел ҫуртне куҫараҫҫӗ, арӑм тума хатӗрлеҫҫӗ. Ашшӗ те килет ӗнтӗ. Унсӑр мӗнле-ха?

Малалла мӗн пулса иртессине ӑнкартма май ҫук. Пӗр пӗччен вӗт-ха вӑл, калаҫса чуна пусарма та ҫын ҫук. Тӗрмери пек пурӑнать. Алмас патне кайӗччӗ, хуралтан хӑрать. Енчен те вӑл сиссессӗн, ахаль ирттерсе ярас ҫук. Тен, халӗ Ольгӑна тивмӗ-ха, ҫапах Эсрелӗн пулас арӑмӗ. Патакӗ Алмаса лекме пултарать. Уншӑн сӑлтав кӑна пултӑр, ҫапать те хуҫать.

Ҫапла ҫывӑрса каяймасӑр пӗр енчен тепӗр енне ҫаврӑнкаласа выртнӑ ҫӗре вӑхӑчӗ самаях шурӗ. Акӑ, алӑк сассисем те илтӗне пуҫларӗҫ. Пурте пӳлӗмрех-ши тесе тӗрӗслет ӗнтӗ. Ольга куҫне хупса ҫывӑрнӑ пек туса выртрӗ. Лешӗ алӑка уҫса кӑштах итлесе тӑчӗ те тухрӗ, унтан Алмас патне кӗрсе пӑхрӗ. Вара хӑй патне уттарчӗ. Халӗ ӗнтӗ урӑх тӗрӗслес ҫук. Йӗрки ҫапла, ҫур ҫӗр тӗлнелле кӗрсе пӑхатех.

Тепӗртак тӑрсассӑн Ольга питӗ хуллен алӑкне уҫрӗ те ҫарранах, ура сасси ан пултӑр тесе ӗнтӗ, Алмас алӑкӗ патне пырса тӑчӗ. Ӑна уҫиччен йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Нимӗнле сас-хура та илтӗнмерӗ, пӗр йытти кӑна кӑшт йынӑшса илчӗ те лӑпланчӗ. Вара тин питӗ хуллен уҫса кӗрсе тӑчӗ те ҫаплипех васкамасӑр хупрӗ. Унтан ҫывӑракан Алмас патне пырса тӑчӗ те питӗнчен шӑлса илчӗ. Лешӗ вӑранмарӗ. Хӗрача вара каччӑ хӑлхи патне пӗшкӗнсе: «Алмас, вӑран-ха», — терӗ. Илтрӗ пулас, чӗтренсе илчӗ те хӑравҫӑ сасӑпа: «Кам кунта?» — терӗ.

— Ан хӑра. Эпӗ ку, Ольга.

— Мӗн пулчӗ вара? Лешӗ килсен…

— Урӑх килмест вӑл… Калаҫас килет манӑн, чунӑм ҫунать. Кунта эпӗ юлашки каҫ, — терӗ Ольга Алмаспа юнашар ларса. — Ыран мана Эсрел килне куҫараҫҫӗ.

— Ку мӗне пӗлтерет тата?

— Хӑй арӑмӗ тӑвасшӑн вӑл мана. Аттепе те калаҫса татӑлнӑ.

— Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, Ольга, турӑ ҫырнинчен иртеймӗн. Шӑпу ҫапла пулӗ.

— Мӗнле турӑ… Каяс килмест ман унта, чысӑма та уншӑн упраман.

Ним кӗтмен ҫӗртенех Ольга Алмаса ыталаса илчӗ те чуптума тытӑнчӗ. Хӑйӗнчен вӗри сывлӑш ҫапать.

— Алмас, юрат мана, пӗрремӗш арҫын эсӗ пул, — пӑшӑлтатрӗ Ольга.

Алмас тӗлӗннипе хӗр ытамӗнчен вӗҫерӗнсе ура ҫине тӑчӗ. Унччен вӑл кун пеккине тӗл пулманччӗ-ха, мӗн тумаллине те пӗлмест. Лешӗ вара хӑйӗннех перет, юратма йӑлӑнать.

«Мӗнле-ха капла? Чунӑм та туртмасть, юратнӑ хӗр те мар. Ҫук, кун пек юрамасть», — чарчӗ хӑйне ҫамрӑк турхан.

