Выбрать главу

— Коммунизм чух кунашкал ҫутти пулмасть, — йӗкӗлтет ӑна Володя.

Паян тракториста ҫиллентерме хӗн.

— Ан пултӑр ҫав. Кирлӗ мар. Сато ун чухне ман телевизор пулать. Ҫук, ахалли мар, урӑххи. Хам килте кино куратпӑр та, тӗрлӗ музӑк-юрӑ итлетӗп, радиопа хам трактора ӗҫлеттеретӗп. Вӑл мӗнле сухаланине экран ҫинче курса ларатӑп. Ҫӗмӗрӗлсен, машинӑ ҫине ларатӑп та, кайса юсатӑп. Ӗҫлесе пӗтертӗм те — бесплат мунчана. Ваннӑ ӑшӗнче пӗрер сехет тӑсӑлса кӑна выртатӑп. Тухҫан хӑть кино кур, хӑть музӑк итле. Ман мур тӑвас-и ҫакӑнпа? — эрех кӗленчине ҫӗклет Элекҫи.

— Хама пар, — хушса хурать Гришка.

— Эс, тӑхта, халь хамӑн та пыр ярӑнать. Паян ҫиленсе те савӑнса ӗҫетӗп. Ун чухне усал ҫынсем пулмаҫҫӗ.

— Эс, пуҫана, ытла шала кӗрен. Каялла тухаймастӑн ак. Фронтра ҫӗршер грам паратчӗҫ, ҫакнашкал ҫур аки пӗтерсен, коммунизм чух ҫӗр грам параҫҫех, — хирӗҫлет Гришка.

— Парсассӑн та ӗҫместӗп. Ман ун чух культурӑ пысӑк пулать, — тавӑрать Элекҫи.

Гришка кӗсйинчен пӗчӗкрех хура курупкӑ кӑларать, хупӑлчине уҫса ваштах силлет. Самантрах пӗчӗк стакан пулса тӑрать.

— Тултар стакансене, — хушать вӑл Элекҫие. Атту вӗҫӗмсӗрех сӑмахран пир тӗртен.

Павел шампански кӗленчине уҫрӗ.

— Пирӗн туслӑхшӑн! — сӗнчӗ вӑл. — Бригадӑри, колхозри туслӑхшӑн!

— Виличчен пӗрле ӗҫлессишӗн! — хушса хучӗ Элекҫи. Ӗҫсе ярса ҫыртреҫ. Лена вӗҫӗмсӗрех Элекҫие мухтарӗ, унӑн, имӗш: хӗрарӑм чунӗ те кӑштах пур. Тепӗр хут ҫавӑрчӗҫ.

Володя, Павел ҫумӗнче лараканскер, хуллен пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ:

— Трофим Матвеевич чӗнчӗ те, ҫапла калать: эс, тет, Баранов, кӑҫал герой пулатӑнах. Пурнӑҫла эп ыйтнине, эп те сан умра парӑмра юлмӑп. Илсе кай ыран комсомолецсене вӑрманпромхозри ҫуртсене пӑсса турттарма. Павела чӗн, тет. Пӗлетӗн-и мӗншӗнне? Пире вӑл ыран ялтан пӑрасшӑн. Каҫарӑр, терӗм эп, ыран ман канмалли кун, ахаль те виҫӗ эрнере шӑмӑпа тир кӑна тӑрса юлчӗҫ. Так. Вӑт еплерех хӑрать вӑл пуҫлӑхсене эпир тӗрӗслӗхе каласа парасран.

— Тавтапуҫ хыпаршӑн.

Ленӑна ӑсатса ямалла тесе, Павел юлташӗсенчен каҫару ыйтса, пахчаран тухрӗ.

— Тусусем сан маттур, — ырларӗ хӗр. — Йывӑрлӑхра та пӑрахмаҫҫӗ. Госстрах пирки эп хам Василий Иванович патне кӗретӗп. Эс ан кулян, Павел.

— Кулянма шухӑша та илмен. Эп оптимист, — тавӑрчӗ каччӑ.

