Калима тӗпелте чаршав хыҫӗнче пулнӑ иккен. Веҫех итлесе ларнӑ, анчах Микка патне тухма шутламан. Халӗ вара…
— Ак тамаша, мӗне пула визирь евӗрлех тумланнӑ вара эсӗ? — тӗлӗнсе пӑхса илчӗ Микка ҫине Калима. — Мӗн эсӗ, Эсрел тарҫи пулма хатӗрленместӗн пуль те? Туму веҫех ҫавсенни пек.
— Калаҫӑва айккинелле пӑрса ярар мар-ха. Мӗн каланине илтрӗр пуль. Эпӗ вара хам сӑмахран пӗр шит те чакмастӑп. Енчен те пурнӑҫӑра йӗркеллӗ, ҫӑкӑрлӑтӑварлӑ пурӑнса ирттерес тетӗр пулсассӑн, сирӗн эпӗ каланипе килӗшме тиветех. Кӗҫех акӑ Ватрас хатӗрленӗ пурлӑх ҫунакан ҫурта пек ирӗлме пуҫлӗ. Ытти ҫынсем пек тар кӑларса ӗҫлеме хӑнӑхман эсир. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, мӗн кӗтет-ха сире?
— Алмас пур чухне аптрамӑпӑр-ха, — терӗ Калима.
Микка ахӑлтатса кулса ячӗ шӑпах ҫак саманта кӗтсе тӑнӑ пекех. Пӗлет вӑл, веҫех ӑнланать, Эсрел хӑйне турхана лартманнине те чухлать. Анчах саманчӗ питӗ меллӗскер-ҫке. Усӑ курса юлмалла унпала.
— Ну юрӗ, шухӑшласа пӑхмалӑх вӑхӑт пур-ха сирӗн. Ҫапах та, Амине, ман сана тав тӑвас шухӑшӑм пур. Ҫак киле нумай ҫул хушши кӗрсе ҫӳрерӗм, санран сивӗ сӑмах илтменччӗ. Илсем манран ҫак парнене, — терӗ Микка питӗ паха тутӑра хӗрарӑм хулпуҫҫийӗ ҫине ҫакса ярса. — Урана камшӑн амантнине те пӗлетӗн вӗт.
Амине сӑмах хушма ӗлкӗриччен Микка Калима хулпуҫҫийӗ ҫине те укаллӑ пурҫӑн ҫакса ячӗ. Йӑлкӑшса кӑна тӑрать.
Шӑп ҫак самантра кӑшкӑрашса ҫапӑҫса Чӗкеҫ кӗрсе тӑчӗ.
— Кӳртмеҫҫӗ тата ҫак мурсем. Ватрас пур чухне нимле чару та ҫукчӗ… Ак чӗмере! — Аминепе Калима ҫинчи парнесене асӑрхаса ҫӑварне карса пӑрахрӗ Чӗкеҫ. — Мӗн пулса иртет вара кунта? Микки тата мӗнле тумланнӑ! Туй каччи пек… Чим-ха… Туя хатӗрленместӗр пулӗ те?…
— Ҫук, ҫук — хирӗҫлеме тытӑнчӗ именнипе пичӗ пиҫнӗ ҫырла пек хӗрелнӗ Амине. Кам шутланӑ-ха Чӗкеҫ ҫапла леш арҫынсене тӗке-тӗке ярсах кӗрсе тӑрасса. Тепӗр тесессӗн, арҫыннисем те пит тӗреклӗскерсемех мар та… — Миккана пасартан илсе килме хушнӑччӗ те, тыткаласа пӑхатпӑр-ха, — чееленчӗ ҫавӑнтах. — Мӗнле пек?
Чӗкеҫ малтан Калима ҫинчине тытса пӑхрӗ, унтан Амине тутӑрне хӑй ҫине ҫаксах, урлӑ та тӑрӑх пӑхкаларӗ. «Ватрас укҫипе ырӑ куратӑр ӗнтӗ», — шухӑшларӗ ӑшӗнче.
— Мана сирӗн пурлӑхӑр пит кирлех мар-ха. Алмас пирки…
— Тутри килӗшет пулсассӑн сана пултӑр эппин. Ил, — пӳлсе хучӗ Амине Чӗкеҫ темӗскер персе ярасран хӑраса. — Ватрас ырлӑхӗ кӑштах сана та тивтӗр.
