Выбрать главу

— Ура пачах та итлемест, — терӗ Алмас.

— Нумая пымасть вӑл, иртсе каять. Халӗ вара хам хӗрӗмсене кӑтартам. Ольган-ханума кала-ха, чӗнсе килтӗр, — хушрӗ хуҫа айккинче тӑракан арҫынна, — Чӑваш патшине тивӗҫлӗскерсем вӗсем. Суйла. Вӑхӑт ҫитсен тӗнчипе паллӑ туй туса ирттерӗпӗр.

Алӑк уҫӑлчӗ те тӑваттӑн кӗрсе тӑчӗҫ.

— Иртӗр, иртӗр, ман ҫамрӑк тусӑмпа паллашӑр. Ольган-ханум, кунтарах килсе тӑр-ха.

Ак тамаша, ханум текенни Ольга иккен. Вӑл та Алмаса тӳрех палласа илчӗ, утса пынӑҫемӗн пичӗ мӑкӑнь чечекӗ пек курӑнма пуҫларӗ. Именет ӗнтӗ. Ольга Эсрел патне пычӗ те питӗнчен чуп туса илчӗ, унтан — хӗрӗсем.

— Ольган-ханум, ячӗсене каласа тух-ха.

— Ку — Зангиджа, ку — Туркан, ку — Роксана, — паллаштарчӗ Ольга.

— Ку вара чӑвашсен пулас патши Алмас турхан.

Хӗрсем Алмас умне пӗрерӗн пырса пит-куҫне кӑтартса йӑл кулса илчӗҫ те пӗр сӑмах чӗнмесӗр чакса тӑчӗҫ. Пурте вӑрӑм тумпа, алли-ури пачах та курӑнмасть. Сӑнран вара самай илемлӗскерсем. Пӗри, Роксана ятли, тӳрех Нарпие аса илтерчӗ. Мӗн тӑвӑн-ха, тӗрлӗ ҫӗрте ҫуралсан та пӗрпеклӗх тупӑнать. Тумӗсем пирки каламӑпӑр та ӗнтӗ. Чи капӑрри вара Ольгӑн. Ҫамрӑк арӑмӑн та ун пек пулмасан тата? Эсрелӗн вӗт.

«Ахалех тӑрӑшатӑр. Ман пуҫра халь пачах урӑххи. Мӗншӗн алӑ вырӑнне ҫунат мар-ши? Килелле вӗҫӗттӗм те кайӑттӑм». Сан хӗрӳсем кирлӗ мар теес патнех ҫитнӗччӗ, ҫапах та Алмас хӑйне алла илчӗ. Тыткӑнра вӗт. Хуҫаран иртейместӗн. Паян капла та, ыран темле-ха… Тен, ҫавна шута илсех ҫамрӑк турхан чӗрре кӗме шутламарӗ, хӑна йӑлине пӑсмарӗ, ҫӑкӑр-тӑваршӑн тав турӗ те ура ҫине тӑчӗ. Хӗрарӑмсем тухса кайсанах Эсрел алӑ ҫупса леш арҫынна чӗнсе илчӗ те Алмаса урӑх тум тӑхӑнтарма хушрӗ. Тепӗр пӳлӗме куҫма тиврӗ. Ҫамрӑк турхан валли ҫар ҫыннин тумне хатӗрленӗ иккен.

— Ку мӗн тума тата? — ыйтрӗ тӳрех Алмас тӗлӗннине пытармасӑр.

— Ҫарӑҫсем патне кайма ӗнтӗ, — хуравларӗ ку ҫинҫе сасӑпа.

«Мӗнле арҫынсем вара кунта, пур ҫӗрте те хӗрарӑм сассипе калаҫаканскерсем», — шутласа илчӗ Алмас. Ӑҫтан пӗлтӗр-ха ӗнтӗ вӑл кунти хуҫалӑха тытса пынӑ ҫӗрте евнухсем, урӑхла каласассӑн, кастарнӑ арҫынсем ӗҫленине? Темиҫе арӑмлӑ хуҫа ун пек шанчӑклӑрах туять хӑйне.

