— Ну, мӗнлерех курӑнатӑп эпӗ ку урапа ҫинче? — ыйтрӗ Микка.
— Чӑн-чӑн турхан пекех, — терӗ пӗр арҫынӗ.
— Апла пулсан илӗпӗр. Эсӗ вара ӑйӑра ҫавӑтса кил.
Лешӗ айккинелле васкарӗ. Миккана урапа ҫинчен анма тепӗр арҫынӗ пулӑшрӗ. Унтан хакӗ пирки калаҫрӗҫ.
— Ҫук, ҫук, урӑх чакараймастӑп. Хӑвӑрах куратӑр, кун пек урапа пасарӗпе те ҫук, — илтӗнчӗ сутуҫӑ сасси.
Ҫав хушӑра леш арҫын тӗреклӗ лашапа ҫитрӗ. Иккӗшӗ кӳлме пуҫларӗҫ. Микка сутуҫӑпа татӑлчӗ, унтан леш капӑр тума тӑхӑнчӗ те урапа ҫине хӑпарса ларчӗ. Пӗр арҫынӗ ямшӑк вырӑнне ларчӗ те тилхепене алла илчӗ. Тепри кӗҫ-вӗҫ тапса сикме хатӗр ӑйӑра ҫавӑтса пычӗ. Пасар айккинче вӗсене хӑйсем ларса килнӗ урапине сыхласа тӑракан арҫын кӗтсе илчӗ. Вырнаҫса ларчӗҫ те чӑвашсем патнелле ҫул тытрӗҫ. Малта уксах Микка саркаланса ларса пырать…
Микка Алмаса илсе килесси пирки пачах та шухӑшламанни ҫакӑнтан та паллӑ ӗнтӗ. Ун халӗ питӗ турхана тухас килет. Ҫакна пурнӑҫлас тесен Эсрел аллине ларма пӗлмелле. Тӗлпулӑва хатӗрленет ӗнтӗ.
«Ҫук, кун пек юрамасть. Часрах Улӑпа вӑратасчӗ те саманана улӑштарасчӗ. Ҫавӑ кӑна йӗрке тума пултарӗ», — тесе Нарпи малалла васкарӗ. Ҫул ҫинче пӗр ватӑрах хӗрарӑма хӑваласа ҫитрӗ те сӑмах тапратрӗ, япалине йӑтса пыма пулӑшрӗ. Ку та самай усӑллӑ пулчӗ, Нарпи каланине тӗрӗсех ӑнланать иккен. Ҫапла вӗсем чылайччен пӗрле утрӗҫ. Хӑйсен ялӗ патне ҫитсессӗн хӗрарӑм Нарпие тав турӗ, чей те пулин ӗҫтерсе ярам тесе килне кӗрсе тухма сӗнчӗ. Пӗчченех пурӑнаканскер иккен. Упӑшки вӑрҫӑра вилнӗ. Анчах ҫӑкӑр-тӑвартан аптрамасть. Эсрел хушнипе кун пек хӗрарӑмсене ял пуҫлӑхӗн пулӑшса пымалла, вӗсенчен куланай илмелле мар. Ялти йӑласем те урӑхла, эрехпе иртӗхекен ҫук, ҫамрӑксем ваттисен сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ. Тӗн йӗрки те урӑхла, пӗр турра кӑна пуҫ ҫапаҫҫӗ.
Кил хуҫи Нарпие каҫа хирӗҫ ҫула тухни ырра мар тесе ӗнентерме пикенчӗ, кунтах ҫӗр каҫма сӗнчӗ. Килӗшме тиврӗ. Кун пек меллӗ самантпа усӑ курса Нарпи ҫине тӑрсах калаҫрӗ, хӑш-пӗр сӑмахсене ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ. Ҫапла чылайччен калаҫса выртнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрса кайрӗ.
Каллех пӗр тӗлӗк, каллех амӑшӗ курӑнчӗ. Вӑл сывӑ чухне апла марччӗ, тӗлӗкре унта выляни те, шыва кӗни те, улӑхра чечек татни те, вӑййа тухни те пулатчӗ. Ҫӗкленсе вӗҫсе ҫӳренисем те асрах. Юлашки вӑхӑтра ытларах амӑшӗ курӑнать. Ашшӗне вара Нарпи пачах та астумасть. Ун ҫинчен вӑл амӑшӗ каласа панӑ тӑрӑх кӑна пӗлет.