Вӗсем Лена хваттерӗ тӗлне ҫитрӗҫ. Пӗр хушӑ шарламасӑр карта ҫумӗнчи сӑк ҫинче ларчӗҫ. Каччӑ хӗмленсех Казахстан ҫинчен каласа пачӗ. Вӑхӑт ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа шунӑн туйӑнчӗ вӗсене.

Шуҫӑм тухӑҫах ҫитеймен. Анӑҫра унӑн хӑйӑвӗ хӗп-хӗрлӗ. Унтан тухӑҫалла ҫӗр ҫийепе кӑвак лентӑ тӑсӑлать, ӑна ҫӳлтен шупка хӑю эрешлет. Таҫти катари-катари тинӗсе пулас ҫӗнӗ кунӑн пушарӗ ҫутатнӑн туйӑнать. Тухӑҫ еннелле ҫав тинӗс кӑвакрах. Ун ҫийӗнчи пӗлӗтсем парлак ҫӗрсене сухаласа кайнӑ плуг кассисем пек кӑпӑшкан та чӗллӗн-чӗллӗн тӑсалса выртаҫҫӗ. Катари-катари йывӑҫсен ӗмӗлки палӑрма пуҫлать. Вӗсем хирте ятарласах туса лартнӑ пушар вышкисем пек курӑнаҫҫӗ.

— Лена, паян,сирӗн канмалли. Хире тухар мар-и?

— Халь, чӑнах та, ҫывӑрас килес ҫук. Ахаль те эп ире хирте кӗтсе илме юрататӑп. Унта ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫуралнӑн туйӑнать, — хуравларӗ хӗр.

Ҫывӑракан ял урамӗпе вӗсем шӑппӑн, сайра хутра ҫеҫ ахаль сӑмахсем перкелешсе утрӗҫ.

Хирелле утнӑ май ҫӗнӗ кун ҫуралчӗ.

Улшӑнчӗҫ пӗлӗтсем. Вӗсем сентре ҫине касса пӑрахнӑ сурӑх ҫӑмӗсем пек, кӑпӑшка та сапалӑнчӑк. Пӗр сентри — тухӑҫра, тепри — анӑҫра. Тӳпе варри — тӗпсӗр авӑр. Уйӑх кӑна тӑп-тӑрӑ шыв тӗпне пӑрахнӑ ылтӑн укҫа пек курӑнать. Сасартӑк унта пӗр хура пӑнчӑ ҫуралать, вӑл аялтан та аяла анса пырать. Ку вӑл — ҫунаттисене сарса янӑ хурчӑка. Ыйхинчен уҫӑлсах ҫитеймен курӑнать, унӑн чӗпсене йыхӑрма хӑнӑхнӑ юрри те илтӗнмест, вӗҫев хӑвӑртлӑхӗ те пӗчӗк. Ак, сасартӑках, сунарҫӑ персе антарнӑ пек, ҫунаттисене пӗвӗ ҫумне хӗстерсе кивӗ улӑм ури пулнӑ вырӑна ӳкет. Тепӗр самантран вирлӗ сӑмсапа ҫапнӑ шӑши-юс мунчаланса выртать. Хӑпармасть текех хурчӑка: халь вӑл улӑм купи ҫинче хускалмасӑр, пӗчӗк ҫеҫ чул тӗмески пек хутланса ларать.

Каччӑпа хӗр Салука хӗррине ҫывхарчӗҫ. Вӑрман вуншар тӗрлӗ кайӑк юррипе тулса ларнӑ, Вӗсен умӗнчех мӑшӑр шӑкӑлчи сикет. Пӑр-р! — вӗҫсе каяҫҫӗ те вӗсем анса лараҫҫӗ. Каччӑпа хӗре хӑйсем хыҫҫӑн утма чӗннӗн туйӑнать.

Сикчӗллӗ ҫунӑ ҫумӑр Салука хӗррине ҫитеймерӗ. Ҫур акине тухнӑранпах тӑракан шӑрӑх кунсем хӑйсем хуҫаланнине сисӗнтереҫҫӗ: ҫӗр тытамак чирӗ тытнӑ ҫын тути евӗр ҫуркаланса каннӑ. Тӑпра ӑвӑс пек шӑтӑклӑ-ҫурӑклӑ.