Выбрать главу

Ашшӗпе амӑшӗн калаҫӑвне хӗрӗ вӑрттӑн итлесе тӑнӑ иккен. Шӑп ҫак самантра вӗсем патне пырса тӑчӗ те хӑй сӑмахне пуҫларӗ:

— Капла вара мӗн пулса тухать-ха? Ман пуласлӑх пирки епле? Мӗнле, мӗнле пурлӑхпа хӑваратӑр эсир мана? Турхан хӗрӗ тесе ӳстертӗр те чухӑнлӑха хӑвартӑр. Ӑҫта кайса кӗнӗ вара ҫав ылтӑн? Эсӗ тата мӗншӗн улталарӑн мана, — сиввӗн пӑхса илчӗ амӑшӗ ҫине.

— Хӗрӗм, мӗн калаҫатӑн эсӗ.

— Йӑмра хӑвӑлӗнчен мӗн илтӗн тесессӗн аҫуна кирлӗ эмел темерӗн-и-ха… Чим-ха, мӗншӗн тӳрех мунчана кӗрсе кайрӑн-ха эсӗ? Ылтӑна ҫавӑнта пытарса хуман-и-ха вӑл?

Ватрас леш чула ҫавӑркаласа пӑхрӗ те шухӑша кайрӗ. Мунча чулӗ иккен, кӑштах тӗтӗмпе вараланни те паллӑ.

— Апла эппин эсӗ упӑшкуна улталама шут тытнӑ? Кала, ӑҫта пытарса хутӑн!

— Курман эпӗ вӑл ылтӑна. Ҫак чул кӑна пулнӑ унта. Ӗненмесессӗн турӑ умӗнче сӑмах паратӑп, ҫӗр ҫыртма та хатӗр.

— Суять вӑл, — ҫине тӑчӗ хӗрӗ. — Пӗччен салтса пӑхрӗ те, мана кӑтартмарӗ. Тен, ылтӑнӗ хӑй ҫумӗнчех ун.

— Халех панӑ пул, — хушрӗ турхан. — Кӑларса хур! Унсӑрӑн ак…

— Каларӑм вӗт нимле ылтӑн та ҫук тесе. Чул татки кӑна.

Ватрас чӑтса тӑраймарӗ, сылтӑм аллинчи чулпа арӑмне пеме тӑчӗ, анчах аллине ҫӗклесенех вырӑн ҫине тайӑлса анчӗ. Калима чупса пычӗ те ашшӗне майлаштарса вырттарчӗ, унтан амӑшне ҫавӑтса тула илсе тухрӗ, халех кӑтартнӑ пул ӑҫта пытарнине тесе ҫурӑмӗнчен тӗксе илчӗ.

— Хӗрӗм, мӗн тӑватӑн эсӗ, аннӳ ҫине алӑ ҫӗклеме те именместӗн.

— Ут мунчаналла, — каларӗ хыттӑн Калима. — Мана кӗлмӗҫе хӑварасшӑн эсӗ. Ҫуррине те пулин пар.

— Ҫук! Ниҫта та каймастӑп. Каларӑм вӗт, нимӗнле ылтӑн та пулман унта.

— Ан суйса тӑр. Ут!

Калима амӑшне хыҫалтан тӗке-тӗке мунча умне илсе ҫитерчӗ. Амине хӗрне хирӗҫ ҫаврӑнса тӑчӗ те тепӗр хут йӑлӑнма пуҫларӗ.

— Хӗрӗм, чарӑн-ха. Хӑвна алла ил. Енчен те ылтӑнӗ ман алӑра пулсассӑн, нивушлӗ санран пытарӑттӑм. Эпӗ ӑна тӳрех Алмасшӑн кайса панӑ пулӑттӑм. Турхан туйине алӑран вӗҫертмелле мар пирӗн. Аҫу та ҫаплах шутлать.

— Пӗлетӗп сире, мана нимӗн вырӑнне те хумастӑр. Ман шӑпам ҫине тахҫанах сурса хунӑ эсир. Калаҫса ан тӑр, пытарса хунине илсе тух, — терӗ Калима амӑшне тӗксе кӗртсе ярса. — Унсӑрӑн кунтан кӑлармастӑп.

Аминене кӗртсе ярсанах Калима мунча алӑкне кӗтесре тӑракан йывӑҫ кӗреҫепе чаракларӗ.

