Выбрать главу

Трофим Матвеевич, каччӑ кӗтнӗ пек залран мар, президиумран тухрӗ. Вӑтам пӳллӗ хӑй. Хытанка. Шӑртлӑ хура сухаллӑ. Васканӑ-ши, хырӑнма та ӗлкӗреймен. Сӗтел хушшине йеркипех ларнӑ ҫынсем ӑна трибунӑ умне тухма ҫул пачӗҫ.

— Юлташсем!

Ку сӑмаха вӑл утнӑ чухнех, трибунӑ патне ҫитиччен каларӗ. Сасси унӑн ҫинҫе, хӗрарӑмӑнни евӗрлӗрех. Ҫапах янравлӑ. Микрофон ҫук пулин те, чи катара ларакансене те аван илтӗнет.

Юлташсем!

Зал шӑпах.

— Пирӗн тӑван правительствӑпа юратнӑ парти ҫак юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑхне аталантарас тесе мӗн-мӗн кӑна тумарӗҫ пулӗ. Василий Иванович ун ҫинчен паха каларӗ. Мӗне тӑрать декабрьти Пленум! Маттур пирӗн парти. Курать колхоз нушине, пулӑшать. Пӗр сӑмахпа каласан, пире ал ҫинче йӑтса ҫӳременни ҫеҫ. Ӗҫлеме нумай ҫӑмӑлланчӗ. «Ҫавал» колхоз вуншар ҫул хушши юлса пынине районта мар, республикӑра та пӗлменни пулман пуль. Халь вал ҫӑпата сырнӑ колхоз мар, атӑ тӑхӑннӑ. Халлӗхе кирзӑ ҫеҫ, ҫапах атӑ. Ан васкӑр, хромне те тӑхӑнӑпӑр. Унӑн паянхи шайне хӑш-пӗр ҫирӗп хуҫалӑхсем те ӑмсанма пултараҫҫӗ. Василий Иванович та ырӑпа асӑнчӗ. Парти пирӗнтен тӑван рабочи класа ытларах аш-какай, сӗт-ҫу, ҫӑмарта пама ыйтать. Эпир паратпӑр. Хамӑр сӑмаха ҫилпе вӗҫтермен. Ҫӗр гектар ҫӗр пуҫне пӗлтӗр утмӑл центнер аш панӑ, ҫӗр хӗрӗх центнер сӗт…

— Ашне сутӑн илсе-и? — мӑкӑртатать Павел ҫумӗнче ларакан ҫамрӑк. — Ют ҫын аллипе кӑвар туртса ыр ят илме ҫӑмӑл… Эс хӑв вӑюпа мекӗрленсе пӑх.

Павел ҫамрӑк енне ҫаврӑнса та пӑхмасть, вӑл председатель сӑмах майӑн аллине сулланине тата унӑн куҫӗсем ялкӑшнине ҫеҫ курать. Трофим Матвеевич мухтанарах калаҫать пулин те, ҫынсене хӑй тыткӑнне илет.

— Пӗр сӑмахпа, ҫапах та эпир хуллен шӑватпӑр. Пирӗн ӗмӗр — спутниксен ӗмӗрӗ, пирӑн ракетӑ хӑвӑртлӑхӗ пулмалла. Анчах районти колхозсен ҫуррийӗ юлса пырать. Ҫурри пуян, ҫурри чухӑн. Эпир пуянсемпе чухӑнсене хӗрӗх виҫӗ ҫул каялла пӗтернӗ тетпӗр пулсан, чухӑн колхозсене хӑҫан пӗтерӗпӗр? Час мар, тупата час мар. Пӗри, ав, хӑйсен колхозӗнчен совхоз тӑвасса кӗтет. Ӗҫ тухмӗ! Патшалӑх пулӑшсан ула курак та хура пулать. Тепри ӗҫке ерсе лайӑх хуҫалӑхах юхӑнтарса янӑ. Колхоза юхӑнтарнӑшӑн никам та тӗрмене лартмасть, ҫавӑнпа ялта йытӑ пӑтратманӗ те председатель. Юлса пынин сӑлтавӗ кунта ҫеҫ мар. Хӑш-пӗр чухне ӑҫта ярса пусмастӑн — шӑтӑка сикетӗн. Шӑтӑкне кам алтнӑ? Хамӑр районти организацисемех. Чи малтанах маншӑн ҫывӑх райсоюзран пуҫлар. Пирӗн колхозӑн паянхи куна тӑхӑр вунӑ стан урапа. Тепӗр уйӑх ҫурӑран вӗсене кӳлсе тухмалла. Тӑхӑр вунӑ стан вӑл — куса тӑрансем ҫине куҫарсан виҫ ҫӗр утмӑл пулать. Пӗрне те шин туртман. Колхозӑн пӗр татӑк та тӑрӑх тимӗр ҫук пулсан, мӗнпе туртатӑн? Хурама хуппипе е пушӑтпа шинлама ҫук вӗт. Виҫӗ ҫул пире Герасимов кӗҫех пулать, тесе шантарать. Шантарнипе шӑналӑк мар, михӗ те ҫӗлеймӗн. Ку ҫеҫ-и? Ҫичӗ автомашинӑран иккӗшӗ ҫӑпатисем ҫӗтӗлсе пӗтнипе усӑсӑр лараҫҫӗ. Арӑм туфлинчен скат тӑваймастӑн. Шухӑшлатӑн та тӗлӗнетӗн: районти организацисен автомашинӑсен скачӗсем вӗрҫӗнӗ, вӗсене планпа параҫҫӗ. Пире? Колхозсем вара ама ҫури ачисем пек ҫеҫ пулса юлаҫҫӗ. Эпир те катӑк мар, эпир те социализм тунӑ, халӗ коммунизм тума пуҫӑнтӑмӑр. Сӗт-ҫу, аш-пӑш тесен, инспекци техничкинчен пуҫласа райкомӑн пӗрремӗш секретарӗ таранах ыйтаҫҫӗ: пар та пар. Герасимовран урапа тӗнӗлӗ сӗрме мазут икӗ уйӑх ыйтатӑп. Автолпа сӗр, тет. Тупӑннӑ аристократ. Тен, сысна ҫӑвӗпе сӗрес? Тен, пылпа сӗрес?