Ҫамрӑклах пуҫне хунӑ вӑл. Хӑюллӑскер пулнӑ теҫҫӗ, Ватрас ӗҫӗсемпе кӑмӑлсӑр пулнине те уҫҫӑнах калама пултарнӑ. Уйрӑмах ӑна турхан Эсрел умӗнче чӗтресе пурӑнни килӗшмен. Ирӗклӗх ҫукки канӑҫ паман.
Пӗрре ҫапла Эсрел ҫыннисем куланай пухма килсен самай тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет. Нарпи ашшӗ таврари паттӑрсене пухать те лешсене мӑн ҫул ҫинче тивӗҫлипе кӗтсе илет, тӗмсем хыҫӗнчен сиксе тухаҫҫӗ те лавсене тытса чараҫҫӗ, хуралсене те тӑн кӗртсе илеҫҫӗ. Лешсем чӑваш ҫӗрӗнчен нимсӗрех тухса каяҫҫӗ. Кусем вара туртса илнӗ япаласене ҫынсене тавӑрса параҫҫӗ.
Кун хыҫҫӑн Эсрел питӗ йышлӑ ҫар ярать. Паллах, Нарпи ашшӗ хӑйӗн пӗчӗк ушкӑнӗпе хирӗҫ тӑраймасть. Вара вӑл тарса ҫӳреме пуҫлать. Апла пулин те ӑна турхан ҫыннисем пулӑшнипе ярса тытаҫҫӗ. Ҫак паттӑра Эсрел патне илсе каяҫҫӗ, лешӗ вара ӑна хӑй аллипе хӑй ҫав тери асаплантарса вӗлернӗ теҫҫӗ. Ҫак ӗҫе тӑвас умӗн Эсрел Ватраса хӑй патне чӗнсе илнӗ тет, чӑваш турханӗ курса хӑраса тӑтӑр тесе пулӗ ӗнтӗ. Эсрел ҫилли Нарпи амӑшӗ ҫине те ӳкме пултарнӑ. Уксах Миккана кӑна хуш… Мӑчавӑр хӗрӗ пулнипе ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ вӑл. Атту Нарпи шӑпи ҫав тери йывӑр пулатчӗ. Амӑшӗ пур ҫын тӑлӑх мар ӗнтӗ.
Нарпи амӑшӗ вара таврари паллӑ алӑсти шутланнӑ. Турхан шупӑрне те вӑл тӗрлесе панӑ теҫҫӗ. Хӑйӗн ӑсталӑхне хӗрне пиллесе хӑварни пирки нимӗнле иккӗленӳ те ҫук. Нарпи вара амӑшӗнчен те ирттерет пулӗ. Вӑл тума пӗлмен ӗҫ ҫук. Халӗ вӑл виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ амӑшӗсӗр пурӑнать. Лешӗ хытӑ чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн ура ҫине тӑраймарӗ.
Нарпи кӗҫӗр те тӗлӗкре амӑшӗпе пӗрле пулчӗ. Вӑл ҫӳпҫерен питӗ илемлӗ кӗпе илчӗ те ҫакӑ вӑл телей кӗпи пултӑр тесе Нарпие пачӗ. Хӗрӗ хӗпӗртесе тыткаласа пӑхнӑ вӑхӑтра амӑшӗ чакса-чакса пычӗ те темле пӗчӗкленсе кайса мӗлке евӗр курӑна пуҫларӗ. Нарпи кӗпине сак ҫине хучӗ те амӑшӗ патнелле чупса пычӗ. Лешӗ куҫран ҫухалчӗ. Нарпи амӑшӗн парнине тӑхӑнса пӑхас тесе каялла ҫаврӑнчӗ. Ак тӗлӗнтермӗш, ҫав кӗпепе пачах та ют хӗрарӑм тӑра парать. Алӑк патнелле пӑрӑнчӗ те кула-кула тухса кайрӗ. Нарпи алӑк патне чупса пычӗ, туртрӗ, алӑкӗ уҫӑлмарӗ. Вара вӑл нимӗн тума аптранипе макӑрса ячӗ.