— Турханӗ кам вара сирӗн?
— Хальлӗхе турхансӑрах ҫав. Ватти вилнӗ…
— Ҫамрӑкки Эсрел патӗнче тыткӑнра, — персе ячӗ Нарпи. — Ҫавна ҫӑласчӗ.
— Микка, кӳр-ха турхан туйине, — ыйтрӗ мӑчавӑр.
Лешӗ нимӗн шарламасӑр пырса пачӗ те айккинерех кайса тӑчӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, Улӑп пур чухне хирӗҫ тӑни усӑсӑр. Мӑчавӑр ӗмӗртен ӗмӗре куҫса пыракан ҫав туяна Улӑпа тыттарчӗ те пил сӑмахне каларӗ:
— Ӑрӑва ертсе пыма сана чӑваш турри пулӑшса пытӑр. Эпир вара эсӗ каланине, эсӗ хушнине итлесе пурӑнӑпӑр. Шӗкӗр турра сана ҫавӑрса килнӗшӗн. Эпир паян, тен, сан умра тӑма та тивӗҫ мар, юратнӑ Улӑпӑмӑр. Каҫар пире, хӑвӑн айван ачусене. Вӑй пар пире, ертсе пыр ӑрӑва. Пирӗн шӑпамӑр текех пӗтӗмпех сан алӑра. Шанатпӑр сана.
— Юрӗ. Хам та чӑн-чӑн пурнӑҫ пирки тунсӑхласа ҫитнӗ ӗнтӗ, суха туманни те, хӗҫ тытманни те тахҫантанпах. Халӗ вара саланӑр. Кунти ӗҫсемпе паллашма мана мӑчавӑр пулӑшӗ…
Чылайччен калаҫса ҫӳрерӗҫ вӗсем. Ватӑ ҫыннӑн кунти пурнӑҫ пирки каласа памалли темӗн чухлех. Улӑп та тӗплӗнрех ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ. Халӑх Эсреле хирӗҫ тӑрайми пулнине те ӑнланчӗ курӑнать. Хӑйне хӑй те ятласа илчӗ. Сӑлтавӗ пурах ҫав.
Ун чухне ку таврара икӗ вӑйлӑ ӑру кӑна пулнӑ: пӗрне — Улӑп, теприне Эсрел ертсе пынӑ. Пурнӑҫ пурнӑҫах, хирӗҫкелени те пулкаланӑ, анчах Эсрел уҫҫӑнах тапӑнма хӑранӑ, Улӑп хӑй кӑна мар, ҫӗршывӗ те шикленӳ ҫуратнӑ. Кунта тырри-пуллине те йӗркеллӗ туса илнӗ, кӗтӗвӗсем те йышлӑ пулнӑ. Ҫакӑ Эсрелӗн кӗвӗҫ чунне шӗкӗ пекех кӑшланӑ. Ку ҫеҫ те мар-ха, Улӑп йӑхӗ вӑйли ӑна тӗнче патши пулма чӑрмантарнӑ. Хӑй вара туслӑ пурӑнасси пирки пакӑлтатнӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ Улӑп ӗненнӗ ҫав, элчӗсем янӑ, парнепе ҫӳрени те пулнӑ.
Пӗрре ҫапла Эсрел тархасласах чӗннине пула Улӑп ун патне хӑнана кайнӑччӗ. Малтанхи самантсене лайӑхах астӑвать-ха вӑл: Эсрел кӗтсе илни, тутлӑ ҫимӗҫпе хӑналани, ташӑ-юрӑ ӑстисем кӳршӗ умӗнче явкаланса ҫӳрени, сунарта пулнӑ хыҫҫӑн канма выртни… Ыттине вара пачах та астумасть. Ултавҫӑ вӑлтине ҫакланчӗ вӑл.
Улӑп ҫывӑрнӑ вӑхӑтра усал вӑйсем алхаснӑ, чаракан пулман. Чӑвашсем хушшинчи туслӑх та хавшама пуҫлать. Чылайӑшӗ хӑй телейне пӗчченшерӗн шырама тытӑнать. Халӑх вӑйӗ чакса пырать. Юрать-ха, паян Улӑп ҫаврӑнса ҫитрӗ.
