Выбрать главу

— Ҫакна ӗҫсе пар та кӳлӗрен шыв ӑсса кил-ха, — сӗнчӗ Элпи.

Ишетер васкаса тула тухрӗ. Ҫутӑлма пуҫланӑ, анчах ҫынсем тутлӑ ыйхӑпах ҫывӑраҫҫӗ-ха. Унта-кунта йытӑ вӗрни, автан авӑтни кӑна шӑплӑха хускатать. Патша майри ытамӗнче ҫӗр каҫнӑ арҫын икӗ витре илчӗ те кӳлӗ хӗрне васкарӗ. Ҫыран хӗрне ҫитсе тӑнӑччӗ кӑна, Ишетер хӑйне япӑхрах туйма пуҫларӗ, хӑсас килчӗ, куҫ та тӗтреллӗ кӑтартать иккен, пӗрле пынӑ йытӑ та темиҫен курӑнать. Акӑ, вӑл пӗтӗм вӑйне пухса пӗр витрипе шыв ӑсса илчӗ те чӗркуҫленсе ларса ӗҫме пикенчӗ. Пӗрик ҫӑвар сыпнӑ хыҫҫӑн хӑсса ячӗ те курӑк ҫине тӳнсе кайса йӑваланма пуҫларӗ, кӳлле кӗрсе ӳкрӗ. Тухас тесе тапалашрӗ, анчах тӑнне ҫухатрӗ…

Кӑшт вӑхӑт иртсен Элпи тухса пӑхрӗ. Ишетер курӑнмарӗ. Каялла кӗчӗ те тӗкӗр тытса хӑй ҫине урлӑ та тӑрӑх пӑхкаласа илчӗ. Сӑра чӗресне айккинерех кайса лартрӗ, арҫынпа ҫӗр каҫнӑ вырӑна тепӗр хут тӳрлетрӗ. Шӑп ҫав самантра Чӗкеҫ чупса кӗчӗ.

— Элпи патшамӑр! Чӗлхесӗр Ишетер вилнӗ, шыв ӑсма кайнӑ та кӳлле кӗрсе ӳкнӗ. Хӗрринчех выртать. Мӗншӗн тухайман-ши вара вӑл?

— Ӳсӗрпе ӗнтӗ. Нивушлӗ кунта ӗҫнипех тӳнсе кайнӑ вара вӑл? Таҫтан тупса ӗҫнӗ? Ӗҫме те пӗлмелле иккен. Мӑчавӑра калӑр, пытарассине йӗркелетӗр.

— Ун пирки калӑп-ха, анчах пӗр япала тӗлӗнтерет.

— Мӗн тата?

— Юнашарах йытӑ вилли выртать. Ҫакӑ вара тарӑн шухӑша ярать. Ӑш-чик питӗ пӑтраннипе Ишетер хӑсса пӗтнӗ курӑнать. Йытти вара ҫав хӑсӑка ҫинипе кӑнса выртнӑ-ши?

— Мӗскер калаҫан эсӗ? — чӗтренсе илчӗ Элпи ҫак сӑмахсене илтсен. Чӗкеҫ шухӑшӗ ӑҫталла пӑрӑннине чухларӗ вӑл. Лешӗ вара шӑтарас пек пӑхса тӑрать, Элпи хӑйне мӗнле тыткаланине сӑнать.

«Чухлать, шуйттан хӗрарӑмӗ. Мӗнле пӑхать вӑл. Сӑмахсӑрах айӑплать».

— Каланӑ сана мӑчавӑр патне кай тесе. Тата… Ак сана укҫа. Лайӑхрах тумлан. Патша килӗнче вӗт-ха эсӗ.

Чӗкеҫ укҫашӑн тав турӗ те хӑвӑрт тухса утрӗ. Ку вара шухӑша кайса алӑкӑн-тӗпелӗн уткаласа ҫӳрерӗ. Унӑн аллинче питӗ хаяр япала иккен. Тӗрӗслесе пӑхни пулчӗ ӗнтӗ ҫакӑ. Кун пек хӑват такама та ҫапса ӳкерӗ.

