Выбрать главу

— Чим-ха… Хӑшӗ вӑратнӑ вара мана, — пӑхса илчӗ Улӑп хӗрарӑмсем ҫине.

— Суять вӑл! Эпӗ вӑратрӑм сана, эпӗ… Вӑл кунта ҫывхарма та пултарайман.

— Улӑп, ан ӗнен ӑна, ҫак ултавҫа. Юрать-ха, вӑл хурса тӑракан ҫывӑрттаракан курӑка тухса петӗм. Ӗненмесессӗн ҫӗклемне кӑтартам. Ав ҫавӑнта выртать вӑл, — терӗ Нарпи тӗллесе кӑтартса. — Улӑп, тыт ҫак хӗҫҫе. Васкамалла пирӗн.

— Хӑшӗ тӗрӗссине калать вара кунта? — ыйтрӗ хыттӑн Улӑп хӗҫҫе тытса пӑхса.

— Ӗненмесессӗн, акӑ сана хамӑр укҫа. Пӗрле илсе килтӗм, — терӗ Нарпи.

Улӑп паттӑр тимлӗн пӑхса илчӗ укҫана, унтан тавӑрса пачӗ. Элпи вара ҫакна ним шарламасӑр пӑхса тӑчӗ. Вырӑнлӑ сӑмах тупаймарӗ. Капланса ҫитнӗ хаярлӑхне чараймарӗ, аллине ирӗке ячӗ, Нарпие вӑйпах паккама пуҫларӗ. Улӑп чарман пулсассӑн тем сиксе тухатчӗ. Нарпи хӑй те начарскер мар иккен, хирӗҫ тӑма хӑюллӑх ҫитерчӗ.

— Ултавҫӑ иккен эсӗ, — терӗ Улӑп Элпие хӑрах аллипе ҫӳлелле ҫӗклесе. — Апла мана ҫывӑрттарса усраканни эсӗ пулнӑ-ха?

— Хӑватлӑ Улӑп, каҫар мана. Айӑпли кунта эпӗ мар. Пӗтӗмпех Эсрел хушнипе пулса пычӗ. Тӗнче халӗ ҫавӑн аллинче. Ан вӗлер мана, юратнӑ ҫыннӑм. Каҫар мана. Хам ирӗкпе туман эпӗ ҫак ӗҫе.

— Юрӗ, хӗрарӑм ҫине алӑ хурса ҫылӑха кӗмӗп, — терӗ паттӑр Элпие айккинелле ывӑтса ярса.

— Тавах сана, Улӑп паттӑр. Тен, пурнӑҫра эпӗ те кирлӗ пулӑп-ха, — тесе Элпи вӑрманалла утрӗ.

Ҫак самантра ҫынсем кӑшкӑрашни, лашасем тулхӑрни илтӗнсе кайрӗ. Эсрел тарҫисем ҫывхараҫҫӗ пулас. Улӑп ҫакна сисрӗ, хӗҫҫине сулкаласа илсе темиҫе йывӑҫа касса пӑхрӗ, ҫивчӗшне тӗрӗслерӗ. Унтан вӑл ҫинҫе йывӑҫ вуллине касса шӗвӗртрӗ те Нарпие тыттарчӗ, ҫапӑҫма тивет терӗ.

— Улӑп паттӑр, сана пулӑшайӑп-ши? Тен, ҫапӑҫса вӑхӑта ирттерер мар, килелле васкар, — сӗнчӗ Нарпи.

— Улӑп чакма хӑнӑхман вӑл.

— Вӑл ҫапла пуль-те-ха, анчах ҫапӑҫмалли самантсем малашне те пулӗҫ-ха. Вӑйна тепӗр чухне кӑтартӑн. Атя, каяр кунтан, — терӗ те Нарпи Улӑпа аллинчен туртрӗ. Лешӗ килӗшрӗ…

Улӑппа шай ӑҫтан чупса пырӑн-ха ӗнтӗ? Вӑл пӗрре ярса пуссах таҫта ҫити мала ӳкет. Нарпи юлма пуҫларӗ. Ҫав самантра леш кашкӑр сиксе тухрӗ те хӗре хӑй ҫине лартрӗ. Вара вӗсем ӑнӑҫлах малалла вирхӗнчӗҫ…

