Ӗҫӗ вара ҫапла пулса иртнӗ.
Тӗттӗм каҫ тӗнче ҫывӑрать тесе ахалех калаҫҫӗ. Чылайӑшӗ, чӑнах та, ҫывӑраҫҫех пулӗ-ха. Ҫав хушӑрах каҫхине пулса иртекен ӗҫсем те темӗн чухлех. Хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи кӑнтӑрлахи хирӗҫӗве тӗттӗм каҫ татса пани вӑл пуриншӗн те паллӑ-ха. Урӑххи те сахал мар вӗт-ха.
Пӗрре ҫапла уксах Миккана турхан хӑй патне чӗнсе илчӗ те ҫапла каларӗ: «Юлашки вӑхӑтра темшӗн ыйӑх килми пулчӗ-ха. Кӗҫӗр кунта хамах уткаласа ҫӳрӗп. Эсӗ вара кайса ҫывӑр».
Микка савӑнсах килелле уттарчӗ. Анчах ҫур ҫула ҫитсессӗн чарӑнса тӑчӗ те кӗсйисене хыпаласа пӑхрӗ. Ҫуккӑ. Паян тупнӑ питӗ хӑватлӑ хӗм сирпӗтекен вутчульне манса хӑварнӑ. Ун пеккине килтисем те питӗ ыйтатчӗҫ. Микка каялла васкарӗ. Хӑй выртса тӑракан сарай патнелле ҫывхарнӑҫемӗн пахчари ватӑ йӑмра патӗнче ҫын тӑрмашнине асӑрхарӗ. Чее хуралҫӑ йӑпшӑнса пычӗ те йывӑҫ тӗмми хыҫнерех тӑрса сӑнама тытӑнчӗ. Ҫыннине те палласа илчӗ, Ватрас иккен. Вӑрӑм пусма вырнаҫтарса тӑратрӗ те ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ. Пӗр аллинче пысӑках мар витре. Акӑ, улӑхса ҫитрӗ. Анчах мӗн туни паллах мар. Тӗттӗм. Кӗҫех анчӗ те пусмине айккинелле кайса хучӗ, витрине мунча умне кӗртсе лартрӗ. Унтан пӳрт ҫумӗнчи тулли каткара аллисене ҫуса илчӗ те пӳрте кӗрсе кайрӗ.
Микка пӗр самантлӑха нимӗн тума аптраса тӑчӗ. Мӗн пулса иртнине ниепле те тавҫӑрса илеймест. Мунча умне кӗрсе леш витрене тупрӗ те аллине чиксе пӑхрӗ. Йӗпе тӑм иккен. Ку нимех те пӗлтермест. Тӑмпала йывӑҫ тӑрринче мӗн тума пулать-ши вара? Ватрас ҫывӑрса кайтӑр тесе тӑхтаса тӑчӗ те ӗҫе пуҫӑнчӗ…
Ак тамаша, ватӑ йӑмра тӑрринче тӑмпа сӗрсе лартнӑ вырӑн пур. Микка нӳрлӗ тӑма аллипе чавса илчӗ те айккинелле вӑркӑнтарчӗ. Хӑвӑлтан чӗркенӗ япала туртса кӑларчӗ. Ҫинҫе чӗнпе хытӑ туртса ҫыхнӑскер. Пусма ҫинче тӑнӑ чухне салтма меллех мар, ӳкес хӑрушлӑх та пур. Ансан салтса пӑхрӗ те… Ылтӑн чӑмӑрккисем иккен! Ӗненменнипе шӑлпа ҫыртса пӑхрӗ. Кӗтмен ҫӗртен алла лекнӗ пуянлӑха кӗсйине чикрӗ те ун вырӑнне мунча чулӗ ҫыхса хучӗ. Шӑтӑка чиксе унчченхи пекех тӑмпа сӗрсе лартрӗ…
Ватрас вара мӗн виличченех шанса пурӑннӑ, кашни кун тенӗ пекех йӑмра патне пыра-пыра кайнӑ, тӑмпа сӗрнӗ вырӑна курнӑ та лӑпланнӑ. Шалта вара нумай ҫул хушши мунча чулӗ кӑна выртнӑ.
