— Вӑт ку вара пачах урӑхла калаҫу, — терӗ Улӑп ҫумӗ.
— Тархасшӑн, пурне те илсе ан кайӑр-ха, пире пурӑнмалӑх хӑварӑр. Хам ирӗкпе паратӑп вӗт-ха Улӑпа пулӑшас тесе, — йӑлӑнма пуҫларӗ Микка.
— Юрать, — терӗ мӑчавӑр. — Килӗшӗпӗр. Анчах тӗрӗс ӑнлан, ҫак пулӑшу вӑл Улӑпшӑн кӑна мар, халӑхшӑн та.
— Ҫапла пултӑр эппин. Тархаслатӑп сире, укҫасӑр ан хӑварӑр пире. Лашисене те хамах пырса парӑп.
Лешсем нар ҫине пӑхӑр укҫасемпе пӗрле кӑштах ылтӑнран тунисене хучӗҫ те тухса кайрӗҫ. Пуҫланчӗ вара… Куҫӗсене чарса пӑрахнӑ Калима мӗн кӑна каламарӗ Миккана, вӑйӗ ҫитсен тытса та силлӗччӗ. Юрать-ха, лешӗ айван арҫын мар, уксах та, ал шӑнӑрӗ пурпӗрех ҫирӗп. Анчах чӗлхерен илсессӗн хӗрарӑма ҫитекенни ҫук.
— Пар! Ылтӑн укҫисене мана пар! — кӑшкӑрчӗ Калима. — Сана пӑхӑр та юрать. Ҫав пуянлӑха эсӗ вӑрламан пулсан пӗтӗмпех манӑн алӑра пулатчӗ. Вӑрӑ эсӗ.
— Ман пай та пур унта. Ватрасшӑн, сирӗншӗн пайтах тар юхтарнӑ, ҫывӑрмасӑр сыхласа пурӑннӑ, сывлӑха панӑ. Пӑх ҫак урана! Сан аҫушӑн амансах ӗмӗр тӑршшӗпе уксахласа ҫӳреме тивет. Санӑн вара ҫав ылтӑнпа нимӗнле ӗҫ те ҫук.
— Ах, апла эппин. Эсӗ мана нимӗн вырӑнне те хумастӑн иккен. Тӗрӗссипе каласан… Эсӗ-и?… Сана-и?… Сана эпӗ нихӑҫан та юратман.
— Ҫу-у-к, суятӑн. Вырӑн ҫинче авкаланнӑ чухне мӗн калаттӑнччӗ-ха?
— Пурпӗрех юратса мар. Кураймастӑп сана. Ӑраскалӑма пӑсаканни эсӗ. Ман чыса, ман ҫамрӑклӑха ҫисе ятӑн. Сана пулах аннепе хирӗҫсе кайрӑм. Пачах та айӑплӑ мар иккен вӑл. Ахалех кӳрентертӗм. Ҫук! Пурӑнмастӑп кунта, халех тухса каятӑп.
Калима ҫӳпҫери япалисене туртса кӑларчӗ те пысӑк ҫыхӑ турӗ. Унтан пӑтаран ҫакӑнса тӑракан тумтирне нар ҫине пӑрахрӗ. Самай пысӑк купа пулса тӑчӗ. Паллах, йӑтса кайма май ҫук.
— Ӑсатса яр, кӳл лашуна!
— Ан ухмахлан-ха, чарӑн. Пулас ача пирки шутлаха эсӗ.
— Сансӑрах ӳстеретӗп.
— Калама ҫеҫ ҫӑмӑл. Ҫӑкӑр-тӑвартан мӗнле пурӑнӑн? Хӑв та ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗскер мар.
— Алмас килсессӗн пурнӑҫ урӑхларах кайӗ.
— Ҫук ӗнтӗ, Улӑп таврӑннӑ хыҫҫӑн Эсрел Алмаса килме ирӗк парас ҫук. Лӑплан, Калима. Кам пӗлнӗ-ха пурнӑҫ ҫапла ҫаврӑнса каясса? Ӳкессе пӗлсен тӳшек сарма каланӑ. Тен, чӑнах та айӑплӑ эпӗ. Каҫар мана. Ачамӑр пирки ытларах шутла. Атя, аннӳ патне каяр та каҫару ыйтар. Ӑнланӗ вӑл пире. Пурте пӗр ҫӑмхара эпир халӗ. Ылтӑнӗ пирки вара… Акӑ, кирлех пулсан ил. Анчах унпала тӗрӗс усӑ курма пӗлӗн-ши? Телейлӗ пулӑн-ши? Эпӗ пурпӗрех выҫӑ ларас ҫук. Алӑсем ман нимӗнле ӗҫрен те хӑрамаҫҫӗ.