— Анне! Мӗн тӑватӑн эсӗ? — сиксе ӳкрӗ Калима. — Кашни килмессеренех мӗн те пулин парса яратӑн.
Чӗкеҫ тутӑра тавӑрса пачӗ. Лешсем япалисене хӑвӑрт пуҫтарса хучӗҫ. Миккашӑн ҫакӑ кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ кӑмӑллӑ самант пулчӗ. Парнене каялла персе памарӗҫ, эппин, шанчӑк пачах ҫухалман-ха.
— Калӑр-ха мана, мӗншӗн Алмаса илсе килместӗр? — пуҫларӗ хыттӑн калаҫма Чӗкеҫ. — Мӗншӗн халӗ те Эсрел патне кайман вара?
— Мӗнпе кайӑпӑр-ха; парӑма парса татмасӑр усси пулас ҫук тет Микка, — лӑплантарма пикенчӗ Амине. — Ыранах тухса кайӑттӑм, усси пулӗ-ши?
— Хаклӑ япаласем илсе укҫа пӗтериччен ӗҫ тӑвасчӗ. Ҫак Миккана шанатӑр пуль-ха. Кӗтсе илейӗр-ши? Ҫывӑрнӑ чухне те турхан туйине ыталаса выртать пулӗ. Сире курсассӑн кӑмӑл пӑтранать ман. Хам каятӑп. Паянах ялсем тӑрӑх ҫӳресе укҫа пухма тытӑнатӑп.
Чӗкеҫ аллине сулчӗ те тухса утрӗ.
— Эсреле кирлӗ чухлӗ пурпӗрех пухаймасть вӑл, — терӗ Микка.
Ҫакӑнта мӗн пулса иртнине Калима питӗ тимлӗн пӑхса тӑчӗ. Чӗкеҫ хӑйне мӗнлерех тыткалани, мӗн калаҫни чӑннипех те тӗлӗнтерчӗ. Мӗншӗн-ха вӑл ҫине тӑрсах Алмасшӑн калаҫать, ӑна ҫӑлас тесе Эсрел патне кайма та хатӗр. Чӗкеҫ килсе кайни уншӑн хӑйне ҫупса янӑ пекех туйӑнчӗ. «Анчах мӗнле пулӑшма пултарӑп-ши вара эпӗ тӑван пиччеме?» — ыйтрӗ хӑйӗнчен хӑй.
— Амине, тӑнла-ха мана, — ҫине тӑчӗ Микка, — енчен те Калимана мана парсан, Алмаса хӑтарассине пӗтӗмпех хам ҫине илӗп. Эсрел умӗнчи куланая парса татма укҫине, ылтӑнне хам парӑп. Кала татӑклӑн.
— Ӑҫтан тупнӑ вара эсӗ ҫав пысӑк пуянлӑха? — пӑхса илчӗ иккӗленӳллӗн Амине.
— Вӑл сан ӗҫ мар. Пӗлетӗр ӗнтӗ, енчен те сӑмах патӑм пулсассӑн пурнӑҫлатӑп. Пурлӑхӑм манӑн Калима валли те ҫителӗклех, патша арӑмӗ пекех пӑхса усрӑп. Чи паха ҫи-пуҫ, чи лайӑх урапа унӑн пулӗ. Калима ман пата куҫсассӑнах Алмаса илсе килӗпӗр, турхан туйи те ун аллинчех пулӗ.
— Анне, — чӑтса тӑраймарӗ Калима, — маншӑн халӗ Алмаса илсе килессинчен ырӑ ӗҫ пулма та пултараймасть.
— Апла пулсан Микка каланипе килӗшмех тивет тесшӗн мар пуль те эсӗ, хӗрӗм?
— Килӗшетӗп эпӗ. Анчах та асту! Алмаса хӑтарас ӗҫе санӑн та хутшӑнма тивет. Паллах, аттерен туртса илнӗ ылтӑнран уйӑрса памаллах пулать.
Аптраса ӳкнӗ Амине хӗрне ӑнлантарма пикенчӗ, турӑ умӗнче пуҫ ҫапса ҫӗр ҫыртма сӑмах пачӗ. Анчах лешӗ ӗненмерӗ. Йӑмра хӑвӑлне пытарса хунӑ ылтӑн ӑҫта кайса кӗнине мӗнле пӗлтӗр-ха ӗнтӗ вӑл?