Пурнӑҫра хурапа шурӑ юнашарах ҫӳреҫҫӗ. Микка ӗнер кӑна савӑнӑҫлӑччӗ, мӗн шухӑшлани ун пурнӑҫа кӗрсе пыратчӗ. Калима пирки те калаҫса татӑлнӑччӗ, мӑчавӑра та пӗлтернӗччӗ. Паян вара пачах урӑхла ҫаврӑнса кайрӗ.
Эсрел каллех вӑрҫа хатӗрленет пулмалла, каччӑсене пухма ун тарҫисем персе ҫитрӗҫ. Ертӳҫи вара кунтан кайнӑ чӑвашах. Ҫак ӗҫе йӗркелессине Миккан пӗтӗмпех хӑй ҫине илме тиврӗ. Халӑх умне ҫӗнӗ тумпа, турхан туйипе тухрӗ. Тарҫисем те юнашарах, мӗн хушнине пӗтӗмпех туса пыраҫҫӗ. Халӗ те ав хӗсмете илсе каймалли каччӑсене пурне те пухса килнӗ. Пуҫӗсене пӗксе тӑраҫҫӗ. Хыҫаларах савнийӗсем макӑрни, амӑшӗсем нӑшӑкланикӑшкӑрашни илтӗнет. Пӗрне те каччӑсем патне ямаҫҫӗ, ҫывхарма хӑтланакансене Эсрел тарҫисем нухайккапа пӗҫертсе илеҫҫӗ.
— Эй, турӑ! Мӗншӗн пирӗн хута кӗместӗн ҫак? Мӗншӗн ҫак усалсене ҫиҫӗмпе ҫунтарса илместӗн? — илтӗнчӗ хӗрарӑм сасси.
Акӑ мӑчавӑр та ҫитрӗ. Ӑна хисеплесе ял ҫыннисем пуҫ тайрӗҫ.
— Мӗншӗн каллех килтӗр вара? Кӑҫал илсе каймалла мар тесе пӗлтӗрех калаҫса татӑлнӑччӗ вӗт-ха. Турхан та ҫапла калатчӗ, — хута кӗме пикенчӗ ватӑ мӑчавӑр.
— Эсрел халӗ тӗнчене пӑхӑнтарма хатӗрленет. Ун валли вӑйлӑ арҫынсем кирлӗ, — ӑнлантарчӗ асли.
— Пӗлетпӗр ӗнтӗ Эсрел ҫарӗнчен ҫаврӑнса килекен ҫуккине. Ял вара кампа юлӗ… Чим-ха, эсӗ хӑв та хамӑр енчисемех марччӗ-и-ха?
— Юнашар ялти Архан вӑл! — кӑшкӑрчӗ пӗри.
Ҫав самантра пӗр ҫамрӑкӗ сасартӑк тӳнсе кайрӗ те тапаланма пуҫларӗ, аллисемпе сулкалашать, пуҫӗпе ҫӗре ҫапать. Ҫӑварӗнчен кӑпӑк тухма пуҫларӗ. Мӑчавӑрпа тепӗр арҫын чӗркуҫленсе ларса лӑплантарма пикенчӗҫ.
— Сахалрах ӗҫмелле, — терӗ Эсрел тарҫи.
— Ӳсӗр мар вӑл, тытамак тытать ӑна! — пӗлтерчӗ тахӑшӗ.
— Чирлисене, ырханнисене илсе килмелле те пулман. Пире лайӑх сывлӑхлисем кӑна кирлӗ.
— Архан, хамӑр ӑру ҫынниех вӗт-ха эсӗ. Кунти пурнӑҫ пирки мӗншӗн кӑшт та шутламастӑн. Кун пек чи маттуррисене илсе кайсассӑн хамӑр хӗрсем валли камсем юлӗҫ, — ӑнлантарма тӑрӑшрӗ мӑчавӑр.
— Ку вӑл ман ӗҫ мар. Манӑн Эсрел хушнине тумалла, — терӗ Архан.
— Чим-ха, — сӑмах хушрӗ Микка ҫамрӑксем ҫине тимлӗнрех пӑхса илсе, — кунта пурне те пухса килмен пулмалла. Леш, ҫырма хӗрринчи Хӗвелпи ывӑлӗ ӑҫта тата? Кӑҫал паттӑр ятне ҫавӑ илтнӗччӗ мар-и-ха? Халех шыраса тупӑр! — хушрӗ тарҫисене.