Сӑмахӑн та вӑйӗ пур иккен. Хӗрсе кайнӑ Калима самаях лӑпланчӗ. Чӑнах та, мӗн кӗтет-ха ӑна малашнехи пурнӑҫра? Кам ҫине таянмалла? Микканах итлеме тивет. Тумланчӗҫ те сывлӑхӗ хавшаса ҫитнӗ Амине патне тухса утрӗҫ…
Улӑп кӑмӑлӗ паян аван. Сӑлтавӗ те паллӑ ӗнтӗ: ҫар ӑсталӑхӗ кунран-кун ӳссе пырать, пулӑшакансем те йышланчӗҫ, акӑ тин ҫеҫ ваттисем халӑхран пухнӑ укҫана ҫар хыснине хыврӗҫ, ылтӑн та пур! Халӗ ӗнтӗ хӗҫ тумалли хурҫӑ шырама купсасене ытти ҫӗре яма та юрать. Улӑп мӑчавӑрпа пӗрле килнӗ шурсухалсене тав турӗ те сӑнав сӑрчӗ патнелле утрӗ. Ҫав самантра чикӗре тӑракансенчен пӗри чупса ҫитрӗ. Сывлӑшне аран ҫавӑрса илет.
— Улӑп паттӑр, каҫар пире. Ниепле те тытса чараймарӑмӑр вӗсене.
— Камсем пирки эсӗ? — тӗлӗнсе пӑхса илчӗ Улӑп. — Эсрел ҫарӗ мар-и?
— Ҫук. Иккӗн ҫеҫ вӗсем, хӗрарӑмпа арҫын. Леш ҫамрӑкки питӗ вӑйлӑ иккен, ниепле чарма ҫук. Чышки те ҫын пуҫӗ пек. Ав вӗсем, кунталла ҫывхараҫҫӗ, — тӗллесе кӑтартрӗ чикӗ хуралӗ.
Чӑнах та, тӗреклӗ каччӑпа унтан чылай аслӑрах хӗрарӑм ҫитсе чарӑнчӗҫ.
— Улӑп! Кӗтсе ил. Эпир ҫитрӗмӗр, — терӗ пуҫне тайса хӗрарӑм.
— Элпи? Эсӗ-ҫке ку. Ку тата кам?
— Санӑн ывӑлу Юман.
— Пулма пултараймасть. Мӗнле-ха ҫав тери хӑвӑрт ӳссе ҫитӗннӗ вӑл?
— Ҫулпа мар, уйӑхпа мар, кунпа ӳссе пычӗ. Халӗ вара аттене курас килет тесе канӑҫ памасть. Тинех сана шыраса тупрӑмӑр.
— Ну, ывӑлӑм, кил кунтарах, ыталам сана.
Ашшӗ ывӑлне сарлака ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илчӗ, хӑй пекех тӗреклишӗн савӑнса. Пӗр-ик хутчен ҫепӗҫҫӗн ҫапкаласа та пӑхрӗ. Ҫакна пӑхса тӑракан Элпин пичӗ ҫине савӑнӑҫ куҫҫулӗ юхса анчӗ…
— Атте! Эпӗ текех тӑлӑх мар иккен. Пӗлесчӗ санӑн мӗнлерех сана курас килнине!
— Маттур, маттур, питӗ вӑхӑтра ҫитрӗн. Мана халӗ шӑпах сан пек паттӑрсем кирлӗ. Пӑх-ха ҫавӑнталла, иртенпех вӑрҫӑ вӑййи пырать.
— Ашшӗ, ытлашши ан васка-ха. Юман вӑл пӑхма кӑна ҫӳллӗ. Ҫулӗпе ҫамрӑк-ха. Хӗҫ тыттарма ан васка.
Кӗтмен хыпар, лайӑх хыпар. Апла пулсассӑн ватӑ Улӑп вырӑнне ҫамрӑкки ӳсет, халӑх малашлӑхӗ те ӗмӗртен-ӗмӗре ҫирӗпленсе пырать. Шурсухалсем ҫакна туйса илчӗҫ, Улӑп пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине ӑнланчӗҫ.