Выбрать главу

— Вӗлтрен шывӗ пар-ха, ҫавна ӗҫсен ҫӑмӑлрах пек.

Калима ашшӗ патӗнчен каймарӗ, амӑшӗ киличченех ларчӗ. Ҫывӑрса кайнӑ турхана вӑратма шутламарӗҫ.

Мӑчавӑр килӗнче вара урӑхла калаҫу пырать, шурсухалсем канашлаҫҫӗ. Кун пекех пулсассӑн ӑру пӗтсе ларас хӑрушлӑх пур. Мӗнле пурӑнмалла, мӗн тумалла? Миҫе хутчен Эсреле ылханса кӗлӗ туман пулӗ, усси пулмарӗ. Турӑ хӑвачӗ ун патне ҫитмест. Улӑп ҫывӑрнипе усӑ курса алхасать те алхасать.

— Тармалла кунтан, вӑрманлӑ вырӑна каймалла, — терӗ пӗри. — Улӑп килессе шанни кӑлӑхах пулчӗ.

— Эсрелӗ вара пирӗн юна ӗмсех вӑйланса кайрӗ. Ун умӗнче халь тӗнче чӗтрет, — терӗ тепри. — Тен, чӑнах та тарса пытаннинчен ырри ҫук-тӑр.

Вара мӑчавӑр сӑмах илчӗ, турхан ҫак шухӑша хирӗҫленине пӗлтерчӗ.

— Ӑна та ӑнланма пулать, кунтан кайни ывӑлне пӑрахса хӑварни пулмасть-и-ха. Хамӑр та ватӑ турханпа инҫех каяймӑпӑр. Ҫамрӑкки кирлӗ, ҫамрӑкки, — терӗ мӑчавӑр.

— Тем ҫав, Эсрел ӑна та хӑйне майлӑ ӗҫлеме вӗрентесси пирки манӑн нимӗнле иккӗленӳ те ҫук, — каларӗ хирӗҫлесе юнашар ялтан килнӗ шурсухал. — Мӗншӗн кайӑк пулса вӗҫсе кайма май ҫук-ши, Улӑпа вӑратнӑ пулӑттӑм.

Сасартӑк Нарпи тухса тӑчӗ. Вӑл тӗпелте кунта мӗн калаҫнине веҫех итлесе тӑнӑ иккен.

— Кукаҫи, — терӗ Нарпи, — куртӑм ӗнтӗ арҫынсем виле-виле выртнине. Каялла килнисем те аманса пӗтнӗ. Улӑпа вӑратма хам каятӑп. Ирӗк пар мана.

Шурсухалсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те ним калама аптраса тӑчӗҫ. Ҫапах та пӗри сӑмах пуҫларӗ.

— Ку вара пачах та хӗрупраҫ ӗҫӗ мар. Хӑй мӗн каланине ӑнланать-ши вӑл?

— Кун пирки нумай вӑхӑт хушши шухӑшласа ҫӳрерӗм, Улӑпа вӑратмасӑр ӗҫ тухманнине пӗлтӗм. Унсӑр пирӗн телей пулас ҫук, — хуравларӗ Нарпи.

— Ку ҫаплах ӗнтӗ, пӗртен-пӗр мӑнукӑм. Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ Улӑпра.

— Апла пулсассӑн ирӗк пар мана, кукаҫи.

— Шурсухалсем, эсир тата мӗн шутлатӑр? — ыйтрӗ мӑчавӑр. — Тен, чӑнах та… Ҫук, ватлӑхра пӗччен тӑрса юлас килмест манӑн.

— Асаттесем, ирӗк парӑр мана. Ҫак ӗҫе мӗнле тумаллине чухлатӑп эпӗ.

— Мӗн тӑвас тен? Хӑвна кирлӗ паттӑрсене суйласа ил, эппин. Хӗҫпе ухӑ тупассине хамӑр ҫине илӗпӗр, — парӑнчӗ кукашшӗ.

— Ҫук, эпӗ пӗчченех каятӑп. Мана никам та кирлӗ мар.

Ку сӑмахсем вара шурсухалсен пуҫне анратсах ячӗҫ. Чылайӑшӗ Нарпие ҫӑмӑлттай хӗрача вырӑнне хучӗҫ, кулкаласа илчӗҫ.

— Хӗҫпе ухӑсӑр Эсрел тарҫисене ҫӗнтереймӗн, — терӗ пӗри.

— Курӑпӑр-ха унта кам кама ҫӗнтернине, — хуравларӗ хӑюллӑ хӗрача.

— Апла эппин Турӑ пулӑштӑр сана. Эпир вара кунта саншӑн кӗл тӑвӑпӑр, — килӗшрӗҫ ваттисем. Кӗҫех пурте килӗсене саланса пӗтрӗҫ.

