Выбрать главу

Тепӗр чухне сулӑнчӑк ҫапнипе ҫуна ҫур тӑвайккинчех тӳнсе каять, ларса пыраканӗсем шурӑ юр тинӗсне чӑмаҫҫӗ. Хӗрсемпе хӗрарӑмсем ял илтмелле кӑшкӑрашаҫҫӗ. Ура ҫинӗ тӑрсан — хӑрани иртет, силлесен тумтир ҫумне ҫыпҫӑннӑ юр та уйрӑлать, хӗве сивӗ ҫапни те манӑҫланать.

Уяв. Асран кайми тӑван ҫӗршыв уявӗ — яшшине ҫунатлантараканскер, ваттине — яшлантараканскер.

Санька ун чухне кӑнтӑрла ҫитиччен хуплӑ ҫуна туртса килнӗччӗ. Хӗрӗнкӗ каччӑн чарусӑр куҫӗ тӑвайккинчен ярӑнса анакан мӑшӑрсене сӑнарӗ. Хурӑнсем патӗнче темиҫе хӗр тӑратчӗҫ.

— Ну, кӑсӑясем, килӗр-ха, вӗҫтеретӗп.

— Лида Пакетовӑна вӗҫтер.

— Ӑна та, сире те. Вырӑн ҫитет. Килӗр тата, мӗн курнӑҫланатӑр? — чӗнчӗ Санька.

— Анна, кай, — тӗртрӗҫ хӑйсен ушкӑнӗнчен пӗрине.

— Анна, кил, — чӗнчӗ каллех Санька.

Ыттисем каччӑн йӑлине аван пелеҫҫӗ иккен. Сахал-и вӑл пӗр ҫуна хӗр тиесе тӑвайккинчен анса ҫитиччен пӗрерӗн-пӗрерӗн юр ӑшне пӑрахса хӑварнӑ?

Анна кӗттерсе тӑмарӗ. Санька ӑна ларма пулӑшрӗ, ҫунине тапса ячӗ. Ҫуна аялалла ыткӑнчӗ. Каччӑн аллисем хӗре ытамласа илчӗҫ… хӗре хӑй ҫумнерех пӑчӑртарӗҫ. Тапкаланакан, вӑрҫакан Аннана каччӑ темиҫе хутчен чуп турӗ…

— Хитре. Мӗнле эп ӑна ку таранччен асӑрхаман? — вӗҫрӗ каччӑн пуҫӗнче шухӑш.

Аяла анса ҫитсен Анна каччӑ ытамӗнчен вӗҫерӗнчӗ. Санька хӗр куҫӗнчен юхса аннӑ куҫҫуле асӑрхарӗ. Тен, ҫилпе тухнӑ? Мӗншӗн-ха тарӑхтӑр хӗр хӑйне чуп тунӑшӑн?

Анчах урӑхла пулса тухрӗ. Анна Санькӑна темиҫе хутчен питӗнчен ҫупса ячӗ.

— Акӑ сана, намӑссӑр, акӑ! — пӑшӑлтатрӗ хӗр. Анна улӑхри юр кӗрчӗ тӑрӑх аша-аша аяккалла чупса кайрӗ. Санька ҫаплипех пӗрре путакан, тепре ҫӗкленекен пӗчӗк пӳллӗ хӗр кӗлеткине тинкерчӗ. Хӗр яла кӗрсе ҫухалчӗ. Сакька вара ҫунине пӗчченех туртса хӑпартрӗ те килнелле утрӗ. Унӑн чунӗ темӗнле вырӑнта марччӗ ҫав вӑхӑтра.

Мӗн пӑлхатрӗ-ши унӑн чунне? Хӗр ҫупса яни-ши? Мӗнле-ха вӑл ҫавнашкал хитре качча ҫупса яма ал ҫӗклерӗ? Кам тата? Ятсӑрскер. Вӑтам шкул пӗтернӗ ӗнтӗ. Сахал-и халь ялта вӑтӑм шкул пӗтерекен? Ӗне сӑвать. Вӗреннӗ хӗрсем юратаҫҫӗ Санькӑна. Ку ӑна ҫупка ҫитерме хӑять.

