Выбрать главу

— Апла эс, Улӑп, ҫемьеллӗскер иккен,- терӗ мӑчавӑр.

— Хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ, ывӑлӑм та пур.

— Кун пек пулсассӑн халӑх йӑлине тума тиветех. Манӑн сире пил памалла. Унсӑр юрамасть. Ҫӗнӗ ҫынсене хамӑр йыша илмелле. Чӑваш турри ҫапла хушать.

Ним шарламасӑр пӑхса тӑракан Элпишӗн ҫак сӑмахсем тутана пыл сӗрнӗ пекех туйӑнчӗҫ. Кӗтни, ӗмӗтленни ҫывхарчӗ. Акӑ вӗсем виҫҫӗшӗ те юнашар тӑчӗҫ, Элпи икӗ тӗреклӗ арҫын хушшинче. Хӗрарӑмшӑн кунтан пысӑк савӑнӑҫ ҫук та.

Ача вӑл — ача. Ун пӗлтерӗшӗ пурнӑҫра ҫав тери пысӑк. Кӑмӑл-туйӑма улӑштарнипе пӗрлех кашнинех ҫӗнӗ ят парса тухать: анне, атте, асатте, асанне, кукаҫи, кукамай, кукка, инке, аппа, йӑмӑк… Ҫаксем пурте тӗнчене пӗчӗк пепке килнӗ хыҫҫӑн илнӗ ятсем. Ку ҫеҫ те мар-ха, ача вӑл хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи ҫыхӑнӑва татах та ҫирӗпрех ҫыпӑҫтарса лартакан ҫилӗм. Ӑслӑ хӗрарӑм ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн упӑшки умӗнче хӑй пирки, хӑйне юраттарасси пирки сахалрах калаҫать. Ытларах ача пирки. Арҫын киле чылай кая юлса таврӑннӑ чухне те: «Нивушлӗ санӑн пӗчӗкҫӗ пепкемӗр патне васкас килмест», — тесе асӑрхаттарать. Тӗрӗсех тӑвать, хӗрарӑма ӑна пӗлсе пӗтерме ҫук. Ун ҫумӗнче яланах темле вӑрттӑнлӑх пур…

— Халӗ вара кӑштах ыйтса пӗлем, — пуҫларӗ пил сӑмахне мӑчавӑр. — Элпи, хӗрӗм, ӑҫтисем пулатӑн-ха эсӗ?

— Анне каласа панӑ тӑрӑх, йӑхӑм манӑн кунтан Эсрел патне хӑваласа кайнисенченех. Ҫавӑнпа ятӑм та кунти пекех.

— Апла пулин те тупа тума ыйтатӑп. Пирӗн пурнӑҫ йӑлисене йышӑнатӑн-и?

— Йышӑнатӑп.

— Пирӗн тӗн йӗркисене йышӑнатӑн-и? Чӑваш туррине кӳрентерместӗп тесе сӑмах паратӑн-и?

— Паратӑп.

— Пирӗн чӗлхемӗре йышӑнатӑн-и?

— Йышӑнатӑп.

— Ҫамрӑк Юман, ывӑлӑм, эсӗ тата мӗн калӑн?

— Пурне те йышӑнатӑп.

— Тата ҫакна асӑрхаттарам, кунти йӑласем ҫапларах: ҫамрӑккин ваттине сума сумалла, итлемелле. Аҫу санӑн ҫакна ҫирӗп тытса пырать, ӑру пуҫлӑхӗ пулсассӑн та ваттисем каланине итлет, хӑйне мӑнна хумасть. Ҫакна тытса пыма сӑмах паратӑн-и?

— Сӑмах паратӑп, тупа тӑватӑп.

— Улӑп паттӑр, халӗ эсӗ сӑмах пар. Элпипе Юмана йышӑнатӑн-и?

— Йышӑнатӑп.

— Ӗмӗр тӑршшӗпех пӗрле пурӑнса ирттерме Хӗвелпе Уйӑх умӗнче тупа тӑватӑн-и?

— Тупа тӑватӑп, — терӗ те Улӑп Хӗвеле хирӗҫ тӑрса аллисене ҫӗклерӗ.

