Выбрать главу

— Мӗне шанаттӑн? Мӗне кӗтеттӗн? Мӗн пулнӑ сана? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Анна.

— Пӗлмене перетӗн апла? Вӑхӑта ма ахаль сая ярас. Ме, вуласа тух. Акӑ ман философи…

Хӗре конверт тӑсса пачӗ, вӑртах ҫаврӑнса пукана ӳкерчӗ, алӑк патне ҫитсен ҫеҫ: — Ҫӗнӗ ӗҫре лайӑх ӗҫлемелле пултӑр, — тесе хӑварчӗ.

Пӳрт алӑкне яриех уҫса ярса вӑл кӑштах Микулай мучие ураран ҫапса ӳкермерӗ, каҫару ыйтмасӑрах авӑнакан ҫенӗк хӑмисене силлентерсе утрӗ.

— Эппей! Пыл хурчӗшем тапӑннӑ упалла урша кайнӑ, — янраса юлчӗ мучи.

Каччӑ хӑлхине Николай Андреевич сӑмахӗсем кӗмерӗҫ те.

Ашшӗ сӑнран улшӑннӑ хӗрне курсан, ыраттарнӑ сӑмсине хыпаласа качча тата ытларах ятла пуҫларӗ:

— Анушах тӑмана. Улати калашле, колхош аппендицичӗ. Пушӗнче хӗр те ӗшкӗ. Кам ӑна бригадирта тытать? Хам Матвейчӑ пулшан ӗшрен мар, колхошран кӑларша яратӑп. Тӑхта эп ӑна… — тулалла васкасах тухрӗ вӑл.

Анна конверта уҫрӗ.

«Анна! Пирӗн юрату аманчӗ ҫеҫ мар, вилчӗ те пуль ӗнтӗ. Эс ытла та мӑн кӑмӑллӑ. Ҫавах ман шанчӑк пурччӗ-ха, сӳнменччӗ. Кампа вӑрмана — ҫавӑнпах кӑмпана, тесе шухӑшлаттӑм. Хамӑн пурнӑҫра, хамӑн ӗмӗре санпа пӗрлештересшӑн ҫунаттӑм. Халь те ҫавах-ха…

Пирӗн атте час-часах ҫапла калать: каччӑ автан, хӗр чӑх мар. Шухӑш килнӗ ҫӗртех авланаймӑн. Ват ҫын самахӗ тӗрӗс. Эп сана темиҫе хутчен те хам чӗрене сӗнтӗм — эс тиркерен. Ах, тирӗк тӗпӗ лекесчӗ тиркекене! Каҫар, тен, йывар та калатӑп пулӗ. Каллех ваттисен сӑмахне ас илмесӗр чӑтаймастап: сурӑх тӑвара, хӗр ятлӑ качча юратать. Эсӗ те ав вӗренни еннех пахатӑн. Мӗн калӑн: каччи ахалли мар: унӑн портретне те аш турамалли ывӑс пысӑкӑшӗх тӳса журналта пичетлеҫҫӗ. Кӳршӳсем-ҫке. Шӑхӑрсан та тӗл пулма пулать. Хӑвах каҫатӑн тата.

Телейсӗр эп. Тӑлӑх ҫӳҫе пек ытла та васкаса кӑчкӑ кӑлартӑм. Ак халь тӑм та тиврӗ: шанса типрӗҫ плюш пек яка юрату кӑчкисем. Анчах ҫавна асра тыт: телей этеме сывлӑш пекех кирлӗ. Кам ӑна ҫынсене тупма чӑрмантарать, кам ура хурса такӑнтарать — вӑл путсӗр. Вӑл хӑй телей мӗнне пӗлмест! Вӑл суккӑр! Акӑ ман философи.

Хитрене курма, ӑслипе пурӑнма лайӑх теҫҫӗ. Хитре те, ӑслӑ та эс. Пирӗнешкел ахаль ҫынсем ҫине пӑхас ҫук пулин те, ҫавах тепӗр хут шанас та килет. Хӑв панӑ сӑмаха манмасан, мана кӑштах та пулни хисеплетӗн пулсан, этем вырӑнне хурсан, тӗттӗмленсенех юрату хурӑнӗсем патне тух. Кӗтетӗп. Татах кӗтетӗп. Тухмасан… ӗмӗрлӗхех сыв пул…»

Йӗпетрӗҫ хӗрӗн куҫҫуль тумламӗсем клеткӑллӑ тетрадь листи ҫине ҫырнӑ ҫырӑва, сарса ячӗҫ симӗс чернилпа ҫырнӑ саспаллисене. Чӑтаймарӗ чун та: пыра чӑмӑркка капланса ларчӗ. Йӗни ҫеҫ ҫӑмӑллатать ӑша. Анна сасӑсӑр, лӑпланаймасӑр макӑрчӗ.

