Выбрать главу

Сӑмах ҫинех тата чӗнме янӑ тарҫӑпа мӑчавӑр килсе ҫитрӗҫ. Мӑчавӑр тӳрех турханӑн аллинчи юн таппине тӗрӗслесе пӑхрӗ. Амине чӑтса тӑраймарӗ, уксах тарҫӑ мӗн хӑтланнине каласа пачӗ, мӑчавӑртан ҫак ыйтӑва татса пама ыйтрӗ.

— Хӗрарӑм ӗҫӗ мар вӑл! — кӑшкӑрса ячӗ уксаххи.

— Мӗншӗн ҫапла калатӑн вара? Япалан йӗрки пур, — лӑпкӑ сасӑпа ӑнлантарма пикенчӗ мӑчавӑр. — Ӑру пуҫӗ пирӗн хӗрарӑм та пулнӑ. Ӑнӑҫлах ертсе пынӑ. Кунта вара турхан туйи ывӑлне куҫмалла.

— Вӑл ӑҫтине пӗлетӗр вӗт-ха. Унччен вара…

— Нивушлӗ пирӗн ҫак тарҫа пӑхӑнса пурӑнмалла вара? — чӑтса тӑраймарӗ Калима, — эпир турхан йӑхӗнчен мар-им вара?

— Турхан туйине Аминене пама тивет,- хушрӗ мӑчавӑр.

— Ҫук! Никама та памастӑп! Ватрас мана хушса хӑварчӗ, — терӗ те алӑк патнелле утрӗ тарҫӑ. Амине ун ҫулне пӳлчӗ, Калима та чупса пычӗ. Анчах тепӗр тарҫи уксаххин хутне кӗрсе хӗрарӑмсене тытса чарчӗ. Лешӗ ӑнӑҫлах тухса шӑвӑнчӗ.

Усал хыпар таврана хӑвӑрт сарӑлчӗ. Кӗҫех Ватраспа Амине тӑванӗсем килсе ҫитрӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Ватраса масар ҫине йӑтса кайрӗҫ. Халӑх таҫтан та пухӑннӑ, анчах ытти чӑваш турханӗсем ҫук. Мӑчавӑр ертсе пынипе кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн Ватраса тарӑн шӑтӑкри ятарласа тунӑ йывӑҫ пурана вырттарчӗҫ, юнашар чустаран тунӑ лаша кӗлетки, хӑй ярӑнса ҫӳренӗ йӗнер, хурҫӑ хӗҫӗ, уявра тӑхӑнмалли тум хурса пачӗҫ. Вара тин тӑпрапа витрӗҫ. Питӗ пысӑк купа турӗҫ, тӑприне лавпа турттарсах. Тӑррине каярах юман юпа лартрӗҫ. Ун ҫинче ҫын сӑнӗ пулӗ. Паллах, ҫамрӑк арҫын сӑнӗ. Ҫынна пытарнӑ хыҫҫӑн ун чунӗ ҫамрӑкланать те тепӗр пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлать, имӗш. Ватрас чунӗ те ҫаплах, ӳчӗ кунта пулмасан та ун ҫамрӑкланнӑ чунӗ ҫынсем хушшинчех, киле те пырса ҫӳрӗ-ха. Ҫавӑнпа та масар ҫинчен таврӑннӑ чухне макӑрма кирлех мар, юрлани те вырӑнлӑ. Ҫапла турӗҫ те: яла юрласах пырса кӗчӗҫ, ташлакансем те пулчӗҫ…

VIII

Вӑхӑт пек вӑйлӑ япала ҫук та пулӗ. «Паян капла та ыран темле», — тесе ахальтен каламаҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑхӑт хӑйпе пӗрле ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пулӑмсем илсе килет. Турхан туйи уксах Микка аллине лекесси пирки Нарпи шутлама та пултарайман. Ҫамрӑк турхан пур чухне ҫапла пулмалла мар ӗнтӗ. Анчах мӗн тӑвӑн-ха? Ӗҫ пачах та ӑнмарӗ. Алмас ҫаврӑнса килесси те паллӑ мар. Эсрел ӑна киле ямасан та пултарать. Ку уксаххи Эсрелӗн шанчӑклӑ тарҫи пулса тӑрасси пирки вара нимӗнле иккӗленӳ те ҫук. Ҫынни ҫавнашкал, Эсрел ҫӳҫ касма хушсан вӑл кунта пуҫ касма хатӗр. Турхантан ытларах ҫавӑнтан хӑратчӗҫ. Халӗ вара ҫавскер турхан туйине вӑйпа туртса илнӗ хыҫҫӑн хӑйне мӗнлерех тыткалӗ-ши? Каллех, вӑхӑт кӑтартӗ, ҫавӑ тӗрӗслесе пӑхӗ.

