Выбрать главу

— Володя ӑҫта? — чӑтӑмсӑррӑн ыйтрӗ Гришка.

— Шалтах вӑл, — тавӑрчӗ Павел.

Клубра ҫаплипех купӑс кӗвӗлет, ҫаплипех мӑшӑрсем ташлаҫҫӗ. Ҫенӗке тухакан чӳречерен ӳкекен ӗмӗлкесем пӗрре хуралаҫҫӗ, тепре ҫуталса каяҫҫӗ. Ташлакансен сулӑмӗпе ҫенӗк хӑми те чӗтренет.

— Пӑрӑнас — мӑн кӑмӑллӑ тейӗҫ. Каятпӑр-и? — ыйтрӗ Павел Ленӑран.

— Юлташусенчен мӗншӗн пӑрӑнмалла? Эс кӑштах сыпса пар, — вӗрентсе каларӗ хӗр.

Гришка Володьӑна ҫавӑтса тухрӗ. — Пахчана ай-тӑр, — терӗ вӑл комсорга алран ямасӑр.

— Павел, сан хуйхӑ — ман хуйхӑ. Пӗрлех ӗҫлетпӗр. Эпир гвардеецсем. Ял гвардеецӗсем! — кӑкӑрне ҫапрӗ Элекҫи. — Марш, уполномоченнӑйсен пахчине, марш, Алексей Филиппович! — хӑйне хӑех хушрӗ вӑл.

Хӗрӗнкӗ трактористран Павелпа Лена сассӑр кулса утрӗҫ.

Пахчара сыпман улмуҫҫисем ҫатӑркаланса ӳссе кайнӑ. Вӗсен айне каҫ тӗттӗмлӗхӗ кӗрсе вырнаҫнӑ. Клуб чӳречисенчен ӳкекен ҫутӑ ешерсе ҫӗкленекен курӑка, чие тӗмӗсене, улмуҫҫисене хыпалать. Ҫав ҫутӑ, асамлӑ тӗртевҫӗ евӗр, курӑксенчен, туратсенчен хӑйне евӗрлӗ тӗрӗ ҫыхать, катари йывӑҫсене татах та ҫӑрарах, татах та тӗксӗмрех сӗмлӗхпе хуплать. Тӗмсем ӑшӗнчи шӑрчӑк пӗрре шӑпланса, тепре вӗҫӗмсӗр чӗриклетет.

Ҫурӑлнӑ шап-шурӑ садран мар, клуб чӳречисенчӗн пӗтӗм таврана ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑн туйӑнать. Хутран-ситрен вӑранакан ҫил, кассӑн-кассӑн юхса килет, пӗтӗмӗшпе сарӑлса ҫитеймен йывӑҫ ҫулҫисем тӗрлӗ саслӑн чӑштӑртатма тытӑнаҫҫӗ.

— Епле паха! — пӑшӑлтатать Лена.

— Ытарма та ҫук, — тавӑрать Павел.

Пахчана пуринчен малтан кӗнӗ Володя икӗ улмуҫҫи хушшинче чарӑнса тӑрать, кӗсйинчен фонарь кӑларса, хӑй ури айӗнчи курӑка ҫутатать. Аялтан, ҫӗр ҫумӗпех сарӑлса кайнӑ туратсем хӑйсен аллине ҫутӑ патне тӑснӑн туйӑнать.

— Клуб ҫути айӗнче ҫутта тухар, — кулать Володя. Элекҫи ҫӑмах чӗнмесӗр сумкинчен курӑк ҫине хаҫат кӑларса сарать. Хӑй сӑмси витӗр ҫилленнӗ ҫын евӗрлӗ мӑшлатать. Вӑл хӑйен ҫӳхе пиншакне хывать, ӑна Ленӑна тӑсса парать.

— Эс, Елена Егоровна, лар. Ак, ман пиншака сарса лар. Ан тирке. Эп унпа ӗҫе ҫӳремен, вӑл хура мар, — сӗнет вӑл чӗререн.

