Выбрать главу

Арҫынсем тухса кайсассӑн вӑхӑт чылай та иртменччӗ, Чӗкеҫ килсе кӗчӗ. Элписӗр пуҫне урӑх никам та ҫуккине курсан хуллен калаҫӑвне пуҫларӗ.

— Элпи, пирӗн патшамӑр, ҫакӑнта килме хӑюллӑх ҫитернӗшӗн каҫар мана.

— Кам пулатӑн вара эсӗ?

— Кунтисемех эпӗ, пирӗн патшамӑр.

— Мӗнле патша пирки эсӗ? Хуҫа кунта Улӑп мар-и-ха?

— Улӑп вӑл арҫынсен патши, пирӗншӗн вара эсех ӗнтӗ. Кунта Эсрел патӗнчи пек мар, хӗрарӑм сӑмахӗ пушӑ сӑмах мар. Хӗрарӑм турхансем те пур кунта.

— Эсӗ мӗншӗн килнине пӗлеймерӗм-ха. Тен, санӑн ыйтмалли пур?

— Ҫук, ыйтмалли мар, памалли…

Чӗкеҫ хӗвӗнчен чӗркенӗ япала туртса кӑларчӗ те Элпие тыттарчӗ.

— Ку мӗн вара?

— Уҫса пӑх эсӗ.

Лешӗ чӗркеме сарса пӑхрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ. Ылтӑн укҫасем иккен.

— Ӑҫтан вара ку, кам пачӗ?

— Эсрел парса ячӗ.

— Эсрел? — хӑраса ӳкрӗ Элпи.- Ӑна ӑҫта куртӑн тата?

— Куртӑм ҫав. Вӑл мана сан пирки чылай каласа пачӗ.

— Чим-ха, кунта темле ӑнланмалла мар. Пӗлетӗп ӑна, пӗр тенкӗ те ахаль парас ҫук.

— Ҫапла. Тата ҫакна пама хушрӗ. Улӑп валли. Яшкана ярса пар та…

— Мӗскер эсӗ?! Халех тарҫӑсене чӗнетӗп акӑ, — терӗ Элпи хӑйне мӗнле хӑрушӑ япала тыттарнине сиссе.

— Лӑплан, Элпи. Сан ывӑлу валли ҫул уҫмалла. Улӑп пур чухне вӑл нихӑҫан та чӑваш патши пулаймӗ. Малтан хӑв хуҫалан, унтан Юмана пуҫлӑх ту. Улӑпа пурӑнса ҫитет ӑна. Ҫак ӗҫе тусан Эсрел айӑпсене пурне те каҫаратӑп терӗ. Асту, вӑраха яма юрамасть.

— Эх, ҫав Эсреле! Кунта та ун алли сисӗнет.

— Ытлашши ан ятлаҫ, пирӗн патшамӑр. Эпӗ мӗн хушнине турӑм. Ытти пурте санран килет. Юман пирки ан ман. Ҫамрӑккинех ҫул памалла.

Чӗлхене ӑна тепӗр чухне шухӑша пытарма тунӑ теҫҫӗ. Чӗкеҫ калаҫура Юман ятне темиҫе хут та асӑнчӗ. Элпи кӑмӑлне ҫемҫетес тесе ӗнтӗ. Хӑй вара Алмаса асра тытса пычӗ. «Ҫамрӑккине ҫул памалла», — тенӗ чухне те ҫавнах шута илчӗ. Асра пӗри — чӗлхе ҫинче тепри. Чӑн шухӑша ӑна вӑшӑл-вашӑл кӑларса хумалла мар. Пурнӑҫ вӑл ҫӑмӑлттайрах Чӗкеҫе те самаях вӗрентсе илчӗ-ха.

Алмаса хӑтарас тесе никамах та тӑрӑшманнине курсан, Чӗкеҫ хӑй кайрӗ, Эсрел патнех ҫитрӗ. Лешӗ кам та пулин пырасса кӗтнех, Чӗкеҫпе калаҫма вӑхӑт тупрӗ, хӗрарӑма тӗрӗслес тесе пуль ӗнтӗ, чӑваш тӑрӑхӗнчи ӗҫсем, Улӑп ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл кунта мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа та ҫарне вӑйлатас тӗлӗшпе ҫине тӑрсах ӗҫлет, чӑвашран илсе кайнисенчен вара вӑрҫа чи малтан кӗрсе каякансен ушкӑнне хатӗрлет.

— Ватрас арӑмӗ чирлӗ. Ҫавӑнпа та мана ячӗҫ, — пӗлтерчӗ Чӗкеҫ. — Хӑватлӑ Эсрел, чӑвашсем санран Алмаса турхана лартма ыйтаҫҫӗ, сан умри парӑма ҫитес вӑхӑтрах парса татма сӑмах параҫҫӗ.

