Выбрать главу

Павел хӑй плугӗпе сухаланӑ лаптӑка кӑна шӑрӑх тивмен. Тӑпра халь ҫеҫ сӳрелесе кайнӑ пек ҫемҫе. Ҫӑра та патвар шӑтса тухнӑ калча вӑш-вӑш ҫилпе хумханса хум хыҫҫӑн хум кӑларать. Ачашланать хум, мухтанать хум, хӑйӗн хӑвачӗпе курнӑҫланать, илӗртет этем куҫне. Пӗрре вӑл симӗссӗн-тӗксӗммӗн, тепре симӗссӗн-ҫуттӑн хумханса илет.

— Акӑ, ҫӗнелнӗ ҫӗр, ӑка пирӗн мӑлтанхи таран касӑ. — терӗ Павел.

— Калча пур ҫӗртинчен те вӑйлӑ, — саванчӗ Лена. — Ахальтен мар обком секретарӗ интересленет.

Каччӑ шарламарӗ. Вӑл хӗр аллине тытрӗ. Лена ӑна туртса илмерӗ. Вӗсем пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ пек пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӗҫ.

— Эх, куҫу та сан — терӗ Павел.

— Мӗнлескер? — ыйтрӗ хӗр куларах.

— Ашӑ кӑмӑллӑ та илемлӗскер, — ӑшшӑн каларӗ каччӑ.

Ҫавал хӗрринчен ҫӗкленнӗ текӗрлӗк вӗсен тӗлнех вӗҫсе ҫитрӗ. Анчах хальхинче яланах макӑракан кайӑкӑн тунсӑхлӑ юрри илтӗнмерӗ. Ирхи сывлӑм шывне ӗҫсе киленчӗ-ши? Е уяр кун савӑнтарчӗ ӑна? Ҫаврӑнчӗ те, каллех. Ҫавал улӑхне кайса ҫухалчӗ. Кӑшкӑрмасӑр, макӑрмасӑр кайрӗ? Тен, ҫавӑн пек ҫеҫ туйӑнчӗ?

Ҫук, телейпе тулнӑ чӗре нихӑҫан та тунсӑхлӑ кӗвве йышӑнмасть.

Пӗрремӗш кӗнеке вӗҫӗ

1960 — 1964 ҫулсем.

Хусан — Мускав — Ленинград — Шупашкар.