Выбрать главу

Ташланине курас мар тесе, Марье сценӑ ҫинчи пукан ҫине кайса ларать. Хӑйне хӑй лӑплантарма пикенет вӑл: шутласа хунине яланах пурнӑҫланӑ, малашне те пурнӑҫлать. Пӗлет хӑй ӑсне Марье, темӗнле йывӑрлӑхра та вӑл тарӑн малашлӑха курса шухӑшлама пӗлет.

Трофим Матвеевич яла таврӑнсанах ун патне Мирон Семетович шӑнкӑравланӑ. Павел ҫинчен элекленӗ. Клевер вырӑнне пӑсни темех мӑр имӗш, Кадышев Прыгунова председательтен кӑларса ун вырӑнне ларасшӑн. Кунашкал хыпар Трофим Матвеевича уртарсах янӑ, лару пухиччен вӑл Марье патне питех те ҫилленсе те пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫитрӗ, хӑй шухӑшне йӑлтах ӑна каласа пачӗ.

Мотоциклпа ҫапӑнма шухӑшланӑ хыҫҫӑн, Марье тул ҫутӑличчен Павела кӗтрӗ. Килмерӗ каччӑ. Мӑн кӑмӑлланчӗ, сӑмахран хӑрать. Камӑн-камӑн, арҫыннӑн мар, хӗрарӑмӑн хӑрамалла сӑмахран. Марье ытларах пӗлет. Нина куми ӑна ҫынсем Павела сырӑнать тенине пӗлтерчӗ. Кулса ҫеҫ ячӗ вӑл. Ялта вут хумасӑр тӗтӗм тухмасть, тесе тавӑрчӗ. Унтан пӗр пытармасӑрах хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен каласа пач. Нина ахлатрӗ, кулянчӗ, чӗр упӑшка пур ҫӗртен юттине юратни ял кулли пулать, терӗ.

Марье ӑсӗ йӗркеллех ӗҫлерӗ. Калаҫҫӗ пулсан, ҫын ҫине сӑмах тухсан… Упӑшкин хуйхи-суйхи шепех пулчӗ. Марье Павела тем тӗрлӗ хуратса сӑнлама пикенчӗ.

— Сана вӑл купец, тет. Эсир Хапӑс Петӗрӗпе иксӗр колхоза ҫарататӑр пулать. Пур пӗрех вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларатӑп, тесе ҫӳрет. Нивушлӗ, Трофим, ҫавна та аваймастӑн? Кӑлар ӑна вырӑнтан.

— Эс ырлаканччӗ-ҫке яланах.

— Ҫӗлене сӑхмасӑр пӗлейместӗн. Те пур ун сӑнни, те ҫук, — тавӑрчӗ Марье. Вӑл пӗр харӑсах икӗ мулкача вӗлерме шутларӗ. Ялти сӑмах кӗҫех упӑшкин хӑлхине те кӗрет. Сахал-и колхозра элекҫӗсем, сахал-и йӑпӑлтисем? Халь темӗн те калаччӑр. Юратакан ҫын пирки упӑшкине мӗнле хӗрарӑм ҫапла калама хӑйтӑр? Вӑл тасипех тӑрса юлать: упӑшки элек ахаль пулнине ӗненет. Павела ӗҫрен кӑларсан, унӑн мӑн кӑмӑллӑхӗ чакать. Калас темӗ текех колхоза. Хура ӗҫре яланах тар юхтарса ӗҫлес килмӗ. Казахстанах каялла тухса кайӗ. Марьене те пӗрлех илсе каять. Вӑл качча тухма ҫунакан ик-виҫӗ кӗпеллӗ хӗр мар, перекет кассинче кӑна ҫӗр пин енне ҫывхарать. Йӑлтах ӑна хӑй ячӗпе хывнӑ. Ҫавӑн пек мул умӗнче Павел мар, юмӑхри хитре каччӑ ирӗлмелле. Пулас пурнӑҫ та хӑратмасть ӑна. Савни лайӑх пулсассӑн, кӗпер айӗнче те пурӑнма пулӗ.

Павела ларура ӗҫрен кӑларнине пӗлсенех, клубран тухмасӑр ӑна кӗте пуҫларӗ. Акӑ, халь ташлать вӑл. Унӑн пӑшӑрханни те палӑрмасть. Апла-тӑк, Казахстанах каять. Ҫуртне-йӗрне сутса хӑварӗ те, мен тӑвас ун кунта, Ҫавалкасра? Институт пӗтерекен ҫын колхозра ӗҫлет-и?

