Хуралҫӑ хӑраса ӳкрӗ, Нарпирен уҫӑ ыйтрӗ. Лешӗ пушӑ алӑпах тухнине пӗлсессӗн тарӑхса кайрӗ.
— А-а-а… Эсӗ улталарӑн иккен. Эсех вӑратрӑн пулас. Сана-и… Вӑхӑт питӗ сахал-ха, хӑвӑртрах Эсреле пӗлтермелле.
Куҫне чарса пӑрахнӑ арҫын Нарпие йывӑҫ ҫумне ҫурӑмпа тӑратрӗ те аллисене хыҫалалла туса ҫыхса хӑварчӗ. Хӑй вара пушарти пек васкаса куҫран ҫухалчӗ…
Леш хӗрарӑм тӑрса ларнӑ Улӑп умӗнче ним тума аптраса тӑрать. Халӗ вара нимӗнле курӑк та пулӑшас ҫук. Эсрел килсессӗн… Ун умӗнче явап мӗнле тытмалла? Тӳрех касса пӑрахать ӗнтӗ.
Хӗрарӑм куҫне лайӑххӑн уҫайман Улӑпа питӗнчен, ҫӳҫӗнчен аллипе шӑлса ачашласа илчӗ.
— Аран вӑратрӑм сана, юратнӑ Улӑпӑм, — терӗ.
— Ӑҫта вара эпӗ? — ыйтрӗ Улӑп пӑхкаласа илсе. — Мӗншӗн вырӑн ҫинче выртатӑп?
— Ҫывӑрнӑ эсӗ, нумай ҫул хушши ҫывӑрнӑ. Юратьха хам ҫине тӑрса вӑратрӑм. Эсрел пӗлсессӗн вӗлерет ӗнтӗ мана.
— Эпӗ халь Эсрел патӗнче-им вара?
— Ҫапла, сана кунта питӗ хытӑ сыхлаҫҫӗ, никама та ҫывхартмаҫҫӗ. Аран кӗрсе вӑратрӑм сана, юратнӑ Улӑпӑм.
— Ав мӗнле иккен. Мӗн ятлӑ пулатӑн-ха эсӗ, ырӑ ҫыннӑм?
— Элпи теҫҫӗ мана.
— Тавах сана, Элпи, мана вӑратнӑшӑн. Чим-ха, халӑхӑм ӑҫта вара манӑн? Мӗншӗн вӗсем вӑратман?
— Инҫе вӗсем, тарса сапаланса пӗтнӗ. Маннӑ вӗсем сана.
— Апла эппин Эсрел халӗ те пурӑнать?
— Вӑйлӑ вӑл, паян вара нихҫанхинчен те вӑйлӑ. Ҫарӗ ун ҫав тери йышлӑ. Юратнӑ Улӑпӑм, итле мана. Санӑн халӗ сапаланса пӗтнӗ чӑвашсем патне каймалла та мар, Эсрел ҫӗршывне хӑв аллуна ҫавӑрса илмелле. Эсреле хирӗҫле ҫынсем вӗсем кунта та пур. Ҫавсене хӑв тавра пухмалла.
— Ҫук, мана ют ҫӗр пачах та кирлӗ мар. Ман хӑвӑртрах чӑвашсем патне ҫитмелле. \Ҫавсем мӗнле пурӑннине курасчӗ.
— Ну юрӗ, санпа тавлашма йывӑр. Хӑвӑнне хӑв пӗлетӗн. Эсӗ вӑраннӑ, эсӗ халь вӑйлӑ. Анчах манӑн халӗ ӑҫта кайса кӗмелле-ха? Хӑвна юратса вӑратрӑм та… Эсӗ ҫывӑрнӑ чухне юнашар выртса сахал мар ӑшӑтрӑм. Халӗ вара?… Пӗлетӗн-и эсӗ кунта мӗн пулса иртнине? Эсрел хушнипе ман сана наркӑмӑшлӑ курӑк хурса памалла пулнӑ. Эпӗ вара ҫывӑрмалли хурса пурӑнтӑм. Лешне вара Улӑп вӑл наркӑмӑш курӑкӗпе ҫывӑрать тесе улталарӑм. Сана юратнипе ӗнтӗ. Ҫав Эсрел чирлесе е вӑрҫӑра вилессе кӗтсе пурӑнтӑм, ӗҫ тухмарӗ. Пурӑнать те пурӑнать. Халӗ вара чӑтса тӑраймарӑм, сана вӑратрӑм. Эсрел умӗнче явап мӗнле тытмаллине ниепле те тавҫӑрса илейместӗп. Мӗн кӗтет-ха ӗнтӗ мана?
