Выбрать главу

— Тӑр, тӑр, — терӗ хулӑн сасӑпа Эсрел. — Ав мӗнлескер иккен вӑл Ватрас ывӑлӗ. Мӗн ятлӑ терӗҫ-ха?

— Алмас, — каларӗ хӑй ятне ҫамрӑк турхан ура ҫине тӑрса.

— Эсӗ кайса пӑх-ха, мӗнлерех хатӗрленеҫҫӗ унта?- хушрӗ Эсрел Озала. — Кайран лере васка. Эпир те кӗҫех ҫитӗпӗр.

Лешӗ пуҫне тайса илчӗ те кутӑн чакса пырса тухрӗ. Алмас ҫакна пӗтӗмпех асӑрхарӗ. Апла Эсрел ҫывӑхӗнче ҫурӑмпа тӑма юрамасть. Ку ҫеҫ те мар-ха, ҫак хӑватлӑ ҫын хӑйпе калаҫакана витӗр пӑхса пӑталасах лартать иккен, куҫне илмесӗр калаҫать.

— Алмас, сан пирки элчӗсем килсе кайрӗҫ, сана турхана лартма ыйтаҫҫӗ.

— Атте хушнипе-и вара? Е хӑй те пӗрлеччӗ-и? Мӗншӗн ман пата пырса каймарӗ вара вӑл?

— Алмас, ывӑлӑм, аҫу сан текех ҫук ӗнтӗ, вилнӗ вӑл, пытарнӑ ӑна.

— Ӗненместӗп, ӗненместӗп ҫакна, — терӗ Алмас макӑрас пек сасӑпа.

— Тӗрӗссине калатӑп. Манӑн унта шанчӑклӑ ҫынсем пур, хыпарсене пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.

Кун пек хыпар хыҫҫӑн ӑҫтан чӑтса тӑрӑн-ха, куҫҫулӗ хӑй ҫулне тупатех. Ҫапах та Алмас хӑйне ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ. Эсрел умӗнче макӑрса тӑни тӑшманшӑн савӑнӑҫ кӑна. Макӑрса тӑшмана савӑнтарас мар-ха.

— Ытлашши ан хуҫӑл, текех аҫу вырӑнне хам пулӑп, — терӗ Эсрел Алмаса тӗреклӗ аллипе ҫурӑмӗнчен лӑпкаса. — Сана пӑрахмӑп.

— Ыр сӑмахшӑн тавах та… Ман вара халь мӗн тумалла, киле каймалла-и? Турхан туйи кам аллинче вара?

— Сана эпӗ аҫу вырӑнне лартасшӑнччӗ, анчах ҫулу ҫинче тепӗр тӑшман тупӑнчӗ. Турхан туйи халӗ Улӑп аллинче, пӗтӗм халӑх умӗнче мӑчавӑр тыттарчӗ тет. Ку ҫеҫ те мар-ха, ҫав чӑрсӑр Улӑп турхансене пӗтерсе пӗртен пӗр пуҫлӑха — чӑваш патшине тухасшӑн тет. Манӑн шухӑшӑм вара пачах урӑхла: чӑваш патши санӑн пулмалла. Ватрас ывӑлӗ вӗт-ха эсӗ, турхан йӑхӗнчен. Сан ҫулна уҫас тесессӗн пирӗн иксӗмӗрӗн туслӑ пурӑнмалла, Улӑппа та пӗрле кӗрешмелле. Патша пуканне ӑна вӑйпа ҫӗнсе илмелле.

Ҫамрӑк турханӑн мӗн каламалла-ха ӗнтӗ? Тавҫӑрса илме те хӗн. Капашсӑр пысӑк шухӑшсем капланса килчӗҫ, пуҫра уҫӑмлӑх ҫук. Ҫӗнсе илме те вӑй ҫитмест. Пурте кӗтмен ҫӗртен вӗт-ха. Ҫамрӑк пуҫӑн ӑҫта кайса кӗмелле, мӗнле хурав памалла, мӗнле тусассӑн тӗрӗс? Никампа калаҫса пӑхма та ҫук, ашшӗ те ҫук…

— Ну ҫитӗ, кайса апатланар-ха. Паян эсӗ манӑн сумлӑ хӑна. Кун каҫиччен калаҫмалӑх пур-ха.