Акӑ мӑчавӑрпа Улӑпа хирӗҫ лутраскерсем иккӗн тайкаланса пыраҫҫӗ. Тавлашса, харкашса калаҫнипе ыттисене асӑрхаман та пулас. Улӑп патне ҫывхарсассӑн чарӑнчӗҫ те кӑн-кан пӑхкаласа илчӗҫ.
— Ку кам вара, ҫав тери шултра арҫын?- ыйтрӗ пӗри.
— Кала! Кам пулатӑн. Ӗҫмелли пур-и? Ҫук пулсассӑн кай кунтан, пӑрӑн. Ҫул пар пире, — сиксе ӳкрӗ тепри.
— Намӑса пӗлесчӗ. Курмастӑр-им сирӗн умра кам тӑнине? Улӑп вӑл. Паянтан ӑру пуҫлӑхӗ, — ятлаҫса илчӗ мӑчавӑр.
— Мӗнле Улӑп?… Пире нимӗнле пуҫлӑх та кирлӗ мар. Эпир ирӗклӗ ҫынсем. Эрех пар!
— Мӗн ыйтаҫҫӗ вӗсем? Ку чирлӗ ҫынсем камсем пулаҫҫӗ? Ӑҫтан килнӗскерсем? — ыйтрӗ тӗлӗнсе ӑру пуҫлӑхӗ мӑчавӑртан.
— Хамӑр ҫынсемех-ха вӗсем.
— Чирлӗ мар эпир. Кирлӗ пулсан хӑлха чикки те пама пултаратпӑр. Эрех парсан тӗкӗнместпӗр.
— Эрех те эрех теҫҫӗ, эрехӗ мӗн вара вӑл?
— Ҫӑвара ҫунтаракан шӗвек кӑна, — терӗ мӑчавӑр. — Пуҫран ҫапакан наркӑмӑш тесен те ытлашши пулас ҫук. Ӑслӑ ҫынна та ухмаха кӑларать. Айвансем вара пачах картран тухса ӳкеҫҫӗ.
— Ҫук! Суять вӑл. Ҫӗр ҫинче эрехрен тутли урӑх нимӗн те ҫук, — ҫине тӑчӗ пӗри.
— Апла пулсан мӗншӗн-ха хӑвӑра чирлӗ ҫын пек тыткалатӑр? Куҫсем те чалӑш пӑхаҫҫӗ, урасем те ҫирӗпех мар, — каларӗ тӗрӗссине Улӑп.
— Савӑннипе ҫавӑн пек, савӑннипе! — терӗҫ те ӳсӗрсем ташлама пикенсе тапӑртаткаласа илчӗҫ, аллисемпе сулкалашрӗҫ. Вӗсем аппаланнине ташӑ теме те хӗнтерех ӗнтӗ. Чухӑн ташшинче савӑнӑҫ ҫукпа пӗрех.
— Эх, сирӗнпе калаҫса тӑрса… Кайрӑмӑр эпир, — терӗ кӑшт аванрах тумланни.
— Чим-ха, — терӗ Улӑп, — кӑштах ыйтса пӗлем. Ҫемйӳ пур-и санӑн?
— Ара, пулмасӑр. Арӑм та пур, ачасем те…
— Выҫлӑ-тутлӑ ӳсеҫҫӗ ӗнтӗ, — терӗ мӑчавӑр. — Вӑл та пулин арӑмӗ ҫине тӑнипе ҫеҫ. Ачисем вара хӑйӗнчен те ырхантарах. Апачӗ начар вӗсен.
— Мӗн ҫикелетӗр вара? — ыйтрӗ Улӑп.
— Арӑм пур чухне выҫӑ лармӑпӑр-ха.
— Хӑв мӗн тӑватӑн тата? Ӑсталӑху мӗнре?
— Ун халӗ пӗртен-пӗр ӑсталӑх кӑна: ӗҫесси. Алла кӗреҫе е пуртӑ тытманни те темиҫе ҫул. Яланах ӳсӗр ҫӳрет, — пӗлтерчӗ мӑчавӑр.
Ӳсӗр арҫын сасартӑк мӑчавӑр ҫине сиксе ӳкрӗ те кӑкӑртан тытса силлеме пуҫларӗ. Лешӗ чутах тӳнсе каятчӗ. Юрать-ха, Улӑп хӑрах аллипе ӳсӗре йӑтса илчӗ те айккинерех кайса тӑратрӗ.
— Ку тата мӗнлескер? — ыйтрӗ ӑру пуҫлӑхӗ теприн пирки.