— Упапа ҫапӑҫнӑ чухне суранланнӑ теҫҫӗ. Упа Микки тесен пӗлмен ҫын та ҫук. Хам та хӑраттӑмччӗ унран.
— Текех хӑрама кирлӗ мар ӗнтӗ, иксӗр те мана пулӑшакансен шутӗнче. Анчах пӗр япалана асра тыт: мӗн курни, мӗн илтни ҫак килтен тухмалла мар.
— Ӑнланатӑп, Элпи патшамӑр.
— Апла ӑҫта-ха санӑн сӑру? Паянхи куна паллӑ тӑвар.
Чӑвашра сӑра тума пӗлмен хӗрарӑм ҫук. Ӑсталӑхӗ вара ӑруран ӑрӑва куҫса пырать. Ку таранччен Чӗкеҫ сӑрине те никам та хурламанччӗ-ха. Элпи те килӗштерет.
Лайӑх сӑра ытларах ӗҫсен пуҫа аванах пырать, сисӗмтуйӑма та вылятать. Ку сӑрана вара, тутлӑлантӑр тесе, кӑштах пыл та янӑччӗ. Те ҫавӑнпа ӗнтӗ хӗрарӑмсем чӗлхисене ирӗке ячӗҫ.
— Элпи, кала-ха, сана Эсрелпе пурӑннӑ теҫҫӗ. Ҫак сӑмах тӗрӗсех-и?
— Кам калать?! — тарӑхса кайрӗ Улӑп арӑмӗ. — Чӗлхине касса тататӑп!
— Сӑмахӗ сарӑлнӑ ӗнтӗ, пуринне те касса татаймӑн. Пӗринне, ав, хӑвна сыхлаканнинне, унчченех каснӑччӗ. Эсӗ мана Улӑппа савӑшнине каласа пар-ха. Ӑҫта авса антарчӗ? Мӗнле чӑтрӑн? Йывӑр пулмарӗ-и? — кулса илчӗ самаях ӳсӗрӗлнӗ Чӗкеҫ. — Тепӗр тесен, хӗрарӑм темле арҫынна та чӑтать вӑл. Хам пӗлетӗп. Капан айӗнче шӑши вилмест теҫҫӗ вӗт.
— Улӑп пурришӗн сирӗн пурин те мана тав тумалла. Ун сывлӑхне эпӗ сыхласа пурӑннӑ, вилесрен те эпӗ ҫӑлнӑ.
— Кунта вара Нарпи вӑратса илсе килнӗ теҫҫӗ.
— Ҫук, суять вӑл. Ҫаврӑнса килтӗр-ха, эп ӑна…
— Ҫук ӗнтӗ, Улӑп пур чухне эсӗ ӑна нимех те тӑваяс ҫук. Чӑн-чӑн патшана ларсан вара хӑвӑн ирӗк, мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна ту. Чим-ха, мӗншӗн пӗр ачапах ҫырлахнӑ вара эсир? Мӗн, Улӑп юратайми пулчӗ-им?
— Чӗкеҫ, чарӑн-ха, чӗремри сурана ан хускат. Атя, тепрер курка ӗҫер те…
Элпи чаплӑ пукан ҫине вырнаҫса ларчӗ те хушусем тума тытӑнчӗ. Малтан юрласа пама ыйтрӗ. Юрласси вӑл Чӗкеҫшӗн нимех те мар, халӗ — пушшех. «Ӑҫта каян, Чӗкеҫ, ҫумӑр витӗр…» — шӑрантарчӗ вӑл аллипе сулкалашсах.
— Халӗ вара ташласа кӑтарт, — терӗ вӑхӑтлӑх патша.
— Ташлама… Пӗччен пит меллех мар ҫав.
— Кама та пулсан чӗн, эппин.
Чӗкеҫ алӑк уҫса пӑхрӗ те чӗлхесӗр Ишетере чӗнсе кӗртрӗ, пӗрле ташлама сӗнчӗ. Лешӗ тӗлӗннипе кӑнн пӑхса илчӗ те ӑнланма йывӑр сӑмахсем персе ячӗ. Чӗкеҫ вӑл те чӑннине калать, те кӑштах куласшӑн, ӑҫтан пӗлӗн-ха.
— Атя, Ишетер, Элпи патшамӑра чӑваш ташши ташласа кӑтартар, — терӗ те Чӗкеҫ вӑйпитти арҫынна аллинчен пырса туртрӗ. Лешӗ тухасшӑн мар турткаланчӗ.
— Малтан сӑра ярса пар-ха ӑна, — хушрӗ Элпи.
