Выбрать главу

Ҫав самантра ҫак тавралӑхшӑн хуйхӑ капланса ҫитнӗ вырӑна ватӑрах хӗрарӑм хашкаса чупса ҫитрӗ.

— Эй, ывӑлӑм! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Ҫылӑха хӑв ҫине ан ил-ха. Шӑллу та кунтах вӗт. Ҫавна та пулин хӑварха. Акӑ вӑл, сан шӑллу, Энки ятли, — тӗллесе кӑтартрӗ кӗҫӗн ывӑлӗ ҫине амӑшӗ. — Аҫу та вӑйсӑр выртать, хӑварсамччӗ ҫавна.

— Ҫук, юрамасть. Эпир курнине пурин те курмалла, эпир тӳснине пурин те тӳсмелле. Тепӗр тесессӗн, ҫар хӗсмечӗн тути-масине пӗлмен ҫын вӑл чӑн-чӑн арҫын та мар, — хуравларӗ Архан.

— Кун пекех пулсассӑн пӗтетпӗр вӗт-ха. Пире тирпейлесе пытаракан та юлмӗ. Ямалла мар ҫамрӑксене! — каларӗ кӑшкӑрсах ватӑ мӑчавӑр ҫынсем ҫинелле тархасуллӑн пӑхса. Лешсем татах та хытӑрах шавлама тытӑнчӗҫ. Темиҫе каччӑ айккинелле тапса сикрӗ. Анчах ӗҫ тухмарӗ. Эсрел ҫыннисем тытса чарчӗҫ, нухайккасемпе хӑмсарчӗҫ, Микка та вӗсемпех пулчӗ.

— Эсрел хушнине тумасассӑн хӑвӑра мӗн кӗтнине пӗлетӗр-и эсир?! Тӗп тӑвать вӑл сире. Ахалех пуласлӑх пирки палкатӑр эсир кунта. Пӗтнӗ эсир. Тепӗр вӑтӑр ҫултан чӑвашсем пӑч-пач кӑна тӑрса юлӗҫ. Эсрелпе пӗрлешсе пурӑннинчен пахи ҫуккӑ сирӗн. Ҫавна та чухласа илейместӗр, — ӑс пачӗ Архан.

Амӑшӗ вара нимӗн тума аптранипе чӗркуҫленсе ларсах йӑлӑнма пуҫларӗ. Унӑн халӗ калама ҫук пысӑк хуйхӑ. Капланса ҫитнӗ куҫҫульне тытса чараймарӗ.

— Ывӑлӑм, тархасшӑн йӑха хирӗҫ ан кайччӗ. Аҫупааннӳне ҫылӑха ан кӗрт. Халӑх мӗн калӗ? Эй, турӑ! Хам кӑкӑр сӗчӗпе ӳстерсеттӗм вӗт сана. Чунна кама сутрӑн-ши?

Архан пӗчӗкреххисене, айвантараххисене айккинелле тӗке-тӗке ячӗ те:

— Кусем сирӗн валли пулччӑр. Ача тутарма пӗлеҫҫӗ пулӗ-ха, — терӗ.

Ҫав хушӑра тарҫи чупса ҫитрӗ те Миккана хӑлхаран темскер пӑшӑлтатрӗ. Лешӗ Архана пӗлтерчӗ.

— Апла эппин, — тӗлӗнчӗ Эсрелӗн шанчӑклӑ тарҫи мӑчавӑр ҫине пӑхса. — Кала-ха, ватсупнӑ, мӑнуку ӑҫта сан?

— Мӗн тума кирлӗ вӑл кунта?

— Ӑна хамӑр пӗлетпӗр. Кала, ӑҫта вӑл?!

— Килте ҫук вӑл.

— А-а. Ют ҫӗре ӑсатрӑн эппин. Эп сана-и…

Архан мӑчавӑра кӑкӑрӗнчен ярса тытрӗ те силлеме пуҫларӗ. Мӑчавӑра кун пек тапӑннине нихӑҫан курман ҫынсем аптрасах ӳкрӗҫ. Мӗн тумаллине никам та пӗлмест.

Сасартӑк пӗри: «Кашкӑр! Тытӑр ӑна!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Чӑнах та, инҫех те мар кашкӑр пӑхса тӑрать. Ҫынсем патнелле Нарпи утса пырать. Темиҫен алла мӗн лекнӗ — ҫавна тытса кашкӑр патнелле чупрӗҫ.

