Выбрать главу

…Клубран тухнӑ бригадир килнелле утрӗ, «Вӗренсе тухсан татса калӑп, — аса илчӗ вӑл хӗр сӑмахне. — Каларӗ халь. Акӑ кама кӗтнӗ Анна. Павел та аван юлташ, килнӗ-килменех ура хурать».

4

Кӑнтӑрлаччен Анна аптекӑна йышӑнса пӗтерчӗ. Шкап тасатиччен, сӗтелсемпе пукансем тата тӑрӑхла сак ҫине вӑхӑтлӑха кӑларса лартнӑ эмел склянкисемпе кӗленчисене эфирпа йӗпетнӗ мамӑкпа сӑтӑрчӗ. Кристаллӑ йод склянкине витнӗ пергаментлӑ хута улӑштарма тиврӗ: эмел пӑсӗсем йӑлтах ҫунтарса хӑмӑрлатса лартнӑ. Пакетланӑ порошоксем валли те савӑтсем тупӑнчӗҫ. Ҫилӗм ҫук пирки этикеткӑсене ҫыпӑҫтарма коллоидпа усӑ курма тиврӗ, пӳрте эфир шӑрши тапса тухрӗ.

Формологи йӗркипе наркӑмӑшлӑ эмелсене уйрӑм ҫӗрте тытмалла. Ӑна Анна аван пӗлет. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ тепӗр шкап ҫук пулсан? Ҫавӑнпа пӗр ҫӗре хума тиврӗ. Наркӑмӑшлӑ эмелсен ҫӳлӗкӗ ҫине вӑл латынла «Фенено» тесе ҫырса ҫапрӗ, марлӗрен тунӑ каркӑҫпа карса хучӗ. Часах аптекӑ пӳлӗмӗ тирпейленсе, ҫуталса кайрӗ.

— Шикарнӑ. Кӑна ӑнланатӑп. Аптекӑ ӗҫӗ вӑл арҫын ӗҫӗ мар, — ҫырса пӗтернӗ акт ҫине алӑ пусрӗ Костя Коновалов ветфельшер, — Каҫарӑр тӳрӗ каланӑшӑн, санран паян, Анна Николаевна, ҫур литр ӗҫмеллеччӗ. Хӗр тесе ӑна-кӑна ыйтмӑп, ҫапах ху парӑмрине ас илсех тӑр. Ҫавна ан ман: выльӑх тухтӑрӗн пиратран кая мар пулмалла. Уйрӑмах шыҫӑсене ан шелле: кас, вакла. Пӗлмесен, е иккӗленсен хам пата, участока пыр. Малтанах хам та килкелӗп.

— Тавтапуҫ, — тавӑрче хӗр. Ал парсах сыв пуллашрӗҫ.

Анна пӗчченех тӑрса юлчӗ. Пӗтӗм колхоз выльӑхӗн сывлӑхӗ халь унран килет. Ирӗксӗрех шухӑшлаттарать, хӑратать. Ҫитменнине, диплом та илеймен-ха, ҫулла государствӑ экзаменӗ. Хӗр тухтӑр ӗҫне юратать. Тавах Костя Коновалова, вӑл нумай пулӑшрӗ.

Аптекӑ сысна пӑхакансен общежитийӗн пӗр пӳлӗмӗнче. Ӑна чуспа картласа ҫеҫ уйӑрнӑ. Кунтан колхоз правленине каякан ҫул енне икӗ чӳрече, фермӑ енне тепре тухать. Ҫурт умӗнче пӗр пысӑк пӗве. Пӗлтӗр унти шывпа выльӑх шӑваратчӗҫ, кӑҫал Костя чарнӑччӗ. Пӗве леш енче — кормокухньӑ. Ӑна пӗр пысӑк кӗлетрен тунӑ.

Паян ирхине, ӗне ферминчен килнӗ чух, шкул ачи пек пӗчӗк пӳллӗ, вӑтӑртан иртнӗ пулин те ҫирӗмри евӗрлех ҫамрӑк курӑнакан кӑвак куҫлӑ Лисук кӗвентепе шыв ӑсса хӑпаратчӗ.

— Мӗн тӑван ку шывпа? — интересленчӗ Анна.

— Пӗлми те пултӑн-и? Ҫӗр улми пӗҫерме.