Алмас тухнӑ ҫӗре Эсрел пысӑк кӳме патӗнче тӑрать. Юнашар — юланутлӑ хурал. Малтан турхан хӑпарса ларчӗ, унтан — Эсрел. Иккӗшӗ те йывӑр, кӳме тӗнӗлӗ авӑннӑ пекех туйӑнса кайрӗ. Кӗҫех хускалчӗҫ. Акӑ вӗсем хуларан тухрӗҫ, ку хутӗнче ҫурҫӗр енчи хапхаран. «Апла кунта тӑватӑ енче тӑватӑ хапха иккен», — шутларӗ Алмас унччен ҫӳренисене аса илсе. Тӑпра купалакансем те йышлах мар, хула хӳмине туса пӗтернӗпе пӗрех. Кӑштах кайсан юртӑсем, ӳплесем, сӑнӑ тытнӑ ҫынсем курӑнма пуҫларӗҫ. Вӑрҫӑ вӑййи пырать иккен. Кусене вара Озал кӗтсе тӑрать. Эсрелпе Алмас хӳмерен тухсанах ҫарӑҫсем пурте чӗркуҫленсе ларчӗҫ. Хуҫа аллине ҫӗклесенех сӑрнай сасӑ пачӗ, каллех вӑрҫӑ вӑййи тапранса кайрӗ.

— Лешсем ӑҫта тата? — ыйтрӗ Эсрел хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннинчен.

— Ҫав йывӑҫсем патӗнче, — терӗ Озал айккинелле тӗллесе кӑтартса.

— Чи тӗреклӗ чӑвашсене суйласа илсе уйрӑм ҫар турӑмӑр, — пӗлтерчӗ Эсрел. — Эсӗ вара, Алмас, вӗсен ертӳҫи пулатӑн.

Ак тӗнче! Сӑнӑ тыттарнӑ чӑвашсем ретӗн-ретӗн тӑрса тухнӑ та пӗрре выртаҫҫӗ, тепре сиксе тӑрса малалла чупаҫҫӗ. Кӑшкӑрса ятлаҫни те илтӗнет, чӑваш чӗрине касакан сӑмахсем те лӑк тулли.

Эсреле курсан чарӑнчӗҫ те ушкӑнсене пайланса ретпе тӑрса тухрӗҫ. Асли чупса пырса вӗрентӳ мӗнлерех пынине пӗлтерчӗ. Хӑш-пӗрисем итлесшӗн мар.

— Каланӑ сире ун пек чухне пурин умӗнче вӗрентсе илмелле тесе! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Озал. — Итлеменнисене сӑнӑпа тирӗнтерсе ҫӗклӗр…

— Ҫак ҫарӑҫсене сана шанса паратӑп. Ҫапӑҫма вӗрентессине ыттисем те тӑвӗҫ, эсӗ вара ытларах сӑмахпа ӗҫле, хӑв майлӑ ҫавӑрса Улӑпа хирӗҫ ҫӗкле, — хушса хӑварчӗ Эсрел. Озал кунтах юлчӗ, ыттисене ҫар пуҫлӑхӗпе паллаштарчӗ, кайран ӑна ҫарӑҫсем выртса тӑракан юртӑсене кӑтартса ҫӳрерӗ. Алмас валли уйрӑм юрта хатӗрленӗ иккен. Паянтан уншӑн ҫарӑҫ пурнӑҫӗ пуҫланчӗ…

Алмаса пӗр шухӑш канӑҫ памасть: мӗншӗн-ха чӑвашсем унпала калаҫасшӑн мар, пӗри те сӑмах чӗнмест. Мӗне пӗлтерет ку? Чӗлхесӗр мар вӗт-ха вӗсем. Ҫапах та шухӑшлакан пуҫ шыраса тупатех. Тен, хӑйсен ертӳҫисенчен, вунпӳсемпе ҫӗрпӳсенчен хӑраҫҫӗ вӗсем? Лешсем пурте Эсрел ҫыннисем вӗт-ха, вӗсен хаярлӑхне ҫамрӑк турхан пӗрремӗш кунах курнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫарӑҫсем хӑйсене капкӑнри пекех туяҫҫӗ.

Акӑ, Алмас ыттисенчен айккинерех канма ларнӑ ушкӑн патне пычӗ те аслине шӑппӑн темӗнле ӗҫ хушрӗ. Лешӗ апат пӗҫерекенсем патне утрӗ.

— Мӗнле пурӑнатӑр, мӗнле ыйтусем пур? — ыйтрӗ чӑвашлах ҫар пуҫлӑхӗ.

Ҫарӑҫсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, куҫсем те урӑхларах йӑлкӑшма пуҫларӗҫ.