Юман леш тӗреклӗ качча пилӗкӗнчен меллӗрех ярса тытрӗ те ҫӳлелле ҫӗклерӗ, анчах мӗн тумаллине тӳрех тавҫӑрса илеймерӗ. Ҫавӑрса ҫапас — амантӑн. Шӑпах ҫав самантра Нарпи кӑшкӑрса ячӗ: «Юман! Яр ӑна!»
Юман итлерӗ. Лешӗ вара чӑнах та хӑраса ӳкнӗ иккен, сӑнранах паллӑ. Хӑйне парӑнтарасса Юман чышкине курсанах туйса илчӗ-ха вӑл. Мӗн тӑвӑн-ха, пӑрахса тарма юрамасть, хӑв чӗнсе кӑлартӑн пулсассӑн кӗрешмелле, чыса ӳкермелле мар.
— Кам вара эсӗ? — ыйтрӗ Юман парӑнтарнӑ каччӑ.
— Улӑп ывӑлӗ Юман вӑл, — пӗлтерчӗ Нарпи.
— Кун пек паттӑр пурри япӑх мар-ха вӑл. Пирӗншӗн те хӳтлӗх, — терӗ пӗри.
— Ачасем, атьӑр вӑйӑ картине тӑрар, — сӗнчӗ пӗр хӗрачи. — Юманпа Нарпие варрине тӑратар.
Вӑйӑ карти самай пысӑкскер пулчӗ, пӗр аллӑ ҫын та пулӗ. Пӗр-пӗринпе алӑран ҫавтӑнса юрлама пуҫларӗҫ. Нарпипе Юман варринче ыттисене хирӗҫ утса пычӗҫ. Юманшӑн, паллах, нихӑҫан курман япала, кунта кашни пулӑм тӗлӗнтермӗш. Чӑваш юррине те пӗрремӗш хут илтет вӑл.
Унтан ҫамрӑксем хуса ҫитсе тытмалла вылярӗҫ. Анчах вӑйӑ нумая пымарӗ. Юлашки вӑхӑтри улшӑнусем каччӑсене вӑйӑра та канӑҫ памаҫҫӗ иккен, аса илтерсех тӑраҫҫӗ.
— Каччӑсем, выляса ҫитет пуль. Ыран каллех алла хӗҫ тытмалла. Атьӑр-ха, хамӑр юрра юрласа пӑхар, — сӗнчӗ пӗри.
Юрӑ вӗҫленсен ҫамрӑксем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн саланчӗҫ. Кӗҫех уйрӑлу саманчӗ ҫитессе туяҫҫӗ, паллах. Кашни кунах вӑрҫӑ вӑййи ахальтен вылямаҫҫӗ ӗнтӗ. Акӑ Юманпа Нарпи иккӗшех тӑрса юлчӗҫ.
— Нарпи, кала-ха, — терӗ Юман ҫывӑхарах пырса тӑрса, — мӗнле пурӑнӑҫ вара ку. Хампа мӗн пулнине те, ӑҫта лекнине те тавҫӑрса илейместӗп. Юррисем тата…
— Улӑп йӑхӗ мӗн авалтанпах ҫапла пурӑнать. Юрӑ вӑл чӑваш чунӗшӗн чи паха ҫимӗҫ шутланать. Чун эмелӗ тесен те юрать. Чӑваш юрӑсӑр пурӑнаймасть, савӑннӑ чухне те, куляннӑ чухне те юрлать…
— Чӗремре темскер хуҫаланма тытӑнчӗ, хыттӑнрах та тапать пек, ҫӗкленсе те илет пек. Тытса пӑх-ха ҫакӑнтан — терӗ Юман Нарпи аллине хӑй кӑкӑрӗ ҫине хурса.
— Юман! Киле кайма вӑхӑт, аҫу кӗтет, — илтӗнчӗ Элпи сасси. Вӑл кунта мӗн пулса иртнине айккинчен сӑнаса тӑнӑ иккен. Ывӑлӗ Нарпи аллине тытнине курсассӑн чӑтса тӑрайман, сас пачӗ.
— Анне, ан васкат-ха мана. Паян маншӑн ҫав тери савӑнӑҫлӑ кун. Вӑйӑра пулса куртӑм. Юрать-ха, Нарпи илсе килчӗ…
— Ҫитӗ ӗнтӗ, вӑйӑ вӑл ыран та пулӗ. Вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн выртса канмалла.
— Нимӗн чухлӗ те ывӑнман эпӗ. Пушшех вӑйланса кайнӑ пек туятӑп хама.
— Ывӑлӑм, итле мана, хуллен ут эсӗ, эпӗ часах хӑваласа ҫитӗп. Нарпипе калаҫса илем-ха.
Юман Нарпи ҫине ӑшшӑн пӑха-пӑха илсе малалла утрӗ. Элпи вара пӗр самантрах сӑнран улшӑнса шӑл витӗр калаҫма пуҫларӗ.
— Итле, Нарпи, асӑрхаттаратӑп сана, Юман ҫумне ан ҫулӑх. Сан валли мар вӑл. Асту, эпӗ камне пӗлетӗн пулӗ. Улӑп арӑмне итлемесессӗн, макӑрмалли те сиксе тухӗ. Ун чухне вара йӑлӑнсассӑн та каҫармӑп.
— Юман амӑшӗ тесе хӑрататӑн пуль ӗнтӗ. Ун пек тума сӑлтав ҫук. Юман маншӑн юлташ кӑна.
— Пӗлетӗп сана, чӑрсӑр ҫынна. Улӑп ҫумӗнчен те хӑпма пӗлместӗн курӑнать. Халӗ вара…
— Сан ывӑлу кирлӗ мар мана. Эпӗ урӑххине юрататӑп.
— Апла пулин те текех пӗрле ан ҫӳре. Кай кунтан, куҫӑм ан куртӑр сана.
Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, итлеме тивет. Элпи кӗҫех ку таврари чи сумлӑ хӗрарӑм пулса тӑчӗ. Унпа хирӗҫни ырри патне илсе пырас ҫук. Тавҫӑрусӑр мар вӗт-ха вӑл, Нарпи, тунсӑх туйӑмпа килнелле уттарчӗ. Каллех Алмаса аса илчӗ. Мӗн чул нумайрах кӗтетӗн, ҫавӑн чухлӗ курас килни вӑйланса пырать. Кӗтни вӑл тӗл пулнинчен те асамлӑрах самант иккен. Кӗтекен яланах шанать, лайӑххине ӑмсанать…
Ҫапла кун хыҫҫӑн кун иртсе пычӗ. Ашшӗпе пӗрле Юман та ҫар ӗҫне кӳлӗнчӗ; ытти ҫамрӑксенчен юласшӑн пулмарӗ. Элпи малтан пит кӑмӑллах марччӗ, каярах вара килӗшрӗ. Паян та ав ӑсатсах кӑларса ячӗ.