— Кунтан юрамасть. Коновалов чарнӑ. Шывӗ хуртлӑ.

— Ай, ӑна эс те пӗлетӗн-и? — куланҫи пулчӗ Лисук. Унӑн сассинче тӑрӑхлани палӑрчӗ.

— Пӗлетӗн-и ҫеҫ мар, чаратӑп та. Каланӑ-тӑк юрамасть тесе — юрамасть. Сыснасене чирлеттерсе пӗтеретӗр, — ҫирӗппӗн татса каларӗ Анна.

Лисук, урӑх Аннапа калаҫас килменнӗн, шыв витрисене чӳхентерсе малалла темиҫе утӑм турӗ, унтан тем ҫухатса хӑварнӑн каялла ҫаврӑнчӗ:

— Юрать турӑ кама арҫын тумаллине пӗлсе тунӑ. Костя чармасть, ҫурхи шыв таса, тет. Эс пур, ӗҫлеме тытӑнман, хушма та пикенетӗн. Эс мана шыв турттарса пар, эп вара йӑтмӑп. Халех сӑмсуна ытла ҫӳле ан каҫӑрт.

Анна, фермӑ заведующийӗ патне кайса, шыва Ҫавалтан турттарма хушрӗ.

Хапӑс Хветӗрӗ, вӑтам пӳллӗ, аллӑсене ҫывхаракан арҫын, Трофим Матвеевич киличчен колхоз председателӗ пулнӑскер, яланхи йӑлипе янахӗ ҫине тухса ларнӑ пысӑк шӗпӗнне хыпаларӗ. «Шыв? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ фермӑ заведующийӗ. — Ҫуркунне кам Ҫавала каять? Эс хӑв ӗнӳсене унти шывпа шӑвар, мана хушса ан ҫӳре, ман хамӑнах пуҫлӑх пур. Трофим Матвеевич кашни кунах ман тире пӗрер хут сӗвет».

Анна хӑй ветеринари фельдшерӗ пулса ӗҫлеме тытӑнни ҫинчен калама хӑяймарӗ. Вӑтаннипе хӗрелсе кайнӑскер, аптекӑ енне ҫаврӑнса утрӗ. Унӑн сӑмахне нимӗн вырӑнне те хуманшӑн йӗрсе те пӑхрӗ. Хуйхи-суйхи аптекӑ йышӑннӑ чух ҫухалчӗ. Ун чухне общежитине Хветӗр кӗнӗччӗ. Анна эмелсемпе аппаланнине курсан, тӗлӗнчӗ пулас: ӳсӗркеленҫи турӗ, Костьӑран пирус илсӗн, тухҫа кайрӗ. Анна ӑна сиввӗн пӑхса ӑсатрӗ.

Акӑ халь, кормокухньӑ патне шыв турттарса килекен заведующине курсан, Анна савӑнса кайрӗ. Хветӗрӗн сулахай алли ҫук: вӑрҫӑра хӑварнӑ. Малтан протез тӑхӑнатчӗ, халь пушӑ ал ҫаннине ҫыхҫа ҫеҫ лартать. Хӑрах алпа ӑна тилхепе тытма та йывӑр, лашине пӑрнӑ чух тилхепе вӗҫне шӑлпа ҫыртса туртать.

— Вӗсен ҫын ҫитмест пулмалла, хӑй шыв турттарать, — шухӑшларӗ Анна. — Те мана ҫилленнипе хӑй кайнӑ?

Хӗр тухма хатӗрленсе шкапа питӗрчӗ кӑна, алӑка шаккамасӑрах Санька кӗчӗ. Атӑпа, кӑвак плащпа. Ҫар карттусӗ айӗнчен кӑтра ҫӳҫ пайӑркисем курӑнаҫҫӗ. Ҫурхи ҫилпе тата хӗвелпе пичӗ тӗксӗмленнӗ, тути ҫуркаланнӑ.

— Кӗтменччӗ пуль? Эпир «целинник» те мар, орден та илмен.

Анна ун ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑран пулас, каччӑ сасартӑк шӑплакчӗ, пуҫне ҫӗрелле пӗкрӗ.

— Эх, Анна! Шанаттӑм, кӗтеттӗм. Шаннӑ кайӑк йӑвара пулмарӗ.