Нарпи вӑрӑм ҫула хатӗрленме пуҫларӗ…

VII

— Пысӑк хуйхӑ кӗтет сире, — терӗ юмӑҫ карчӑк. — Ӳчӗпе килте пулсассӑн та чунӗпе сирӗнтен уйӑрӑлса пырать. Таҫта урӑх ҫӗрте ӑна илӗртекен вӑй пур. Ҫавӑ хӑй патне чӗнет. Кун пек туртӑмран ҫӑлӑнма ҫӑмӑлах мар, уйрӑмах чылай ҫулланнӑ ҫынна.

Аминене ҫак сӑмахсене илтме ҫав тери йывӑр пулчӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, чӑтмалла. Ку ватӑ карчӑк суяс ҫук, хӑй ӗмӗрӗнче кун пеккине пайтах курнӑ-тӑр.

«Ах, ҫав Пӑрчкана, чунӗ унӑн кунтах явӑҫса ҫӳрет иккен, — вӑрҫса илчӗ Амине килелле васканӑ май. — Чим-ха, мӗн тӑватӑп-ха эпӗ?» Вара вӑл лашине каялла ҫавӑрчӗ те каллех юмӑҫ патне вӗҫтерчӗ, Ватрас сывлӑхне тӗрӗслетӗр тесе хӑйпе пӗрлех лартса тухрӗ.

Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре Ватрас выртмаллипех выртать иккен. Калима та питӗ тунсӑхлӑ, куҫӗсене шӑла-шӑла илет. Юмӑҫ карчӑк кӗнӗ-кӗменех йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ те турхан патне пырса тӑчӗ. Ҫав самантра Аминене унччен Пӑрчкан ларнӑ вырӑнта такам пур пек туйӑнса кайрӗ, чӑтса тӑраймарӗ, шикленерех утса чаршав хыҫне кайса пӑхрӗ. «Такам пур пек туйӑнчӗ те», — терӗ вӑл каялла тухсан ыттисем патне ҫывхарса.

— Пурри — пур-ха, анчах хӑй курӑнасшӑн мар, — ҫирӗплетрӗ ним иккӗленмесӗр тенӗ пек юмӑҫ карчӑк. Икӗ аллине ҫӗклесе йӗри-тавра уткаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ. Пӗр алли ҫине ӑшӑ хум, теприн ҫине сивӗ хум ҫапать иккен.

— Мана хама та темшӗн сивӗ, — терӗ Амине.

— Пӑрчкан, эсӗ-и ку?- ыйтрӗ Ватрас пурте илтмеллех.

— Атте, Пӑрчкан аппа кунта ҫук вӑл, — хыпӑнса ӳкрӗ Калима. — Тӗлӗкре калаҫать пулас.

Ватрас аташнине курсассӑн Амине юмӑҫа Пӑрчкан чунне хӑваласа яма ыйтрӗ. Лешӗ вара хӑй мӗн пултарнине турӗ, асамлӑ сӑмахсем каларӗ, куркари шыва тӑватӑ еннелле сирпӗтрӗ, Ватраса та пӗрӗхсе илчӗ. Лешӗ вӑранчӗ. Аптраса ӳкнӗ Амине тӳрех пире пӑрахса ан кайха тесе йӑлӑнма тытӑнчӗ.

— Мӗскер эсир мана чӗрӗллех пытаратӑр? Ҫук, ман халех кайма юрамасть. Малтан Алмас патне ҫитсе килем-ха. Ӑна пил парасчӗ, — лӑплантарма пикенчӗ Ватрас.

Паллӑ ӗнтӗ, юмӑҫсем вӗсем чирлӗ ҫынна мӗн каламаллине аван чухлаҫҫӗ, шанӑҫ кӳрекен сӑмахсем хатӗрех. Вӗсем чирлӗ турхан валли те ҫителӗклех пулчӗҫ. Хӑйне ӑсатма тухнӑ Аминене вара юмӑҫ карчӑк тӗрӗссине калас терӗ: «Сывлӑхӗ чаксах пырать унӑн», — ҫапла пӗлтерчӗ. Турхан арӑмӗ ватӑ ҫын мӗн каласшӑн иккенне тӳрех тавҫӑрса илчӗ. Вара ун пуҫӗнче урӑхларах шухӑшсем явӑҫа пуҫларӗҫ. Паллах, малалла мӗнле пурӑнасси канӑҫ памасть ӑна. «Алмаса турхана лартсассӑн йӗркеллех пулӗха. Анчах… Эсрел умӗнчи парӑма мӗнле татмалла-ха? Унсӑрӑн килӗшмесен те пултарать. Пачах ют ҫынна илсе килсе лартӗ те… Ҫук, мӗн те пулин тумаллах ӗнтӗ». Ҫак тӗллевпе вӑл турхан патнерех пырса тӑчӗ те Калимана тарҫӑсем мӗнле ӗҫленине кайса пӑхма хушрӗ. Лешӗ тухрӗ.