Санька… Юратать-ши хӗр ӑна? Ҫӗнӗ ҫул катаччийӗ. Ӑсатусем. Каччӑ ӑна пӗрре те пуҫсӑр пек туйӑнмарӗ. Ыталама мар, алӑ пама та вӑтанать. Ҫӗнӗ ҫулта ӗнтӗ ӳсӗрпе чуп турӗ. Кайран.. Е юратсан ҫын именет? Чӗлхи пур вӗт-ха унӑн. Юрататӑп, тесе каламалла мар-и? Атту яланах пӗр горӑ: качча пыратӑн-и е ҫук?

Ашшӗ Санькӑна юратмасть. Вӑл такамшӑн та паллӑ. Хӗрне каччӑ ӑсаткалать тени амӑшӗн хӑлхине пырса кӗрсен, тӑтӑшах ятлаҫрӗ.

— Тупнӑ вӗҫкӗне. Ял йытти вӑл. Кулать санран. Тӑкампа та ҫӳрерӗ. Хӑв хыҫҫӑн ура ярса ан пустар.

Кашни кунах ҫавнашкал сӑмахсем. Те аннӳне итлемелле, те чӗрене? Кам халичен юратса курнӑ? Амӑше ятлаҫнӑҫемӗн Санька ытларах аса килет. Кӗнеке вулама ларсан та шухӑшсем сапаланса каяҫҫӗ: умра кӑтра ҫӳҫлӗ, кулакан каччӑ тӑрать. Вӑл ӑна хӑй асӗнчен хӑвалама тӑрӑшать, ҫапах умра вӑл. Е унӑн илемлӗ ташши аса килет. Мӗншӗн тиркеҫҫӗ ӑна? Лида Пакетова патне те кайма пӑрахрӗ. Ҫӗркаҫ ҫеҫ урӑхларахчӗ Санька. Тути типсе ларнӑ, куҫӗ темӗнле ют хӗлхемпе ялкӑшать. Ташласса та такам ҫине ҫилленнӗн, тарӑхса ташларӗ. Кайран йӑпах ҫухалчӗ. Шырарӗ Анна. Ҫук. Акӑ мӗншӗн тарӑхнӑ вӑл. Каччӑ чӗри ытла та чӑтӑмсӑр-мӗн. Виҫӗ-тӑватӑ ҫул каялла Санька такам ҫумне те ҫыпӑҫатчӗ, аташма юрататчӗ. Хӗрсем умӗнче пӗр-пӗр усал сӑмах лаплаттарса хурасси уншӑн темех пулман. Улшӑнчӗ халь, урӑх ҫын пулчӗ.

Павел? Ӑна куриччен асра та пулман. Мӗн пӗлет ун ҫинчен хӗр? Ухмаха тухсах Гальӑна юратнине, вӑл качча тухнишӗн тарӑхсах Казахстана кайнине пӗлет. Унпа калаҫма ҫӑмӑлтарах, вӑл нумай курнӑ. Тата ырӑ, ырӑ чӗреллӗ. Хӑй йӑмӑкне вӗрентнӗ пек вӗрентет. Тен, Анна Санькӑна мар, Павела юратать? Ҫук. Пулма пултараймасть. Унпа пӗрле киле килнӗшӗнех кӗвӗҫет-ши Санька?

Ҫын кӗнине те сисмерӗ хӗр.

— Анна! Сысна аҫисем вӑрҫса пӗр-пӗрне амантса пӗтернӗ. Хамӑр кормокухньӑра чух иккӗшӗ те пӳлӗмсене ҫӗмӗрсе тухса кайнӑ та, аран хупса лартрӑмӑр. Пӗри вилет пуль-и! Айта-ха…

Лисук-ҫке. Тухтӑр васкасах йӗпеннӗ куҫне шӑлса типӗтрӗ, анчах хӗрарӑмран мӗн пытарӑн ӗнтӗ?