— Ан тивӗр ӑна. Пирӗн тус вӑл, — чарчӗ Нарпи. — Кунта мӗн пулса иртет вара?

— Хӗрӗм! Нарпи! Кай кунтан! Тар! — кӑшкӑрчӗ мӑчавӑр.

— А-а… Хӑех килчӗ иккен. Тытӑр ӑна!

Икӗ тарҫӑ чупса пычӗ те Нарпие ярса тытрӗ. Лешӗ хирӗҫ тӑмарӗ, хӑюллӑнах ҫывхарчӗ.

— Эй, тӑвансем! Пӑхӑр ҫавӑнталла. Улӑп таврӑнать! — кӑшкӑрчӗ вӑл мӑнаҫлӑн.

— Чӑнах та, Улӑп килет! — илтӗнчӗ сасӑ.

Улӑп ҫывхарнине курсан Эсрел тарҫисем ҫӗр ҫуммипе вӗҫекен ҫӑхансем пек вӗҫтерчӗҫ. Пӗлеҫҫӗ унпа тытӑҫнин усси ҫуккине. Микка та ниҫта кайса кӗреймест, мӗн тумаллине тавҫӑрса илеймест. Ак тамаша, леш капӑр тума та хывса пенӗ, чӑваш тумӗпех тӑрать. Нарпи кукашшӗ патне пырса тӑчӗ. Лешӗ типшӗм аллипе мӑнукне пуҫӗнчен шӑла-шӑла илчӗ.

— Маттур хӗрӗм, маттур. Ҫапах та Улӑпа вӑратса илсе килтӗн эппин. Ҫакна турӑ та, халӑх та манмӗ, — терӗ савӑнса.

Ҫынсем чӗркуҫленсе ларчӗҫ. Акӑ Улӑп та ҫитсе тӑчӗ. Пурте шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ. Пӗрремӗш хут кураҫҫӗ вӗт. Илтме илтнӗ, анчах курман. Халӑх Улӑпсӑрах пурӑннӑ.

— Салам сире, чӑвашсем! — чӗтретрӗ таврана Улӑп сасси. — Курманни чылай пулать! Тӑрӑр! Ура ҫине тӑрӑр!

Пурте ура ҫине тӑчӗҫ те юрласа ячӗҫ.

Ҫут хӗвел ҫуталса тухнӑ пек, Улӑп килчӗ пире ыр сунса. Турри панӑ телей ҫитнипе, Халӑх ячӗ тинех сывласа.       Мухтав турра,       Мухтав турра,       Мухтав паттӑр Улӑпа! Хӳтлӗх ҫитрӗ кунта халь тинех, Паянтан чӑвашсем тӑлӑх мар. Пирӗнтен Эсрел кулмӗ текех, Малашне ун тарҫи пулар мар!       Мухтав турра,       Мухтав турра,       Мухтав паттӑр Улӑпа!

— Чимӗр-ха, юрласса чӑвашлах юрлатӑр-ха. Анчах темшӗн палласа илеймерӗм-ха сире, — терӗ Улӑп ҫынсем ҫине пӑхкаласа. — Сӑнран та, ҫӳллӗшӗпе те… Ман халӑхӑн пурччӗ тӗреклӗ паттӑрсем, хӗвел пек ҫиҫсе тӑракан пикесем. Кунта курмастӑп вӗсене.

— Ун пеккисем вӗсем пурте Эсрел патӗнче вӑй хураҫҫӗ. Пӗрисем пуҫ ҫӗклемесӗр ӗҫлеҫҫӗ, теприсем ун ҫарӗнче хӗсметре тӑраҫҫӗ. Хамӑр та ҫавах, акнӑ тырӑ та, кӗтнӗ кӗтӳ те ӑна валлиех. Хырҫӑ шучӗпе сӑтӑрасӑтӑра илсе каяҫҫӗ, — пӗлтерчӗ мӑчавӑр.

— Хӗҫ тытма вара пачах та мантӑр-им?

— Хӗҫҫи пулсассӑн тытма пӗлекенсем тупӑнӗҫ-ха, анчах ӑна тума хурҫӑ ҫук. Шӑратма та, сутма та чарчӗҫ… Улӑп-паттӑр, пирӗн шанчӑкӑмӑр пӗтӗмпех санра.