— Халӗ эсир пурсӑр та пӗр ҫемье тесе ҫакӑ шурсухалсем умӗнче пӗлтеретӗп, ҫӳлти турӑ ячӗпе пил паратӑп: пӗрне-пӗри юратса ырлӑхпа, сывлӑхпа пурӑнӑр, чӑваш ятне ан ҫӗртӗр, халӑх ирӗклӗхӗшӗн ҫапӑҫма яланах хатӗр тӑрӑр. Халӑх умӗнче эпир ачасем кӑна пулнине ан манӑр. Ҫапла пултӑр!

— Ҫапла пултӑр! — терӗҫ виҫӗ хутчен пурте Хӗвеле хирӗҫ тӑрса аллисене ҫӗклесе.

— Халӗ сире кунта мӗн пулса иртнине кӑтартам, — терӗ Улӑп Элпипе Юмана сӑнав сӑрчӗ ҫине хӑпарма сӗнсе.

Чылайччен пӑхса тӑчӗҫ, ашшӗ ывӑлне темиҫе хутчен те унталла-кунталла тӗллесе кӑтартрӗ. Вӗсен сӑмахне илтмесессӗн те калаҫу мӗн пирки пынине тав\ҫӑрса илме пулатех. Улӑп аллипе сулчӗ. Таврана сӑрнай сасси хупласа илчӗ. Ку вӑл вӑрҫӑ вӑййи паянлӑха вӗҫленнине пӗлтерет. Ҫар ҫыннисем саланма тытӑнчӗҫ. Хӗвел те каҫ еннелле сулӑннӑ ӗнтӗ.

Лешсем сӑнав сӑртӗнчен аннӑ тӗле турхансем те ҫитсе тӑнӑ, Улӑпа саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ. Нарпи те кунтах, ватӑ кукашшӗне киле илсе каймалла ӗнтӗ. Элпипе Нарпи пӗрне-пӗри асӑрхарӗҫ, анчах нимӗн те шарламарӗҫ, хӑйсене пач палламан ҫынсем пек тытма тӑрӑшрӗҫ.

— Ку ҫамрӑкки кам тата? — ыйтрӗ шӑппӑн Нарпи кукашшӗнчен.

— Улӑп ывӑлӗ вӑл. Юман ятлӑ.

— Ҫак савӑнӑҫлӑ хыпар ячӗпе сире пурсӑра та хам пата хӑнана чӗнетӗп, — терӗ пӗр турханӗ. — Ваттисене ларма кӳлнӗ утсене кунтарах илсе килме хушам-ха.

— Эпӗ каям-ха. Ҫамрӑксем вӑййа тухатпӑр терӗҫ, — пӗлтерчӗ кукашшӗне Нарпи.

Ҫакна Улӑп илтрӗ.

— Юмана та пӗрле илсе кай-ха. Ҫамрӑксемпе паллаштар ӑна, — терӗ.

Элпи темӗскер каласшӑнччӗ, анчах Улӑп хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ.

— Амӑшӗ хирӗҫ мар пуль тетӗп.

— Санӑн ирӗкӳ, мухтавлӑ Улӑп, — терӗ Элпи Нарпи ҫине шӑтарас пек пӑхса илсе.

— Ҫамрӑксен ҫамрӑксемпе пулмалла, кайччӑр ӗнтӗ, — илтӗнчӗ тахӑшин сасси.

ХI

Ҫамрӑклӑх вӑл питӗ канӑҫсӑр вӑхӑт, кунӗпе тырӑ вырсассӑн та, утӑ ҫулсассӑн та вӑййа тухас килет, ывӑнни те сисӗнмест. Вӑрҫӑ вӑййи хыҫҫӑн та ҫавах иккен. Нарпипе Юман ҫитнӗ ҫӗре чылайӑн пухӑннӑ кунта. Ытларах каччӑсем. Пӗр-пӗринпе кӗрешсе вӑй виҫеҫҫӗ. Акӑ пӗри пурне те ҫӗнтерсе пычӗ. «Тата кам юлчӗ-ха? Тен, эсӗ тухатӑн», — терӗ чи вӑйли тинтерех ҫеҫ пырса тӑнӑ Юмана.

Нарпи Юмана хӑлхаран темӗскер каларӗ те лешӗ вара кӗрешме тухрӗ. Унччен айккинче тӑракан хӗрсем те чупса пычӗҫ. Пурте курасшӑн. Ҫитменнине тата пач палламан каччӑ кӗрешӗве тухнӑ.