Уксах Микка ял патне ҫывхарнӑҫемӗн лашине хулленрех яма хушрӗ, кӑштах кантӑр терӗ пуль ӗнтӗ. Унтан пачах чартарчӗ, лавҫа сӳсмен-пӑява тӗрӗслеме хушрӗ. Хӑй те анса уткаласа ҫӳрерӗ, ҫи-пуҫне тӳрлеткелесе илчӗ. Вара каллех лав ҫине улӑхса ларчӗ те лашине хӑвалама хушрӗ…

Турхан пурӑнакан ял вӑл таврара чи пысӑкки. Пурӑнасса та сумлӑрах йӑхсем пурӑнаҫҫӗ. Кашнин хӑйӗн вырӑнӗ. Авланнӑ ывӑлӗсем ҫурчӗсене ашшӗ килӗпе юнашар лартма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна пула тӳрӗ урамсем ҫукпа пӗрех. Апла пулин те Микка кашни йӑх патӗнчен иртсе кайма шутларӗ. Курччӑр Микка камне! Чылайччен кукӑр-макӑр ҫулпа ҫӳрерӗ те Аминепе Калима пурӑнакан кил умне ҫитсе чарӑнчӗ, парнесене илчӗ те кӗрсе кайрӗ.

Малтан вӑл сӗтел ҫине пасарта туяннӑ тутлӑ кучченеҫсене кӑларса хучӗ, хӑналанма сӗнчӗ. Лешсен умӗнче паян пачах урӑхла Микка: тумӗпе те, кӑмӑлӗпе те. Чура туйӑмӗ те сисӗнмест. Хӑйне хуҫа пекех тыткалать. Ҫакӑ вара Амине чӗрине самаях сӑхса илчӗ. Мӗнле чӑтса тӑрӑн-ха?

— Кучченеҫ ҫисе ларма кунта сӑлтав ҫук,- терӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ. — Тутлӑ ҫимӗҫ валли савӑнӑҫлӑ вӑхӑт кирлӗ.

— Амине, кун пек макӑрса ларнипе Ватраса чӗртсе тӑратаяс ҫук. Ахалех ытлашши хуҫӑлатӑр. Хам сывӑ чухне сире пӑрахмӑп.

— Ав мӗнле калаҫатӑн эсӗ. Турхан туйине паянах килсе панӑ пул. Ватрас йӑхӗ пӗтмен-ха вӑл. Ывӑлӗ сывӑ ҫӗртенех турхан туйине тепӗр ҫынна памӑпӑр. Ыранах Эсрел патне каятӑп.

— Вара мӗскер тӑвас тетӗн?

— Сан ҫинчен каласа паратӑп, Алмаса турхана лартма ыйтатӑп.

— Хӗрарӑм пуҫупа тем сиктерсе кӑларӑн. Эсӗ нимӗн те пӗлместӗн иккен. Эсрел умӗнчи парӑма татмасӑр Алмаса кураймӑн. Мӗнпе тӳлесе илӗн? Ылтӑну ӑҫта?

— Кайсассӑн курӑпӑр унта.

— Кун пирки ан та шухӑшла, Эсрел патне пӗр ҫынна та ямастӑп. Пӗтӗм ыйтӑва хам татса парӑп. Эсир халӗ пурте манӑн алӑра, — терӗ Микка чышкине кӑтартса. Кӑштах кулма та пикенчӗ, анчах ҫакӑ вӑл пит ӑнӑҫлах пулмарӗ. Ма тесессӗн ун халь калаҫӑва пачах урӑх ҫӗрелле куҫармалла. Мӗнлерех тусассӑн лайӑх-ши?

— Алмас шӑпи те манран килет, — хӑйса пычӗ Микка. — Эпӗ ҫеҫ ҫӑлма пултаратӑп. Паллах, мӗн ыйтнине тивӗҫтерсессӗн.

— Тата мӗн кирлӗ-ха ӗнтӗ сана?

— Калима…

— Ак тамаша! — пӗҫҫине шарт! ҫапса илчӗ Амине. — Вӑл тата мӗн тума?

— Арӑм тума.

— Мӗн калаҫатӑн эсӗ, ват супнӑ. Кикен тымарӗ ҫимерӗн пуль те? Калима! Хӗрӗм, илтетӗн-и? Кил-ха кунтарах.