— Павел, эс тошӑ каччӑ. Хӑнана пӑхма пӗлместӗн, — тӗксе илет Кадышева Гришка. — Вӗрен ман пуҫанаран. Анчах пурне те мар.

— Сумкине хама парӑр, — сасартӑк хутшӑнать Лена. Элекҫи пиншакне вӑл хаҫат ҫине сарать, унтан чӗркуҫленсе ларать. Сумкӑран хӗр хаҫатпа чӗркенӗ стакансене, тӑварланӑ сысна салине, пӗҫернӗ чӑх, йӳҫӗтнӗ икӗ хӑярпа селедкӑ туртса кӑларать. Ун ҫумне пырса тӑнӑ Володя фонарьпе ҫутатса пулӑшать.

— Ҫыртмалли кунта трактор бригади валли ҫитет. Вилкӑсем ӑҫта?

— Пуҫана, эс чикмерӗн-и? — ыйтать Элекҫи.

— Эп сан сумку патне пырса перӗнмен, — тавӑрать Гришка. Вӑл хӑйне валли ӗҫ тупӑйманшӑн тунсӑхлать, улмуҫҫи туратне ҫулса тытнӑ та чечекӗсене, сӑмси патне илсе пырса, шӑршлать. — Ах, аромат! — ахлатать хӑй.

— Ак ку тата мӗн? — «Московская» эрех кӗленчине ҫавӑркалать Лена. — Эсир шампански кӑна терӗр мар-и?

— Вӑл, Елена Егоровна, пирӗн Элекҫипе иксемӗрӗн нормӑ. Эпир чӑвашсем, шампань эрехне хӑнӑхман. Пире хаяртараххи пултӑр. Ҫур аки пӗтерсен ҫавӑрса хуратӑн та, тыр-пул пухса кӗртиччен пурӑнатӑн. Унтан ҫӗнӗ тырӑ салачӗн сӑрине сыпатӑн, — тавӑрать Гришка.

— Нумаййи сахалли мар. Заправкӑ вӑйлӑрах пулать, ытларах ӗҫлеме ҫитет, — тесе, Элекҫи эрех кӗленчине ҫулса тытӑть. Ахӑртнех, вӑл Елена Егоровна эрехе хӑйсене памасран шикленчӗ пулас.

— Павел, Володя, Елена Егоровна, уҫӑр шампанскине. Вӑл сире валли. Эсир, ҫамрӑксем, йӳҫҫе хӑнӑхман. Каҫарӑр, ҫыртма пан улми ҫук, халь ҫеҫ ҫурӑлаҫҫӗ. Сӑто канфет пур. Эп ӑна та шута илнӗ, — мухтанса илчӗ Элекҫи, брюки кӗсйинчен пӗр ывӑҫ шоколадлӑ канфет кӑларса.

— Эс пурне те шута илнӗ те, стаканӗ тӑваттӑ ҫеҫ, — тӗксе илет ӑна Володя.

— Ӗҫсен сан, пуҫана, вакката ҫеҫ каяс пулать.

— Пуррипе пӗр стаканпа та ӗҫме пулать. Ҫуккине ҫӗр стаканпа та ӗҫеймӗн, — тавӑрать Элекҫи. Пуҫани умӗнче те парӑмра юлмасть. — Вакката мар-ха эп, тӑхта ак, пӗр грам сыпмасӑр калаҫма вӗренеп. Рас эпир ырӑ ятшӑн кӗрешетпӗр-тӗк, ӑна ҫӗнетпӗр. Кайран, чапа тухсан, пирӗн Ҫавалкаса республикипех килме тытӑнӗҫ. Кам пуҫараканӗ, тейӗҫ. Ак, эпир. Павел, Володя, пуҫана, тойӑҫ, Григорий Михалч тата эп — Алексей Филипч. Камсем эпир? Коммунизмра пурӑнма хатӗр, пурӑнма юрӑхлӑ ҫынсем. Во камсем! — кӑкӑрне ҫапса илчӗ тракторист.