Улӑп патне кайма Нарпи питӗ тӗплӗн хатӗрленчӗ: Эсрел ҫыннисен чӗлхине пӗлекенсемпе калаҫрӗ, темиҫе хутчен те малтан кайса килнӗ арҫынсемпе тӗл пулчӗ, мӗнле ҫулпа каймаллине ыйтса пӗлчӗ. Лешсем вара питӗ тӗплӗн каласа пачӗҫ, ытларах мӑн ҫулсенчен айккинерех ҫӳреме хушрӗҫ, ҫӗр хута утни шанчӑклӑрах терӗҫ. Эсрел ҫыннисем хӑйсен ҫӗршывне питӗ тимлӗн сыхлаҫҫӗ иккен, ют ҫынна курсанах тытса чараҫҫӗ. Чи усӑлли вара ҫӗрле те малалла кайнӑ чухне тӳпери ҫӑлтӑрсемпе мӗнле усӑ курмаллине вӗрентни пулчӗ. Уя илсе тухсах ӑнлантарчӗҫ, уттарса та пӑхтарчӗҫ. Пӗр арҫынӗ вара мӑчавӑр хушнипе Нарпие чӑваш ҫӗрӗн чиккине ҫитичченех лашапа ӑсатса ячӗ. Малалла, паллах, пӗчченех кайма тивет. Ҫапла пуҫланчӗ ҫамрӑк пикен вӑрӑм та тумхахлӑ ҫулӗ.

Малтан вӑл тӗм хыҫне кайса ҫи-пуҫне ылмаштарчӗ, тумӗпе Эсрел ҫӗршывӗнчи хӗрарӑмах пулса тӑчӗ. Кун пек шанчӑклӑрах. Чӑнах та, ӑна хирӗҫ пулакансем те, хӑваласа ҫитсе иртсе каякансем те нимех те шарламарӗҫ. Пӗрисем тата урапа ҫине ларма та сӗнчӗҫ, Нарпи килӗшмерӗ. Кӗҫех ҫул пӗр пысӑк яла илсе ҫитерчӗ. Нарпи чарӑнса кӑштах шухӑша кайса тӑчӗ: «Мӗнлерех тусан лайӑхрах-ши? Ял витӗрех тухмалла-ши е айккинчен иртсе каймалла?»

Ҫак самантра ял патне тата темиҫе ҫын ҫывхарчӗ, лаша кӳлсе тухнисем те пур. Вӗсем калаҫнине илтсессӗн Нарпи тинех тавҫӑрса илчӗ: пасара килеҫҫӗ иккен. Апла пулсан вӗсемпе хутшӑнса каяс та пасара кӗрсе курас…

Пасарӗ вара… Кун пеккине Нарпи тӗлӗкре те курман. Мӗн кӑна ҫук пулӗ! Ҫыннисем тата… Ӑҫтан килсе тулман пулӗ. Халиччен пач курман тумпа ҫӳрекенсем те пур, калаҫӑвӗ те вӗсен ку таврари пек мар. Лавккисем патне ҫывхарсан куҫ алчӑраса каять. Ҫынсем укаллӑ пурҫӑн илнине курсан Нарпи чылайччен пӑхса тӑчӗ. Хаклӑ япала пулсан та илекенсем тупӑнаҫҫӗ, укҫине хӗрхенмеҫҫӗ.

Ак тамаша, юнашарах чӑвашла калаҫни илтӗнсе кайрӗ. Сасси те палланӑ ҫынӑнни пекех. Нарпи ҫаврӑнса пӑхрӗ те уксах Миккапа икӗ арҫын тӑнине асӑрхарӗ, айккинерех пӑрӑнчӗ те питне хупларӗ. Микка купса патне ҫывхарчӗ те питӗ илемлӗ пурҫӑн тутӑр ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, укаллӑ пурҫӑна та пӗр пилӗк аршӑн виҫтерчӗ, хӑйӗн валли питӗ паха бешмет туянчӗ. Енчӗкӗ вара хӑйӗн самай пысӑкскер, укҫа-тенкӗрен аптрамасть курӑнать. Унтан ҫак арҫынсем урапа-ҫуна сутнӑ ҫӗре пычӗҫ. Кӑштах пӑхкаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн Микка илем летсе тунӑ ҫатан урапа патне пырса тӑчӗ, унтан йӗритавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те силлесе пӑхрӗ, вара тин хакне ыйтрӗ. Хуҫин сутмалла ӗнтӗ, ҫине тӑрсах урапине ырлама пуҫларӗ, Миккана ларса пӑхма сӗнчӗ. Лешӗ килӗшрӗ, хуллен хӑпарса ларчӗ те ыттисем ҫине мӑнаҫлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.