Кӗҫех уксах Микка персе ҫитрӗ, кӗнӗ-кӗменех сӑмахне пуҫларӗ:

— Ӗҫсем япӑх, Элпи патшамӑр.

— Мӗскер тата? Вӑрҫӑран япӑх хыпарсем килмерӗҫ-и?

— Ҫук, ҫук. Сана сыхлакан Ишетере такам вӗлернӗ те шыва пӑрахнӑ теҫҫӗ. Хӑй тӗллӗн шыва сикес ҫук вӑл. Усал вӑйсем алхасма пуҫларӗҫ курӑнать. Санӑн та сыхлануллӑрах пулмалла. Ахальтен хурала вӗлермен ӗнтӗ. Калама лайӑх мар та, сан патна кӗрес текенсене чарнӑран мар-ши?

— Ун пекех ан хӑрат-ха эсӗ. Ахаль те ӑш вӑркать. Юман та, Улӑп та инҫе.

— Ӑшне ӑна пусарӑпӑр-ха, усал вӑйсем алхасма пуҫлани хӑратать. Хурал ӗҫне хам ҫине илмелле мар-ши?

— Юрать. Кермен пирки ан ман тата.

— Ҫук ӗнтӗ, ӗҫре харсӑррисене паянах пухатӑп.

Ҫапла калаҫкаласа килкартине тухрӗҫ, Микка урапи ҫине ларчӗ те вӗҫтерчӗ, Элпи ҫӗвӗҫсем патне кӗчӗ…

ХIII

Кӑштах пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса Алмас шӑхличне илчӗ те пахчана тухрӗ. Ҫак асамлӑ япалана курсан леш усал йытӑ та лӑпланать. Халӗ те ав Алмас шӑхличе тути патне тытасса кӗтет, хӳрине вылятса илчӗ. Каллех хурлӑхлӑ кӗвӗ шӑранчӗ.

Сасартӑк ҫӳллӗ хӳмене урам енчен шаккарӗҫ. Кӗвӗ ытамне кӗрсе ӳкнӗ ҫыншӑн ҫакӑ вӑл шарт! сиктерекен япалах. Чун ҫемӗҫсе ҫитнӗ самант вӗт-ха вӑл. Ун пек чухне кашӑк-чашӑк сасси те, ҫын калаҫни те чӗрене касать. Темшӗн ҫакна ӑнланмаҫҫӗ-ҫке, пакӑлтатаҫҫӗ те пакӑлтатаҫҫӗ. Кусем вара хӳмене кӗрӗслеттереҫҫӗ.

— Алмас! Улӑп вӑраннӑ! Улӑп вӑраннӑ…

Кун пек хыпаршӑн кам пӑшӑрхантӑр? Савӑнӑҫлӑ кӗвӗ каламалли кӑна юлать. Улӑп вӑраннӑ… Миҫе ҫул кӗтнӗ ҫакна чӑвашсем!

Алмаса тепӗр куннех Эсрел патне чӗнсе кайрӗҫ. Патша керменӗ патӗнче Озал кӗтсе тӑрать. Ҫурчӗ вара, чӑнах та, юмахри пекех: йӗри-тавра чечек, шалта кавир, паха савӑт-сапа… Питӗ тимлӗ сыхлаҫҫӗ курӑнать, ӑҫта пынӑ унта сӑнӑ тытнӑ тӗреклӗ арҫынсем тӑраҫҫӗ. Акӑ, Озал пӗр пысӑк алӑка уҫрӗ те Алмаса кӗме сӗнчӗ. Кӗчӗҫ. Ятарласа ҫӳлӗлетнӗ вырӑнта, питӗ паха пукан ҫинче, Эсрел ларать. Тумӗ хӗвел пек йӑлкӑшать, ылтӑн нумайран ӗнтӗ. Кусем кӗрсенех Эсрел ура ҫине тӑчӗ.

— Чӗркуҫлен часрах, — шӑппӑн хушрӗ Озал. Хӑй вара пуҫне усрӗ.

Тӗреклӗ Эсрел пӗр-ик утӑм тусанах Алмасӑн ура вӑйӗ чакнӑ пек туйӑнчӗ, хӑй сисмесӗрех чӗркуҫленсе ларчӗ.