Ҫак пӑтӑрмах ҫав тери хӑвӑрт тата веҫех хӑйне хирӗҫле ҫаврӑнса тухнине пула Амине самантлӑха чӑннипех ҫухалса кайрӗ. Хӗрӗ те нихӑҫан курманнине кӑтартрӗ вӗт, ҫапса пӑрахманни ҫеҫ. Кӑштах лӑплансан Амине алӑка тӗртсе пӑхрӗ. Питӗрнӗ иккен.

— Пытарса хунине тупрӑн-и? — ыйтрӗ хӗрӗ.

— Халех уҫнӑ пул! — кӑшкӑрчӗ лешӗ. — Кунта сан валли те пур.

Калима чарака илчӗ те алӑка уҫрӗ. Амӑшӗ тухма тӑчӗ. Аллинче унӑн чул татки. Ҫакна курсан Калима пӗтӗм вӑйӗпе алӑка тӗкрӗ те каллех чаракласа лартрӗ. Унтан нимӗн шарламасӑр пӑрӑнса утрӗ, амӑшне кӑштах тӑна илтӗр терӗ пулас…

Амине чунӗ ҫав тери тӑвӑлса ҫитнипе макӑрса ячӗ. Упӑшки те, хӗрӗ те ӑна хирӗҫле иккен. Ним сӑлтавсӑрах айӑпласа кӳрентереҫҫӗ. Калима тата, ах, Калима…

Сасартӑк мунча лавкки айӗнче темӗскер йӑшӑлтатса илчӗ.

— Кам унта? — ыйтрӗ хӑраса Амине.

— Эпӗ-ха ку, — илтӗнчӗ Пӑрчкан сасси.

— Чур! Пӑрчкан, чур! — кӑшкӑрса ячӗ Амине. — Эсӗ вилнӗччӗ вӗт-ха. Халӗ вара ӑҫтан сиксе тухрӑн?

— Вилнӗччӗ мар, вӗлернӗ темелле. Ҫапах та эсӗ манран ан хӑра. Усал тума килмен эпӗ. Ватрас халӗ вилес пек выртать, ман паталла васкать, курса юл ӑна чӗрӗлле. Киле васка.

— Епле тухӑп-ха кунтан? Кӑлармаҫҫӗ вӗт мана.

— Алӑк уҫах унта. Вӗҫтер часрах.

Чӑнах та, Амине ҫитнӗ ҫӗре Ватрас тӑнне ҫухатнӑ, арӑмне те палласа илеймерӗ. Леш уксаххи те кунтах. Калима киличчен вӑл пӗчченехчӗ.

— Ватрас, веҫех эсӗ хушнӑ пек тӑвӑп, — терӗ турханӑн чи ҫывӑх тарҫи.

«Юмӑҫ карчӑк чӑннинех каларӗ иккен», — аса илчӗ Амине. Калима вара кӑшкӑрсах макӑрма пуҫларӗ.

— Атте, мӗн туса хутӑн эсӗ? Мӗншӗн мана пӑрахса каятӑн? Ҫакӑн пек чухӑн турхан хӗрӗ кама кирлӗ? Мана малашне мӗн кӗтет-ши?

— Калима, ытлашши ан хуҫӑл-ха эсӗ. Хам пулӑшса пырӑп. Турхан туйине вӑхӑтлӑха мана парса хӑварчӗ вӑл, — йӑпатрӗ тарҫӑ.

Ку вара Аминешӗн уяр ҫанталӑкра аслати кӗрленӗ пекех туйӑнса кайрӗ. Мӗнле-ха капла? Тӗрӗссинех калать-ши вара вӑл?

— Ҫук, ӗненместӗп. Ватрас ун пек хушу тума пултарайман. Турхан туйи Алмас аллинче пулмалла вӑл. Ватрас яланах ҫапла калатчӗ. Хальлӗхе вара ӑна эпӗ хам тытса усрӑп, — терӗ те Амине турхан ҫумӗнчи туяна ярса тытрӗ. Анчах та пӗр самантрах тенӗ пекех уксаххи те ӗлкӗрчӗ. Арҫын арҫынах, туяна туртса илчӗ.

— Алмаса турхана лартиччен пурин те эпӗ хушнине тума тивет. Ватрас вилнине халӑха пӗлтерер те чысласа пытарасси пирки калаҫар, мӑчавӑрпа канашласа пӑхар…