Выбрать главу

Уртӑннӑ чӳрече хӑлхашки чӗриклетрӗ. Санька такам курасран хӑранӑн васкасах ҫул ҫине тухрӗ. Куҫ умӗнче ҫаплипех шалти хутӑн кантӑкӗсем макӑраҫҫӗ.

Хирелле утрӗ. Павелсен пӳртӗнчи ҫутӑ сӳнсен ҫеҫ униче патнерех ҫывхарчӗ. Хапха шалтлатрӗ. Павелпа Анна алла-аллӑн тытӑнса урам тӑрӑх анаталла анса ҫухалчӗҫ.

Санька килнелле утрӗ. Ҫывӑракан ашшӗпе амӑшне систермесӗр сакайри нӳхрепрен сӑра ӑсса тухрӗ. Ӑна ӑшӑтмарӗ те. Вӗри мунча чулӗ ҫине шыв сапнӑ пек чашлӑтса анса кайрӗ кӑчама. Ӳсӗрӗлчӗ каччӑ. Клуба вӑл концерт пӗтсен ҫеҫ ҫитрӗ. Вӑрманпромхоз хӗрӗсемпе ҫеҫ ташларӗ. Шахматла вылякан Володьӑпа Павел патне те пымарӗ. Унтан купӑсҫӑна «цыганочка» кӗввине калама ыйтрӗ. Пӗчченех, баяниста ывӑнтаричченех, ташларӗ. Куҫӗсем ун нимӗн те курмаҫҫӗ пек, каччӑ самаях хӗрӗнки палӑрать. Ташша вӗҫлесен яланхи йӑлипе музыканта пуҫ тайса клубран тухрӗ. Алӑка шартлаттарса хупнипе стена ҫумне ҫакнӑ лампӑсем ҫулӑмлӑ чӗлхисене тӑсса такама витлерӗҫ. Кӗмерӗ Санька текех клуба, курӑнмарӗ…

…Каччӑ ҫӑмӑл шухашлӑрахчӗ. Вӑл ашшӗпе амӑшӗн кӗҫӗн ывӑлӗ, килӗнчи пурнӑҫӗ тӑнӑҫ. Хӑй тулли ӳтлӗ, вӑтам пӳллӗ. Ҫавракарах пит-куҫлӑ, тӳрӗ сӑмсаллӑ. Ҫӑра та хура ҫӳҫӗ кӑтра. Сарӑрах хӑмӑр куҫӗ вырӑнта тӑмасть.

Вӑрманпромхозра диспетчерта ӗҫленӗ чухне вӑл пӗр каҫхине хӑй евӗрлех кӑтра ҫӳҫлӗ Нина Шурупова техника, тепӗр каҫхине Лена Лескова кассира ӑсататчӗ. Пӗр каҫхине пӗрне, тепӗр каҫхине тепӗрне ыталаса чуп тӑвасси уншӑн тӗлӗнмеллпех пулман. Хитре! Хитрешӗн нумай хӗр чӗри арча пек уҫӑлать те вырӑн парать. Кӗвӗҫсен те пытарать, хирӗҫсен те килӗшет. Хитрелӗх — ҫут ҫанталӑк парни. Санька унпа вӑтанмасӑрах усӑ куратчӗ.

Район центрӗнчи килне каймасӑр, ӑна шӑматкун ялти фельдшер пункчӗн заведующийӗ, ҫӳҫӗсене водород перекиҫӗпе хӗретнӗ Лида Пакетовӑ, кӗтетчӗ.

Кӗвӗҫекен — хӑй кӗвӗҫнӗ ҫын ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе хӑвӑрт пӗлет, кӗвӗҫекеншӗн шӳтлесе каланӑ сӑмах та час-часах чӑнлӑх. Виҫӗ хӗр те пӗр-пӗрне аван паллакан ҫеҫ мар, ҫитменлӗхсене те пӗлекен пулчӗҫ. Тахӑшне ытларах кӑмӑллатчӗ Санька. Пӗлме ҫук. Унӑн чӗри чул евӗрлех пулнӑ пулас, хӗр асапӗсем ӑна тӗкӗнмерӗҫ те. Вӑйӑ картинче-и, клубра-и — унӑй кӑшт шӑл витӗр тухакан сасси янӑрать, унран маларах никам та ялта «цыганочка» та, чӑваш ташшине те ташлама пултараймасть. Те унӑн ташшине, те унӑн хитрелӗхне ӑмсанакансем ӑна «пӗрремӗш сорт каччӑ» тесе тӗккелесе те илеҫҫӗ.