— Кала, мӗн тума пултарӑп-ха эпӗ саншӑн, хӑюллӑ Элпи. Тен, манпала пӗрле пырӑн?
— Кам шучӗпе пырӑп-ха?
— Мӗнле калас…
— Ҫук, ҫук. Ман кунтан кайма юрамасть, — терӗ Элпи ӑна Улӑп хӑй арӑмӗ тӑвасшӑн маррине туйса. Ҫапах та парӑнма шутламарӗ, шухӑшне кӑна кӑштах улӑштарчӗ.
— Енчен те мана кӑштах та пулин тав тӑвас тетӗн пулсан, ыталаса чупту, анчах чӑмӑртаса ан вӗлер. Юрат мана. Тутанса пӑх хӑвна юратса пурӑнакан хӗрарӑма.
Элпи кӗтсе тӑмарӗ, Улӑп мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ те ӑна вӗҫӗмсӗр чуптума пуҫларӗ. Хӗрарӑмшӑн антӑхса ҫитнӗ вӑйпитти арҫыншӑн ку пачах та кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ парне тесен те юрать. Вырӑнӗ те хатӗрех…
Йывӑҫ ҫумне ҫыхса хӑварнӑ Нарпи вара чунӗ тӑвӑлса ҫитнипе макӑрса ячӗ. Ун чӗрине халӗ, ҫак йывӑр самантра, ним тума пултарайманни кӑшлать. Айван вӑл халӗ. Кӗҫех акӑ тата Эсрел тарҫисем йышлӑн килсе ҫитӗҫ. Ҫамрӑк Нарпирен мӗн тӑрса юлӗ? «Нивушлӗ пурнӑҫӑм ҫакӑнпа вӗҫленет вара, нивушлӗ ман валли нимӗнле ҫӑлӑнӑҫ та ҫук вара? — пӗтӗм вӑйӗпе туртӑнса илчӗ хӑраса ӳкнӗ Нарпи. — Нивушлӗ ҫакӑнта, ют ҫӗрте, манӑн ҫамрӑк ӳтӗме выҫӑ ҫӑхансем сӑха-сӑха тӑпӑлтарса ҫийӗҫ. Нивушлӗ текех Алмаса кураймӑп, хамӑн юратӑва ӑна параймӑп… Улӑп! Ҫӑлсам мана!»
Сасартӑк ҫыхса лартнӑ алӑран такам карт! туртрӗ. Унтан татах. Нарпи ҫаврӑнса пӑхрӗ: леш кашкӑр иккен. Акӑ вӑл кантрана кӑшласа татрӗ те пуҫне сулласа илсе айккинелле персе ячӗ.
— Тавах сана, шанчӑклӑ тусӑм, — терӗ савӑннипе Нарпи.
— Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ вӑл. Васка хӗрӗм, васка. Кунти хыпара Эсрел патне ҫитерчӗҫ ӗнтӗ.
Нарпи Улӑп ҫурчӗ патнелле вӑркӑнчӗ. Ак япала, алӑк патӗнчен инҫех те мар вӑрӑм хӗҫӗ йӑлтӑртатса выртать, леш хуралҫӑ питӗ васканипе манса хӑварнӑ иккен. Хӗрача хӗҫҫе икӗ аллипе ярса тытрӗ те алӑк патнелле чупрӗ. Шӑп ҫав самантра Элпипе Улӑп тухса тӑчӗҫ. Нумай ҫул хушши ҫывӑрнӑскер, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесех карӑнса илчӗ. Нарпи чӑтса тӑраймарӗ:
— Улӑп! Паттӑр Улӑп! Тытсам часрах ҫак хӗҫҫе. Васкамалла санӑн, чӑвашсем патне васкамалла.
— Кам вара эсӗ? — ыйтрӗ Улӑп.
— Нарпи эпӗ. Мана сан пата хӑв халӑху ячӗ. Сансӑр аптраса ҫитнӗ вӑл. Ҫавӑнпа килсе вӑратрӑм та ӗнтӗ сана.