Выбрать главу

Ашшӑн калаҫма тӑрӑшрӗ пулин те, сӑмахсем тӳрккессӗн тухрӗҫ. Ӗненмелле те мар. Мӗн ачаран юратаканпа ҫапла калаҫмалла-ши вара? Е Павел Гальӑна юратнине упӑшки пӗлмест-ши? Сӑнӗнчен ӑна-кӑна сисме ҫук.

— Эсир халь механик-и? Инженер-и? Сире вӗренет тетчӗҫ.

— Вӗренесси вӗренкелетӗп те, трактористрах ӗҫлетӗп-ха.

— Ик алла пӗр ӗҫ. Ҫавах мар-и? — лӑплантармалла хушса хучӗ Галя. Унӑн куҫӗсем Павелӑн фуфайкине кӑшт куларах тата ютшӑнарах сӑнанӑн туйӑнчӗҫ. Павел та пуҫне ҫӗклерӗ. Ун ҫине мӑй тавра хунӑ хура тиллӗн шупка кӗленче куҫӗ темӗнле чунсӑррӑн пӑхнӑн туйӑнчӗ. Галя куҫӗ пек курӑнчӗ вӑл Павела.

Павелӑн калаҫни-туни килӗшмерӗ-ши Галя упӑшкине, часах вӑл ҫӗкленчӗ:

— Эсир калаҫӑр. Тата тепӗр сехетрен пуйӑс килмелле. Черет йышӑнас, атту кассӑ патне пыраймӑн та, — вартах ҫаврӑнса утрӗ офицер.

— Упӑшкам ман… Юратать… — тем каласшӑн пулчӗ Галя.

— Аван, — персе ячӗ Павел.

— Эс апатна ҫи, ан вӑтан, — «эс» ҫине куҫрӗ Галя.

— Вӑтанасси те пулӗ сирӗн пек чиперккесенчен.

— Кулӑрах ӗнтӗ.

Кулӑпа хула ҫавӑраймӑн, тетчӗҫ. Хӑвӑр еплерех пурнатӑр?

— Горькинче эпир. Мускава та, киле килсе кайма та инҫе мар. Ҫавалкасра эп час-часах пулатӑп.

— Ӗҫлетӗр пуль?

— Ҫук, ача ҫуралсанах пӑрахрӑм. Ӑна ҫитӗнтерме те вӑхӑт кирлӗ. Ачана ӑслӑ-тӑнлӑ тума йывӑр, пӑсса яма часах.

«Мӗншӗн вӗренсе патшалӑх укҫине сая янӑ?» — шухӑшларӗ Павел, анчах Гальӑна урӑхла каларӗ:

— Пурнӑҫ ҫитсен ма ӗҫлес?

— Пурнӑҫӗ вӑл ҫын шайӗнчен килет. Вӗренни ытларах ыйтать. Ҫапах хурлама пултараймастӑп. Укҫине Гриша аван илет.

— Эп сана ун пек усраймастӑмччӗ пуль. Тракторист. Шӑршӑ-маршӑсӑр пуҫне мӗн пур ман? — сиввӗнрех кулса илчӗ Павел. — Таврӑнасси ҫур ҫул юлсан кӗтеймерӗн те…

— Шӑпа… Мӗн тӑвӑн? Ҫапла пулса тухрӗ. Эп сана та кӗтмен мар, — тавӑрчӗ Галя. Халь ҫеҫ унӑн питне хӗрлӗ сӑн тапса тухрӗ. Вӑтанчӗ пулас..

— Аса ил-ха ҫак вокзала. Мана ӑсатнӑ чух эс: «Кӗтетӗп сана, Павел», тенӗччӗ. «Хӑҫанччен?» — тесе ыйтрӑм эп. — «Хӑв мана маниччен», терӗн эс. Манманни халь виҫӗ ҫул урӑххине ыталать, тепӗр ухмахӗ ӑна ҫаплах ӑшран кӑларса пӑрахаймасть, — пӑшӑлтатарах каларӗ Павел. Сӑмахӗсем ҫапах вӗри те хумхануллӑ тухрӗҫ.

Галя шарламарӗ. Пичӗ тӗллӗн-тӗллӗн шуралчӗ. Каччӑ сивӗнсе кая пуҫланӑ апатне кӑшт-кашт ҫырткаларӗ те кофӗ килсе лартнӑ официанткӑна укҫа тулерӗ.