Эсрел алӑ ҫупса сас турӗ те юнашар пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ, кӗтсе илекен арҫын курӑнчӗ, сӑмсана тутлӑ апат шӑрши кӑтӑкласа илчӗ. Чӑнах та, самай пысӑк пӳлӗмре сӗтел авӑнас пек апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ, мӗн кӑна ҫук. Кун пек сӗтеле ҫамрӑк турхан пӗрремӗш хут курать.

Тем тесен те чӑваш йӑли ҫапларах ҫав: апат ҫиессине пит пысӑк вырӑнах хумасть, тепӗр чухне кӑшт-кашт ҫырткаланипех ҫырлахать. Алмас чухӑн килте ӳсмен-ха ӗнтӗ, ҫӑкӑр-тӑвар ҫителӗклӗччӗ, ҫапах та кунти пек мар. Нивушлӗ вара Эсрелӗн сӗтелӗ кашни кунах ҫакӑн пек? Тен, чӑнах та ҫамрӑк турхана сума суса хатӗрленӗ ҫакна?

Вырнаҫса ларсанах Эсрел ылтӑнпа илемлетнӗ кӑкшӑмран кӗмӗл куркана сыпмалли ячӗ те пӗрле тумалли ӗҫсемшӗн тесе пушатрӗ. Алмасӑн та ӗҫмеллех ӗнтӗ, хӑйне ҫитӗннӗ арҫын пек тытмалла. Тутлӑ шерпет иккен, ӗҫме ҫӑмӑл. Шерпет тути — пыл тути тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Алмас хӑйне асӑрхануллӑ тытма тӑрӑшрӗ, Эсрел хӑш ҫимӗҫ хыҫҫӑн хӑшне ҫинине сӑнаса пырса апатланчӗ. Урам урлӑ каҫсанах урӑхла йӗрке теҫҫӗ вӗт. Кунта вара урам урлӑ каҫни ҫеҫ мар, пач урӑхла тӗнче. Арҫынсем ӗҫсе-ҫинӗ ҫӗрте пӗр хӗрарӑм та ҫук. Ҫимӗҫ йӑтса кӗрекенӗ те арҫын.

Сыпкаланӑ хыҫҫӑн Эсрел чӗлхи чаракне ҫухатрӗ, самаях мухтанчӗ. Мӗн кӑна ҫук иккен хӑйне тӗнче пуҫлӑхӗ тесе шутлакан Эсрелӗн, каласа та пӗтереес ҫук. Чи чапли вара темиҫе пинрен тӑракан ҫарӗ, паян тесен паян Улӑпа ҫапса ҫӗмӗрме хатӗрскер.

Эсрел аллине ҫупса илчӗ, пӳлӗме аллине хӑнкӑрмаллӑ пӗчӗк параппан тытнӑ хӗрарӑм чупса кӗчӗ те ташша пуҫӑнчӗ. Вӑрӑм йӗмпе, ҫинҫе пилӗкӗ уҫах, кӑвапи те курӑнать. Хура куҫӗсем пӗрре Эсрел ҫине, тепре Алмас ҫине питӗ илӗртӳллӗн пӑха-пӑха илеҫҫӗ. Чаплӑ кавир ҫинче ҫаруран ҫӗлен пек явӑна-явӑна ташлать. Пилӗкне вылятса илнӗ чухне хӑв ӑҫта ларнине те манса кайӑн.

— Ну, мӗнле, килӗшет-и? — ыйтрӗ Эсрел ҫамрӑк ҫын куҫ илмесӗр пӑхса ларнине асӑрхаса. — Кала, именсе ан тӑр. Енчен те унпала уйрӑм вырӑнта выляса пӑхас тесен, нимӗнле чару та ҫук. Хӑнан кунта хӑйне ирӗклӗ туймалла.

Ак чӗмере, ташлакан хӗрарӑм Алмас патне вӗтӗ утӑмсем туса чупса пычӗ те алӑран тытса тӑратрӗ, хӑй патнелле туртрӗ. Мӗн амакӗ вара ку? Ура вӑйӗ таҫта кайса кӗнӗ, шӑнӑрсем те ҫемӗҫнӗ. Нивушлӗ шерпет ҫапла тӑвать? Алмас аллине карт! туртса илчӗ те хӑй вырӑнне ларчӗ. Лешне вара Эсрел хӑй патне чӗнсе илчӗ те шерпетпе хӑналарӗ. Хӗрарӑм питӗ вӗттӗн чупса тухса кайрӗ.