Купӑс шӑпланчӗ. Шӑв-шав та мӑкалчӗ. Марье пырса сирчӗ чаршав хӗррине. Павел патне Володя пынӑ, вӑл ӑна тем каласа парать пулас: иккӗшӗ те кулаҫҫӗ. Лена ӑҫта ҫухалнӑ тата? Кур-ха эс ӑна, Ҫавалкасра икӗ ҫул манашкӑ пек пурӑнчӗ-пурӑнчӗ те, пӗлет кама куҫ хывмаллине. Хитре каччӑ тупасшӑн.

«Анса ташлас Павелпа е Володьӑйа. Вӗсем иккӗшӗ туслӑ. Хӑшӗ те пулсан, ҫӗнӗ хыпар пӗлтерӗҫ. Арҫынсем сӑмаха тытма пӗлекенех мар», — шухӑшларӗ Марье, сценӑ ҫинчен анса. Кӑштах вӑл Трофим Матвеевичпа ҫапӑнмарӗ.

— Эс кунта тӑратӑн-и? Кил ҫинчен мантӑн-им? Ыран обком секретарӗпе Василий Иванович килеҫҫӗ. Сан пӗр хуйхӑ та ҫук. Туй пӑхать, — терӗ вӑл ҫилӗллӗн.

— Клуба халех питӗрес-им? — тавӑрчӗ Марье кӑмӑлсӑррӑн.

— Ас ту, сансӑр ташлаймаҫҫӗ пуль…

Упӑшкипе арӑмӗ клубран кӑмӑлсӑр тухрӗҫ.

Вӗсене ӑсатса купӑс янрарӗ, ҫамрӑксен савӑнӑҫлӑ кулли илтӗнчӗ…

4

Ҫенӗкре Павелпа Ленӑна Гришкӑпа Элекҫи тӗл пулчӗҫ.

— Тӑхта, Павел, — чарчӗ ӑна Элекҫи. — Ӑҫта тӗрӗслӗх? Эпир коммунизмла пурӑнас тетпӗр. Пӗри — пуриншӗн; пурте — пӗриншӗн. Мӗншӗн эс пире лару пулассине пӗлтермен? Пӗчченех кӗрешес тетӗн-и? Пӗччен путеке тукмак тытать, — кӑштах ҫыхланакан чӗлхепе калаҫрӗ тракторист.

— Пур путеке те тытакан мар, — тавӑрчӗ каччӑ.

— Эпир Матвейча шыратпӑр, — шӑлӗсене шатӑртаттарчӗ Гришка. — Ҫур аки ирттертӗмӗр-и? Лайӑх пахалӑхпа ирттертӗмӗр. Вӑл уя тухса курчӗ-и? Курман. Неччу ун, ларусем пухса, сана ӗҫрен кӑларма. Пулман сан пек бригадир. Механикрен те ӑста эс, ӗҫкӗпе аташмастӑн. Ҫавӑнпа ларман пӗр трактор та ҫур акинче.

— Ну, айӑплӑ эп, Гришка. Мӗнле эс ӑнланмастӑн, — вӗсенчен хӑвӑртрах хӑпма тӑрӑшрӗ Павел. Анчах хӗрӗнкӗ ҫыннӑн хӑйӗн юрри.

— Эс, Елена Егоровна, пире каҫар, — пӳлчӗ пуҫанине Элекҫи. — Сирӗн комсомолла туй, пирӗн ҫур аки пӗтнӗ. Пӗр енчен уяв теме юрать, тепӗр енчен — хуйхӑ, Матвейч пӑсрӗ пирӗн уява. Вӑт, ятӑмӑр пухӑнса. Павелпа Володя ҫеҫ пулмарӗҫ. Вӗсем пирӗн тӑн параканӗсем, пӗри — парторг, тепри — комсорг. Айӑп ан тӑвӑр, Елена Егоровна, коммунизмла ӗҫ бригади ятне илме тапаҫланакансем ӗҫеҫҫӗ тесе. Мункунта сыпман, Май уявӗнче сыпман, паян мунча кӗрсе тасалнӑ, ӗҫ пӗтернӗ. Шӑм-шака ҫунӑ пулсан, ӑша та ҫумалла. Володьӑпа Павел ячӗпе пӗр кӗленче шампански пур. Ҫыртмалли те кунта, стакансем те, — пысӑк сӑран сумкине силлесе кӑтартрӗ Элекҫи.