— Лӑплан-ха эсӗ. Тен, кун пекех хуҫӑлма кирлӗ те мар. Керменти пурнӑҫ тем тесессӗн те кунтинчен лайӑхрах ӗнтӗ.

— Эх, эсӗ те ҫав, — терӗ те Ольга ӗсӗклесе йӗрсе тухса кайрӗ.

Алмасӑн вара ҫывӑрасси пулмарӗ. Ольга та лӑпланаймарӗ, ирчченех макӑрчӗ. Мӗн шутларӗ-ши ӗнтӗ вӑл Алмас пирки…

VI

Ҫынна ӑна пурӑнса ирттернӗ ҫулсенчен ытларах хуйхӑ-суйхӑ ватӑлтарать, сывлӑха кӑшлать. Алмаса илсе кайни, халӗ тата Пӑрчкана пытарни Ватрасшӑн та ахаль иртмерӗ: сӑнран та улшӑнчӗ, утнӑ чухне те туйи ҫине ытларах тайӑнма пуҫларӗ. Тӑр кӑнтӑрлах выртса каннине те асӑрхама пулать. Вӑйӗ чакса пынине туять вӑл, керем патӗнчен иртнӗ чухне унта кӗрсе тухатех. Улӑпа ҫавӑрса кил тесе турра кӗлӗ тунӑ чухне те мӑчавӑрпа пӗрле пулчӗ. Паян вара ирхине тӑрса кӑштах утса ҫӳрерӗ те тепӗр хут выртрӗ. Мӗн ыратнине те каламасть.

Кӑнтӑрла тӗлнелле Ватрас патне мӑчавӑрпа ҫамрӑк арҫын пычӗҫ. Лешӗ кӗнӗ-кӗменех чӗркуҫленсе ларчӗ те хӑй сӑмахне пуҫларӗ:

— Аслӑ турхан, каҫар пире, эсӗ хушнӑ ӗҫе тӑваймарӑмӑр. Ҫичӗ юхан шыв урлӑ, тусем-сӑртсем урлӑ каҫрӑмӑр, Улӑп патне ҫывхарма май килмерӗ. Эсрел тарҫисем питӗ тимлӗн сыхлаҫҫӗ ӑна, унта пыракансене тӳрех вӗлереҫҫӗ. Иккӗн кӑна ҫӑлӑнса тухрӑмӑр. Тепри аманнине пула кунта килеймерӗ, вилес пекех выртать. Унта ҫитме вӑйлӑ ҫар кирлӗ. Пӗчӗк ушкӑнпа кайнин усси ҫук, ҫынсене вӗлерсе пӗтерни кӑна.

— Ун пек ҫара ӑҫтан пухӑпӑр-ха, вӑйлӑ каччӑсене Эсрел валли суйлаҫҫӗ вӗт, — пӑшӑрханса каларӗ мӑчавӑр. — Тармалла кунтан, тармалла. Ватрас, эсӗ мӗн шутлатӑн. Пӗр кунне калаҫса татӑлнӑччӗ мар-и ҫак.

Турхан пӗр вӑхӑт нимех те шарламарӗ. Чӑнах та, кун пирки калаҫнӑччӗ-ха вӗсем. Анчах унтанпа самай пысӑк улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Уйрӑмах Алмаса Эсрел патне илсе кайни шухӑша тепӗр майлӑ ҫавӑрса ячӗ. Кунтан тапранма юрамасть. Унсӑрӑн Алмаса йывӑр килет, вӗлерме те пултарӗҫ. Чӑтас пулать.

— Хӑвӑрах куратӑр вӗт, кун пек сывлӑхпа ӑҫта кайӑпӑр ӗнтӗ. Эсрел ҫыннисем шыраса тупсан тата… Ҫук, хальлӗхе кунтах пурӑнар-ха, — лӑплантарма пикенчӗ Ватрас. — Кӑштах вӑй илем-ха, ун чухне калаҫӑпӑр.

Мӑчавӑр нимех те шарламарӗ. Мӗн калӑн ӗнтӗ, чирлӗ ҫынпа тавлашни пит вырӑнлӑ япалах мар.

— Алмаса та илсе кайнӑ терӗҫ. Хамӑр кунтах пулнӑ пулсассӑн, тен, ҫӑлса хӑвараттӑмӑр, — тӑсрӗ калаҫӑва ҫамрӑкки.