— Гриша виҫӗ хут хӑтана пычӗ.

— Вара чӑтаймарӑн пулать.

— Ҫынна пуҫ ҫаптарма юратмастӑп эпӗ.

— Мӗн калӑн: ырӑ чӗре.

— Юрӗ ӗнтӗ, пӳрни пулчӗ пуль. Тепре чухне кӗтекенӗсен те пурнӑҫ пулмасть.

— Апла та пулкалать ӗнтӗ тӗнчере. Сыв пулӑр-ха. Тепре килсен кӗрсе тухӑр, — терӗ Павел. Вӑл Гальӑпа урӑх нимӗн те калаҫмалли тупайманшӑн пӑшӑрханчӗ.

— Чӗннишӗн тавтапуҫ, — ҫӗкленчӗ Галя та. Вӑл часах лӑпланчӗ, пичӗ ҫинчи хӗрлӗ лаптӑксем те ҫухалчӗҫ.

Гальӑпа сыв пуллашса, Павел урама тухрӗ.

— Пулнӑ, иртнӗ, — сасӑпах мӑкӑртатрӗ вӑл. Унтан пуҫа тӗрлӗ шухӑшсем капланчӗҫ. Пӗрисем Гальӑна ҫаплах манайманшӑн хӑйне вӑрҫрӗҫ. Теприсем унӑн ҫитменлӗхӗсене шырарӗҫ. Туртса тикӗсленӗ куҫ харши… Хӗретнӗ чӗрнесем. Сивӗ те чее куҫӗпе пӑхакан тилӗ. Йӑвалакан ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗ…

— Ӑҫта ҫӳретӗн эс? — ӑна шартах сиктерчӗ Володя. — Тракторна эп пырса лартрӑм. Халиччен тиесе пӗтерчӗҫ пуль. Так. Кайма пӗрлех кайӑпӑр терӗм.

2

Ӗҫрен таврӑнсан, Павел хӑй ӗшеннине туйрӗ. Шыв ӑсса кӗрсе пилӗк таран ҫӑвӑнчӗ, ҫӑмлӑ ал шӑллипе кӗлетки хӗрелсе кайичченех сӑтӑрчӗ. Тумланкаланӑ хыҫҫӑн васкасах кӑвайт чӗртрӗ, ҫӑмарта ӑшаласа ҫирӗ.

Пӗр шухӑш ҫеҫ канӑҫ памарӗ-ха ӑна: киле килни тӑватӑ кун, вӑл пур, ҫаплах хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлаймасть. Ӑҫтан пуҫламалла? Мӗнрен тытӑнмалла? Кам пулӑшӗ ӑна? Кам ӗненӗ? Райкома кайса каласа памалла мар-ши? Е Прыгуновах пуҫ ҫапас?

Унӑн ӗмӗчӗ — плуг. Ҫук, ахаль плуг мар, хӑйне евӗрлӗскер.

Совет Ҫарӗнче ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫирӗп шӑм-шаклӑ ҫамрӑка вӗренме те ҫӑмӑл. Унчченех трактора тӗплӗн пӗлекен Павел тата ҫулталӑкран ӑста механик-водитель пулса тӑчӗ. Тата ҫулталӑкран, танксене илсе ҫӳрекен маҫтӑр ятне илсен, ӑна завода куҫарчӗҫ. Вӑл капиталлӑ ремонтран тухнӑ танксене тӗрӗслекен пулса тӑчӗ. Хӑйне валли те вӑхӑт ҫителӗклех тупӑнкаларӗ. Павел ҫамрӑксен каҫхи шкулне ҫӳреме тытӑнчӗ. Тӑрӑшакан — тӑвать. Ҫулла вӑл лайӑх аттестат илчӗ. Кӗркунне, ҫарпа сыв пуллашса, ытти вуншар танкистсемпе пӗрле хӑй ирӗкӗпех Казахстана, ҫӗнӗ ҫӗре тухса кайрӗ.

Каллех вӗренӳ. Института кӗме экзамен тытрӗ. Малтанах ял хуҫалӑхӗ валли инженерсем хатӗрлекен факультета кӗресшӗнччӗ, анчах Павлодарти институтра ҫав факультет пулмарӗ. Урӑх ҫӗре каяс — инҫетре. Чунне хытарсах унӑн агрономи факультечӗпе ҫураҫма тиврӗ. Кайран пачах та ӳкӗнмерӗ.