Выбрать главу

— Каҫар, Павел, — сасартӑк унӑн хулӗнчен сӗртӗнчӗ тимӗрҫӗ Петӗр. — Пире малтан Прыгунов паян сана ӗҫрен кӑлӑрмасан, ӑна судах паратӑп терӗ те… Эп ӗнентӗм.

— Тупнӑ калаҫмалли, — пӳлчӗ ӑна Павел. — Эпӗ сана ҫилленместӗп. Этем йӑнӑшсан, кайран ӑслӑрах пулать.

— йӑнӑшрӑн ҫав, Павел. Колхозниксем те ҫилленнӗ. Павел хӑй шухӑшласа кӑларнӑ плугӗпе сухаласа пирӗн выльӑхсене ҫеремсӗр тӑратса хӑварчӗ, теҫҫӗ. Ӑна мӗн, унӑн чӑх та ҫук, тесе пуплеҫҫӗ, — Павел шухӑшне урӑхла ӑнланчӗ тимӗрҫӗ.

— Эх, Петрушка, юлатӑн эс пурнӑҫран. Тухса кур хӑть пӗрре уя. Кам тӗрӗсне хӑвах ӑнланатӑн? Мӗн курӑкӗ ӳснӗ унта? Сурӑх чӗпӗтмелӗх курӑк пулман. Халь еплерех тулӑ кашлать.

— Павел, Петӗр! Туя айтӑр! — кӑшкӑрать Санька клуб пусми картлашки ҫинчен. Лешӗсем тапранманнине кура, чупса пырса вӗсене хулӗсенчен ҫавӑтать.

— Ҫитӗ сире кулянса. Трофим Матвеевич ҫилли ҫуллахи ҫумӑр пек. Шавласа килсе тӑкать те, иртсе каять. Ман, ав, хуйхӑ такамӑнчен те пысӑк. Елена Егоровнӑпа Володя тип шар тупса пачӗҫ. Темскер туйӗ тата. Атте-апай ҫисех яраҫҫӗ. Ача пулмарӑн эс, авланма та ҫынсем пек килте мар, клубра авланатӑн, теҫҫӗ. Эсир те пулин кӑмӑла пусарӑр, — туртрӗ каччӑсене Санька.

— Эсир кайӑр, эп тепрер пилӗк минутран кӗретӗп. Хумханни иртсе кайтӑр. Хӗрелнӗ питпе халӑх умне тухасси.

Санька хирӗҫмерӗ, Анна килеймен-ха, тесе, Петӗрпе иккӗшӗ клуба утрӗҫ.

Каччӑ шухӑшӗсене йӗркене кӗртме пуҫларӗ, асӗнче комсомолла туйра сӑмах тухса калама хатӗрленчӗ. Пуҫлама ваттисен сӑмахӗнчен пуҫласан? Начар-ши? Мӗнле аван вӗрентсе каланӑ вӗсем! Лайӑх пурнӑҫпа ватӑличчен пурӑнӑр, тулли пурнӑҫлӑ, ырӑ ача-пӑчаллӑ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ пулӑр, хӑвӑр хушӑра килӗшӳллӗ пурӑнӑр, ват ҫынсене ан манӑр. Ватта курсан — ватӑ пек пулӑр, ҫамрака курсан — ҫамрӑк пек пулӑр. Хир пек аслӑ, вӑрман пек пуян пулӑр. Ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑсемпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр. Вӑйлӑ каланӑ. Унтан пуласлӑх ҫинче чарӑнса тӑма юрать. Ҫамрӑксем умне ҫавнашкал тӗллев лартмалла: каччӑпӗр икӗ-виҫӗ ӗҫе пӗлсен ҫеҫ авланма пултарать, хӗрсен тутлӑ апат пӗҫерме, пур ал ӗҫӗсене, килти ӗҫсене тума пӗлмелле. Ҫамрӑк ҫемьере нихӑҫан та харкашу ан пултӑр.

— Павел… Ну, Павел, теп. Хӑлхасӑр пултӑн-и? — илтрӗ каччӑ хӑй ҫурӑмӗ хыҫӗнче Федор Васильевич сассине. Вартах ҫаврӑнчӗ.

