Выбрать главу

— Ватрас, — пуҫларӗ сӑмахне Амине, — кала-ха, эсӗ тахҫан ман валли пӗр вӑрттӑнлӑх пур теттӗнччӗ. Астӑватӑп-ха, пурлӑх пирки калаҫнӑ чухнеччӗ.

Ҫак сӑмахсем пачах та кӗтмен ҫӗртен пулчӗҫ. Турхан шикленӳллӗн арӑмӗ ҫине пӑхса илчӗ те:

— Ку тата мӗн тума кирлӗ? Мӗншӗн ҫак самантра ыйтатӑн? — терӗ.

— Вилӗм вӑл куҫа курӑнса килмест. Паян капла та, ыран темле. Каламаллине хӑвпа пӗрле илсе каймалла мар ӗнтӗ.

— Эсӗ эпӗ каясса кӗтетӗн иккен, — тарӑхрӗ турхан.

— Ҫук, ҫук, пачах та апла мар. Хамшӑн мар, ачасемшӗн ыйтатӑп. Тен, Алмаса ҫавӑрса килме май ҫукши тетӗп-ҫке.

Кун пек чухне ӑҫтан чӑтса тӑрӑн-ха, калама тиветех. Арӑмӗ те хӑй пекех шутлать-ҫке.

— Амине, кил-ха кунтарах. Мӗн илтнине никама та каламалла мар. Тӗрӗсле-ха, вӑрттӑн тӑнласа тӑракансем ҫук-и унта.

Амине тухса пӑхрӗ, никам та ҫуккине пӗлтерчӗ.

— Манӑн аттерен юлнӑ ылтӑнӑм пур. Пытарса хунӑ эпӗ ӑна Эсрел тарҫисенчен те, пушартан та шанчӑклӑрах вырӑна.

— Ӑҫта-ши ӗнтӗ вара вӑл?

— Пахча кӗтессинчи ват йӑмра хӑвӑлӗнче вӑл. Ҫӳллӗ пусмапа хӑпарсассӑн ҫурҫӗр енче тӑмпа сӗрнӗ вырӑн пур. Ҫавна ватсассӑн алӑ кӗмелӗх шӑтӑк уҫӑлать. Сӑранпа чӗркесе хунӑччӗ. Анчах хам сывӑ чухне ан тӗкӗн. Сывалӑп та унпа усӑ курма тӑрӑшӑп, Алмасшӑн парӑп. Пӗтӗм шанчӑк та ҫавӑнта. Алмас валли, Алмас… — тесе ватӑ турхан ҫывӑрса кайрӗ.

Кун пек хыпар хыҫҫӑн Амине шалтах аптраса ӳкрӗ. Мӗн тумалла-ха? Турхан сывлӑхӗ чакса пыни те куҫкӗретех. Ылтӑнне те тытса пӑхас килет. Тепӗр кунне ирех тӑчӗ те пахчана тухрӗ, курӑк татам пекки тукаласа леш йӑмра патне ҫывхарчӗ. Йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ те пуҫне каҫӑртса Ватрас каланӑ вырӑна шырама тытӑнчӗ. Чӑнах та, пӗр шултра туратран кӑшт ҫӳлерех сарӑ тӗслӗн курӑнакан вырӑн пур, пӗр ал лаппи пысӑкӑш пулӗ. Унтан Амине вӑрӑм пусма ӑҫта тӑнине шыраса тупрӗ. Пусми пур-ха, тӑмне вара… Хытса ларнӑскерне алӑпах ҫӗмӗреймӗн. Тен, кусарпа?… Вӑхӑчӗ вара… Паллах, тӑр кӑнтӑрла мар ӗнтӗ. Ку ӗҫе ҫынсем курмалла мар. Пач тӗттӗмре те меллех пулас ҫук. Тен, тул ҫутӑлнӑ тӗлелле, пурте тарӑн ыйӑхра чухне ҫапса ватас?

Ҫапла турӗ те Амине. Ҫывӑрса каяймасӑр асапланса выртнӑ хыҫҫӑн кил картине тухрӗ те вӑрӑм пусма патне пычӗ. Самай йывӑрскер иккен. Ҫапах та пӗчченех йӑтса утрӗ, йӑмра патне ҫитсессӗн тайӑнтарса тӑратма пикенчӗ. Ӗҫ тухмарӗ. Тепӗр ҫынсӑр май ҫуккине курсассӑн Амине ҫывӑракан хӗрне кӗрсе вӑратрӗ те йӑмра патне илсе пычӗ. Иккӗн иккӗнех ҫав. Амине шӗвӗр вӗҫлӗ кусара илчӗ те хӑпарса кайрӗ, Калима пусмине тытса тӑчӗ. Акӑ, хӗвелпе хытса ларнӑ сарӑ тӑм катӑкӗсем ҫӗр ҫине пере-пере анчӗҫ. Амине аллине хӑвӑла чиксе хыпаласа пӑхрӗ те сӑран чӑмӑркка туртса кӑларчӗ. Хытӑ туртса ҫыхнӑ кантрине салтасшӑн пулчӗ, кусарне те Калимана лекесрен айккинелле ывӑтса ячӗ, анчах салтаймарӗ. Шӑлпа турткаласа пӑхни те пулӑшмарӗ. Вара вӑл чӑмӑрккана ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те анчӗ.

— Мӗн япала вара ку? — ыйтрӗ Калима.

— Аҫу валли питӗ хаклӑ эмел, — чӑнне каласшӑн пулмарӗ амӑшӗ. Тинех тавҫӑрса илчӗ вӑрттӑнлӑха, хӗрӗ умӗнче салтма кирлӗ маррине. Ашшӗне калӗ те пӗтрӗ пуҫ вара.

— Эсӗ кӗрсе ҫывӑр, — хушрӗ хӗрне амӑшӗ. Хӑй вара мунча патнелле утрӗ. Калима кайсанах леш япалана салтса пӑхрӗ. Ак тамаша! Унта пысӑках мар мунча чулӗ кӑна выртать иккен.

Ҫакна курсассӑн Амине чутах тӳнсе каятчӗ. Ҫапах та вӑйне пухрӗ те киле чупса кӗчӗ, турхан чирлине пӑхмасӑрах кӑшкӑрса ячӗ:

— Ватрас, тӑр-ха! Ҫаратнӑ пире! Эс каланӑ ылтӑн ҫуккӑ!

Ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман выртакан турхан хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те арӑмӗ ҫинелле куҫне чарса пӑхрӗ. Пӗр самантлӑха ним калама аптраса тӑчӗ. Сӑмах та тупӑнмарӗ пулас.

— Мӗн кирлӗ мара пуплешетӗн эсӗ? Ылтӑн пирки ӑҫтан пӗлетӗн?

— Улӑхса пӑхрӑм эпӗ. Акӑ, кур унта мӗскер выртнине, — тесе Амине сӑранпа чӗркенӗ чула упӑшкине тыттарчӗ.

— Ку мӗн япала тата?

— Йӑмра хӑвӑлӗнчен илтӗм ӑна.

— Пулма пултараймасть.

— Урӑх нимӗн те ҫук унта. Ӗненмесессӗн Калимаран ыйтса пӑх.