Пӗррехииче клубран тухнӑ Аннана Санькӑн аллисем ҫатӑрласа тытрӗҫ.

— Татах вӑрҫатӑн-и, чӗрӗп?

— Мӗн эс куршанак пек ҫыпҫӑнатӑн? — тавӑрчӗ хӗр. — Курнӑҫатӑн ытлашши.

— Ан вӑрҫ-ха, Анна, — шӑппӑн, йӑлӑнса каланӑн сӑмах хушрӗ каччӑ.

— Сана мӗн… сана Лида Пакетова вӗрентет-и?

— Мана валли хам тӑн та ҫитет.

Каччӑ хӗре ӑсатса яма пулчӗ. Лешӗ хирӗҫлерӗ.

— Тавтапуҫ, эп хам та кил тӗлне аванах пӗлетӗп. Сурӑх мар, ҫӗтес ҫук. Ыттисене ӑсат. Ку Санькӑна аптратсах пӑрахрӗ.

«Пулма пултараймасть ялта мана тиркекен хӗр, — шухӑшларӗ вӑл, час-часах хӑйне лӑплантарса. — Тен, урӑх мел шырамалла? Е, ҫарти пек каласан, тактикӑна улӑштармалла? Пуласлӑх пирки систерес…»

Тепрехинче клубран пӗрле тухсан ҫапла ыйтрӗ:

— Нумай калаҫмастӑп: мана качча пыратӑн-н? Акӑ ман философи.

— Тилпӗрен ҫимен-ха.

Каччӑ хӑй сӑмахӗсемпе хӗр чӗрине пӑлхатнине пӗлеймерӗ, вӑл татах ҫине тӑра пуҫларӗ. Юратун курӑнми вӗренӗ ӑна хытах кӑкарса лартрӗ-мӗн. Анна мӗн чухлӗ хирӗҫрӗ, вӑл ҫавӑн чухлӗ тимӗрҫӗлле пӗр вырӑнта кӳпкерӗ.

— Паян та ҫавнах калатӑп: качча пыратӑн-и?

— Эс вӑл шухӑша пӑрах. Вӗренме тытӑн, кӗр пӗр-пӗр института вара ухмахланма вӑхӑт юлмасть, — тавӑрчӗ хӗр.

— Ман ӗҫ вӗренмесӗр те лайӑх.

— Хӑйӗн юрриех, — кӳрененҫи пулчӗ хӗр. Анчах йӗкӗте епле хӑйса калӑн-ха «санӑн сӑмаххусем мана ахаль те канӑҫ памаҫҫӗ», тесе. Аннан хирӗҫлесси те сахалланчӗ, ӑсатма пыма та чармарӗ, хӑй те час-часах каччӑ куҫӗ умне лекме тӑрӑшрӗ.

Санька урӑхларах шухӑшларӗ: Аннан каччӑ пур. Камне вӑл пӗлеймерӗ, ялта мар, таҫта техникумра ӗнтӗ.

Иртнӗ эрнере хӗр сасартӑк ӑна ҫунатлантарса ячӗ. Вӑл унӑн яланхи ыйтӑвӗ пирки ҫапла хуравларӗ: «Ан васка, вӗренсе тухсан татса калӑп».

Сӑнька хӑй улшӑнса кайнинчен хӑй тӗлӗнчӗ. Уя юр тытма тухсан ыттисемпе пӗрлех ӗҫлерӗ, кӗлет патӗнче тыр аллакан хӗрарӑмсене сортировкӑна ҫавӑрса пама пулӑшрӗ. Шӳтлерӗ, кулчӗ.

— Лида Пакетова кайнӑшӑн саваннӑ, — калаҫрӗҫ хӗрарӑмсем.

Чӑнах та ялти фельдшер пункчӗн заведующийӗ районти больницӑна ӗҫлеме куҫрӗ. Каччӑ юратӑвне кӗтсе илеймерӗ пулас.