Залра кулнисем илтӗнеҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри ал ҫупать.

— Маттур! — шухӑшлать Павел, хӗрсе кайнӑ председатель ҫинчен куҫне илмесӗр.

— Купӑста пирки. Икӗ ҫул халь пирӗн колхоз купӑста лартать. Мӗн тума лартатпӑр — хамӑр та пӗлместпӗр. Пӗр сӑмахпа, ӗнесене ҫитерме ҫеҫ. Районтан пире план параҫҫӗ, ӑна ҫурӑл та пурнӑҫла. Купӑстине йышӑнма Герасимовӑн склад та ҫук. Поселок халӑхӗ валли йӳҫӗтнӗ купӑста Болгарирен турттарса килни намӑс. Намӑс, юлташсем… Хамӑрӑн ҫӗр, хамӑрӑн ал ҫуккӑ пек. Персе пӑрахмалла ҫавнашкал сутӑҫсене. Е тата ак колхозсем ҫурт-йӗр нумай тӑваҫҫӗ. Мӗнпе витетӗн? Улӑмпа-и? Дикарствӑ, варварствӑ вӑл улӑмпа витни, Ӑҫта шифер? Хӗҫ тимӗр ӑҫта? Ӑҫтине те пӗлетпӗр… Ӗҫкӗлле ярӑнтаратӑн, Герасимов юлташ.

— Тӗрӗс! — кӑшкӑрать пӗри.

— Факт! Фактпа кӑтарт! — янӑрать тепӗр сас залран. Анчах сӑмах калаҫаканӗ ӑна итлемест те.

— Сире суту-илӳ тума мар, юр тасатма ҫеҫ шанмалла. Патшалӑх укҫине ахалех илетӗр. Эсир те, Василий Иванович, ун пирки мерӑсем йышӑнмастӑр. Ҫӗрӗк ҫӗка ҫӗр ҫул ларать, теҫҫе те, Герасимов пеккисем калармасан, хӑйсен ирӗкӗпех тухса каймӗҫ.

— Факт! — кӑшкӑрать тахӑшӗ аялтан каллех.

— Факт тетӗр? Купилех мейӗр. Ҫу заводнех илер-ха. Вӑрӑсем кунта. Ҫу процентне чакарса кӑтартаҫҫӗ. Пӗррехинче инспекци зоотехникне илсе кайрӑм. Тӗрӗслерӗ. Лайӑхах. Тӗрӗсех, пӗр сӑмахпа. Кушак хӑҫан хӑйма ҫимеллине пӗлет. Ӑна часах тытаймастӑн. Пирӗн колхозра Анна Андреева дояркӑ пур. Ҫу заводӗнче вӑл хӑй тӗллӗн техникумра вӗреннине пӗлмеҫҫӗ. Эпӗ сӗт леҫме ӑна яма тытӑнтӑм. Мӗн тетӗр эсир? Иккӗмӗш куннех Изергин текен маҫтӑра ҫаклатрӗ. Мӗнле улталать тетӗр? Сепаратор чашӑкӗсем хушшине кӗпе тӳммисем кӗртсе хурать те, хӑйма ҫурри ытла обрат ҫине тухать. Вӑл ӑна обрат тесе килне йӑтса каять е тепӗр хут сепаратор витӗр ярать. Мӗншӗн халь те Изергин унтах? Мӗншӗн халь те ӑна суда памастӑр? Унӑн тахҫанах тӗрме кирпӗчне шутламалла, эсир качакана купӑста пахчинчех усратӑр, — ҫаврӑнать Трофим Матвеевич президиум сӗтелӗ еннелле.