Утмӑлтан иртсен ват ҫын куҫӗ тӑван ҫӗр ҫине час-часах ҫӳҫенсе пӑхать. Вӑл ӑна тӑрантараканӗ, усраканӗ ҫеҫ мар, ӑна ӗмӗрлӗхех йышӑнаканӗ. Утмӑлтан иртсен алла туя кӗресшӗн, ура утӑмне шутлать. Санькӑн ашшӗпе амӑшӗ те тахҫанах утмӑл урлӑ каҫнӑ. Кин мар, кин ачи ҫамрӑклатать ватта. Анчах старикпе карчӑкӑн ҫамрӑкланасси пулмарӗ-ха.

Туй тума хатӗрленӗ сӑра та ахаль ӗҫкӗрех кӑпӑкланчӗ, туй ачисем сиксе авас урай та тӑван-пӗтен урисемпе тӗрленчӗ, туй арӑмӗсен шӳлкемисемпе вӑчӑрисем те, тухйисем те арчаран тухмарӗҫ; туйсене ҫӳреме юратакан мыскараҫӗ та йытӑ тирне параппан валли ҫӗртме тислӗк айне хураймарӗ, ҫӗнӗ параппан пулмарӗ; ашшӗ те кинӗн минтерӗ ҫинче лараймарӗ, амӑшӗ те парне кӗпи тӑхӑнаймарӗ.

Юлашки икӗ ҫулӗнче тем пулчӗ Санькана, тем улӑштарчӗ унӑн пурнӑҫне. Тепӗр чухне час-часах ӳсӗр, тепӗр чухне уйӑхшар нимӗн те сыпмасть. Ӗлӗкхи мӑнаҫлӑх, хӗрсем ҫине ҫиелтен пӑхни палӑрсах каймасть халь. Ҫулсем иртнӗ май «сортлӑхӗ» чакать-ши? Пӗл качча. Тен, теприсен лӗпки ҫирӗм виҫӗ-ҫирӗм пилӗк ҫулта тин питӗрӗнет?

Вут хутмасӑр тӗтӗм тухмасть, ҫӗр сӑмахсӑр ял пулмасть. Этем улшӑнмалӑх сӑлтавӗ пурах ҫав…

Пӗлесчӗ сирӗн Ҫавалкассинче ҫӗнӗ ҫула мӗнле кӗтсе илнине. Пуш ҫамка текен тӑвайкки патне мӗн иртенпех халӑх куҫать. Ҫак тӑвайкки урлӑ урӑм пуҫӗнчен тытӑнса Ҫавала юхса тухакан Сӑнар шывӗн ҫыранӗ хӗрнех пырса тухать. Тӑвайкки тӑрринче тӳпенелле кармашнӑ тӑватӑ хурӑн пас тытнипе юмахри тӗрӗ пек туйӑнать: ытла та чӑлт шурӑ вӗсем. Лӑпӑс-лӑпӑс кӑтра турачӗсем ҫураҫса кайнӑ хӗр пек тарӑн шухӑшлӑ. Ҫулла кунта уявсенче вӑйӑ карти кӗрлет. Тӗр-тӗр вӑйӑ салансан хурӑнсен ҫумӗнче мӗн шуҫӑм киличченех пӗр-пӗринчен уйрӑлайман хӗрпе каччӑ шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса тӑраҫҫӗ. Телей пуриншӗн те пӗр мар: хушша хура кушак та кӗрет, юрату тимӗр мар — арканать, урайне ӳкнӗ тӑм чӳлмекле ҫурӑлать. Уйӑхлӑ-ҫӑлтӑрлӑ е хура чаршавлӑ каҫсенче хурӑнсен шурӑ чӑлхи ҫинче ҫӗҫӗпе касса ҫырнӑ ятсем ҫуралаҫҫӗ. Сӑхакан хут ҫине чернилпа ҫырнӑн, йывӑҫсем ӳснӗ май, саспаллисем сарӑлаҫҫӗ, пысӑкланса кӑмпаланаҫҫӗ. Ҫулсен чуппи кивӗ ятсене ҫухатать, ҫӗннисене хушать.

Юрату хурӑнӗсем. Ҫапла ят панӑ вӗсене Ҫавалкассем. Ҫакӑнта пухӑнаҫҫӗ ҫынсем ҫӗнӗ ҫула. Ҫамрӑкки ӗмӗтленет, ватти — иртнине аса илет. Кам ҫунашкапа килет, кам йывӑҫ тӑркӑчпа, хӑшӗсем тенкелпе е ятарласах пӑрлантарнӑ валашкасемпе. Ҫемьеллисем ҫара ҫуна туртса килме те ӳркенмеҫҫӗ. Купӑс сасси те, сивӗ сывлӑшра янӑракан ҫамрӑксен юрри те, мыскарапа ҫуралнӑ кулӑ та пӗр вӗҫӗм малаллах, малаллах талпӑнакан пар лаша шӑнкӑравӗ евӗр лӑпланусӑр.