— Эпӗ хушнине пурнӑҫа кӗртсен, эсир ыйтнине пурнӑҫлама маншӑн йывӑрах мар. Улӑпа леш тӗнчене ӑсатсан Алмаса турхана кӑна мар, пӗтӗм чӑвашсен патшине лартӑп. Улӑп сывӑ чухне Алмасӑн кунтах юлма тивет. Акӑ сире мӗн кирли, ыттине хӑвӑр пӗлӗр, — терӗ те Эсрел леш япаласене Чӗкеҫе пачӗ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем Элпи аллинче.

Ах, ҫав ылтӑна ӑна? Мӗн тутармасть пуль ҫынсене. Ырӑ ҫын аллине лексен ырӑ ӗҫе пулӑшать. Усал аллинче вара ҫын хуйхине пысӑклатать. Лайӑххипе япӑххи ылтӑн ҫумӗнче юнашарах.

Чӗкеҫ каланисем Элпие самаях шухӑша ячӗҫ, манас тесен те вӑхӑтран-вӑхӑта аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Ҫитменнине тата Улӑп юратӑвӗ ытларах ывӑлӗ ҫине ӳкрӗ. Пӗрмаях пӗрле, килте те нушана кӗрсе ӳкнӗ халӑха ҫӑласси пирки калаҫаҫҫӗ, кашни кунах вӑрҫӑ вӑййи мӗнле иртнине сӳтсе яваҫҫӗ, асӑрханӑ йӑнӑшсене тепӗр кунне тӳрлетме калаҫса татӑлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек килӗшӳллӗ лару-тӑрушӑн Элпи малтанхи вӑхӑтра самаях савӑнатчӗ. Ашшӗпе ывӑлӗ калаҫнине айккинчен пӑхса тӑрса киленетчӗ. Халӗ вара аплах мар, килнӗренпе те Улӑп ытамӗнче пулса курманни канӑҫ памасть ӑна. Чун туртать, юн вылять, Улӑп вара хӑй юратӑвне палӑртмасть… Ватӑлма пуҫларӗ-ши е ҫар ӗҫне пула вӑхӑтлӑха арҫын тивӗҫне пурнӑҫлама манчӗ-ши? Эсрел ун пек марччӗ, Элпие асӑрхамасӑр иртсе каймастчӗ.

«Патша» сӑмах вӑл такама та илӗртет. Тепӗр тесен тата ҫак чаплӑ ята илтме Элпин те май пур вӗт-ха. Тулли пурнӑҫпа пурӑнса курас та кайран ҫак ята Юмана парас. Патша амӑшӗ пулни те хисеплӗ. «Ҫук, васкамалла мар, — чарчӗ хӑйне Элпи. — Малтан Эсреле ҫапса ҫӗмӗртӗр-ха. Унсӑрӑн кайран каллех лешӗн куҫӗнчен пӑхма тивет, хырҫӑ тӳлесси те пӑрахӑҫа тухас ҫук. Эсрел вӑл чее, эпӗ вара унтан та чеерех пулма тӑрӑшӑп. Курӑпӑрха унта кам ҫиеле тухнине». Ҫак ӗмӗтпе хавхаланчӗ, ҫак шухӑшпа кӑштах лӑпланчӗ чӑваш тӑрӑхне аякран килнӗ хӗрарӑм…

ХII

Вӑрттӑн сӑнаса тӑракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, Эсрел хӑй ҫарне хуларан илсе тухса ятарласа тунӑ ӳплесенче тытать иккен, вӑрҫӑ вӑййисем ирттерет. Ҫапӑҫу ҫӑмӑлах пулас ҫуккине чухлать вӑл, апла пулин те хӑй ҫыннисене шанать. Ку таранччен ун ҫулне пӳлекен ҫар пулманччӗха. Ахальтен мар ӗнтӗ таврари вуншар халӑх ӑна хырҫӑ тӳлесе пурӑнать. Эсрел паян нихҫанхинчен те пуян. Тин ҫеҫ, ав, хӑйӗн валли питӗ капмар кермен лартрӗ. Лашапа тӗве кӗтӗвӗсен шутне вара шутласа та пӗтереймӗн. Ҫапах та Эсрелӗн чунӗ халичченхи пекех лӑпкӑ мар. Енчен те хырҫӑ тӳлекен халӑхсем Улӑпа пулӑшма тытӑнсан?… Килӗшӳллӗн пурӑнас тесе элчӗсем те ярса пӑхнӑччӗ ӗнтӗ, Улӑп йышӑнмарӗ…