— Итле, Василий Иванович шӑнкаравларӗ. Ыран вӗсем обком секретарӗпе колхоза килеҫҫӗ. Сан пирки ыйтрӗ. Трофим Матвеевич: «Килӗнче, кунта ҫук», — тесе евитлерӗ. Эс кунтах ак…

— Мана ӗҫрен кӑларни ҫинчен каласа пачӗ-и?

— Ҫӑвар та уҫмарӗ. Эп ҫавна ӑнлантӑм: сана ыран килтех пулма хушрӗҫ.

— Эп ун пирки пӗлетӗп. Ҫавах ыр хыпаршӑн тавтапуҫ, — терӗ Павел, бригадирӑн пӗртен-пӗр аллине чӑмӑртаса. — Туя каяр. Атту эпир пымасан, пуҫламӗҫ, — васкатрӗ каччӑ.

3

Ҫамрӑк мӑшӑрсене килне колхозӑн ГАЗикӗпе леҫрӗҫ. Вӗсем кайсассӑнах клуб пушанма пуҫларӗ, каччӑсемпе хӗрсем кӑна тӑрса юлчӗҫ. Вӗсенчен нумайӑшне Санька хӑйсем патне пыма чӗнчӗ.

Пӗрремӗш комсомолла туя курма пынӑ халӑх ҫамрӑк мӑшӑр хыҫҫӑнах ҫенӗке кӗпӗрленсе тухрӗ, туйӑн кашни вак-тӗвекнех асра тытма тарӑшрӗ.

— Туй-и ку? Туйра тукмак йӑванать, теҫҫӗ. Ак кунта типсе вилмелле. Ӗҫкӗсӗр туй — туй марах, — терӗ тахӑшӗ.

— Эс ӗҫкӗсӗр ирттер. Ӗҫкӗпе ухмах та авланать.

— Хӗрӗн япалисене те кураймарӑмӑр.

— Ак халь машинӑпа кайса илеҫҫӗ. Кайса тӑр Иван Андреевич хапхи патне. Куратӑн.

— Эхей, ҫавнашкал парне парсан, карчӑкран уйрӑлсах эп те комсолла авланмалла, — терӗ ҫитмӗл ҫула ҫитнӗ Ҫтаппан мучи, шурӑ сухалне якатса.

Каччӑпа хӗр кайнине курма тухнӑ халӑх ахӑлтатсах кулса ячӗ.

Клубра ташӑ пуҫланчӗ. Малтан мӑшӑрсем вӑтанарах, хӑюсӑртарах тухрӗҫ. Камӑн ури ҫӑмӑл пулать?

Павел патне Лена хӑех пычӗ, ташлама чӗнчӗ. Тепӗр самантран ҫамрӑк мӑшӑр урай варринче вальс кӗввипе ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Ҫурхи шыв та малтан пӗр-пӗр хысакран е сӑрт ҫамкинчен пуҫламасть-и хӑй юхӑмне? Кайран вӑйланса ытти шывсемпе хутшӑнать, сарӑлать. Акӑ, пӗр мӑшӑр хыҫҫӑн тепри тухрӗҫ, ташӑ ҫаврӑнӑвӗ вӑйлӑланчӗ, самантрах клубра пукансем шутарса уҫнӑ чылаях пысӑк вырӑн тӑвӑрланчӗ. Клубри сывлӑш духи, одеколон шӑршипе тулчӗ.

Марье, сценӑ ҫинче тӑраканскер, Павел ташлама пуҫӑннине курсанах, чаршава карса хучӗ. Чаршав хушӑкӗнчен зал ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнать. Ҫапах вӑл пурне те асӑрхамасть. Пурте кирлӗ-и тата ӑна? Павела шыраса тупма йывӑр мар. Кунта вӑл пуринчен те ҫӳллӗ, хура ҫӳҫӗ кӑтралатнӑ пек каялла хумлӑн выртать. Сылтӑм тӑнлав патӗнчи пӗр ҫаврашка кӑна чурӑссӑн ҫамки ҫине усӑнса аннӑ. Пит-куҫӗнче савӑнӑҫ: хӑй авланать тейӗн. Хушӑран пуҫне аялалла пӗкет те Ленӑна темскер калать. Кулать хӗр. Куҫне каччӑ ҫинчен илмест. Ытла та савса пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ вӗсем Марьене. Ун чӗринче темӗнле курайманлӑх кӑварӗ тӗлкӗшет.