Пыллӑ сӑра куркине пушатсан Ишетер кӑмӑлӗ кӑштах улшӑнчӗ, иккӗмӗш курка хыҫҫӑн вара куҫӗ те савӑнӑҫлӑрах ҫиҫме пуҫларӗ. Халӗ ӗнтӗ ташлама та юрать. Чӗкеҫ ташӑ хусканӑвӗсем туса Ишетер умне ҫывхарчӗ те ура тапрӗ. Лешӗ ташша тухрӗ. Маттур иккен вӑл, ташӑ ӑсти темелле.
— Эсӗ алӑ ҫуп-ха, — хушрӗ Элпие Чӗкеҫ хӑй ҫупса кӑтартса. — Ун пек ташлама ҫӑмӑлрах.
Элпи пукан ҫинчен тӑрсах алӑ ҫупрӗ. Лешсем вара самаях сикрӗҫ, хашкана еричченех.
— Ну, ҫитӗ. Халӗ канма вӑхӑт, — терӗ Элпи.
Лешсем хӑвӑрт тухса кайрӗҫ. Элпи каллех пукан ҫине пырса ларчӗ, шухӑша путрӗ-ши е кӑштах канса илчӗ — пӗлме ҫук.
Тӗксӗм пӳлӗме сасартӑк ҫиҫӗм ҫути сӑрхӑнса кӗчӗ. Чылай инҫетрен. Аслати сасси кунталла аран-аран кӑна ҫитет. Ҫапах пӗччен шиклентерет. Элпи алӑк уҫрӗ те кӑшкӑрчӗ:
— Эй! Хӑшӗ пур унта? Мӗншӗн халӗ те ҫурта ҫутмастӑр?!
Ҫутнӑ ҫуртана Ишетер илсе кӗчӗ те вырнаҫтарса лартрӗ. Тухма тесе алӑк патнелле ҫывхарнӑччӗ ӗнтӗ, Элпи сӑмахӗ чарчӗ.
— Ишетер, кил-ха кунтарах, ӗҫсе пар, — терӗ вӑл куркана сӑра тултарса. — Хӑвӑн тивӗҫне лайӑх туса пынӑшӑн хӑналам.
Кӑштах именсе тӑнӑ хыҫҫӑн лешӗ сӑра куркине тытрӗ.
— Ӗҫ, ӗҫ, хӑраса ан тӑр. Хамӑн та ӗҫес кӑмӑл пурха, анчах пӗччен меллех мар.
Элпи хӑй валли те тултарчӗ. Ӗҫрӗҫ.
— Эх, Ишетер, пӗлесчӗ сан пӗччен мӗнле тунсӑххине. Паҫӑр пӑхса лартӑм та тӗлӗнтӗм, савӑнӑҫ ҫынна пачах урӑхла кӑтартать иккен. Эпӗ сана пачах та ун пек тесе шутламан.
Ишетер темӗскер каларӗ-ха, анчах «сана», «патша» сӑмахсем евӗрлӗ илтӗннисӗр пуҫне урӑх тавҫӑрса илме ҫук. Элпи арҫын патне ҫывхарчӗ те хӗрхеннӗ пек туса хулпуҫҫийӗнчен сӑтӑрса илчӗ. Лешӗ хӑранипе айккинерех кайса тӑчӗ.
— Ан хӑра, кунта эпир иксӗмӗр кӑна, — терӗ Элпи. — Кил, кӑштах ачашлам сана.
Ишетер кунта мӗн пулса иртнине тавҫӑрса иличчен хӑюлланса ҫитнӗ хӗрарӑм хӑй хуралҫине чуптуса илчӗ те вырӑн ҫине тӗллесе кӑтартрӗ. Лешӗ килӗшмесӗр аллипе сулкалашрӗ. Хӗрсе кайнӑ Элпи нухайкка ярса тытрӗ те Ишетере ҫурӑм тӑрӑх темиҫе хутчен туртса илчӗ. Аптранӑ арҫын аттине хыврӗ те вырӑн патнелле утрӗ. Ҫурта сӳнчӗ…
Хӗрӗнкӗ пуҫ тунӑ йӑнӑша урӑ пуҫӑн тӳрлетме тивет. Ирех вӑраннӑ Элпин те шухӑшламалли ҫук мар. Харлаттарсах ҫывӑракан Ишетер кунта мӗн пулса иртнине ҫынсене пӗлтерсен? Йӗркеллӗ калаҫаймасть та, анчах алли пур вӗт. Арҫынсен вӗсен пӗр-пӗрин умӗнче мухтанас йӑла та пур. Ҫук, сӑмах халӑх ҫине ан тухтӑр. «Леш, Чӗкеҫ панӑ «кучченеҫ» мӗнлерех ӗҫлет-ши?» — ҫиҫсе илчӗ шухӑш ултавҫӑ хӗрарӑм пуҫӗнче. Куркана сӑра тултарчӗ те мӗн кирлине сапрӗ, Ишетере вӑратрӗ. Лешӗ хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те тумланчӗ.