— Эс, Анна, ирхишӗн ан ҫиллен. Чун кӳтсе ҫитрӗ. Атту пирӗн фермӑ ама ҫури ачи пек. Никам та хисеплемест. Выльӑхӗсене шел. Эп тепрер эрнерен ӗҫлеме пӑрахатӑп. Хал ҫук тӳсме.
«Эх, Лисук, Лисук, — шухӑшлать Анна, эмелсем хатӗрлесе. — Эс мана ирхишӗн макӑрать пуль тетӗн-и? Пур кӳрентернине шута илсен, пурин ҫине те чӗререн тарӑхсан, юнӑхса пурӑнсан — этем-и вӑл? Вӑрӑм-и ҫамрӑк ӗмӗр? Сан ак вӑл иртсе те кайрӗ, ман халь ҫеҫ пуҫланать. Нумай вӑхӑт иртрӗ-и ачалӑхпа уйрӑлнаранпа? Ҫук. Ав, халь кӳрентерекен ҫыру та ҫыраҫҫӗ ун патне. Унччен кӑна Аннана час-часах ҫунат кирлӗн туйӑнатчӗ. Ҫӳрессе те вӑл утса ҫӳремен: чупнӑ ҫӗрте чупнӑ, утнӑ ҫӗрте утнӑ. Вӑйӑ картине тухсан ҫил арман ҫуначӗ те ун пек ҫаврӑнайман пулӗ. Сайра тухнӑ вӑййа, анчах тухсан савӑнма пӗлнӗ, вӑтанса, пытанса тӑман. Дояркӑра ӗҫленӗ чух та, алла пуш витресем кӗрсен, алсене ҫунат пек сарса, ҫаврӑна-ҫаврӑна чупнӑ. Ҫамрӑклӑх этеме нихӑҫан та иртессӗн туйӑнмасть, ҫамрӑк нихӑҫан та ватлӑх ҫинчен тӗлленмест. Вӑхӑт шӑвать. Ак, Санька чуп тунӑран пӗҫерекен тута. Темиҫе хут ҫупнӑччӗ ӑна уншӑн. Хӗлле пулнӑ вӑл. Халь ҫуркунне. Пӗлмест ҫамрӑклӑх вӑхӑт васкавне, пӗлмест вӑхӑт юхӑмӗ пурнӑҫ урапине ҫавӑрнине. Кӗске этем ӗмӗрӗ, хӗр ӗмӗрӗ — хӑналӑх».
— Каяр, Лисук — чӗнчӗ Анна, пӳлӗмне питӗрсе.
— Каяр ҫав, каяр. Атту вилсе выртсан, тӳлесе те ҫитеймӗпӗр. Эс ирхишӗн ан ҫиллен, — тепӗр хут ас илтерчӗ Лисук.
— Ҫилленместӗп. Пӗвери шывпа сыснасем чирлеме пултараҫҫӗ. Ун чухне хӑвӑрах йывӑр пулать.
— Ҫапла ҫав. Ҫапла.
Вите алӑкне уҫса ярсанах витере шыв тӑнине, ун тӑрӑх ҫӳреме хӑма пӑрахнине курчӗ Анна. Хӑма ҫине пуссан, ура пичӗ таран тислӗк шывӗ хӑпарчӗ. Шеллесе пӑхрӗ Лисук ҫӗнӗ тухтӑрӑн йӑлтӑртатса тӑракан атти ҫине.
— Асӑрха, кунта кӗрсе ӳкме те пулать. Эпир хӑнӑхнӑ та, аптрамастпӑр.
Сыснасем хуҫа сассине, илтсе хускалчӗҫ, нӑриклетме тытӑнчӗҫ.
Вити те вите темеллех мар. Тахҫан хӑма сарнӑ коридор йӗркеллех пулнӑ пуль. Халь хӑш-пӗр ҫӗрте хӑмисем хуҫӑлса кайнӑ, шӑтӑк-путӑк кӑна. Хӑш-пӗр ҫӗрте ура туртса кӑларми пылчӑк. Пӳлӗмсен каштисем, чӳрече ҫытарӗсем ҫинче пӳрне хулӑнӑш тусан.
— Ҫавна тасатма та вӑхӑт тупаймаҫҫӗ-ши? Хветӗр те мӗн пуррипе ҫырлахать, — шухӑшларӗ Анна.
— Акӑ ҫакӑнта, — чарӑнчӗ Лисук.
Чусран тунӑ пӳлӗм алӑкӗ. Ӑна сысна аҫи петлипех тӑпӑлтарса кӑларнӑ. Халь алӑкне пысӑк вӗрлӗкпе тӗкӗлесе лартнӑ. Кӑтӑрса кайнӑ выльӑх лӑплансах ҫитеймен, тутинчен кӑпӑк кӑларсах тӑшманӗпе ятлаҫать.
— Робинзон… Робинзон… Лӑплан. Лӑплан, — ачашларӗ ӑна Лисук.
Сысна пӑхакан хыҫҫӑн пӳлӗме Анна та кӗчӗ. Пӗчӗк чӳречерен ҫутӑ вӑйсӑррӑн ӳкет. Апла пулин те, чи малтан тухтӑр ҫӗрӗк пӗрене хӑвӑлӗнчен хӑй ҫине чӑл-чӑл пӑхса ларакан йӗке хӳрене курчӗ. Тискер кайӑк пӗрре хӑвӑла кӗме хӑтланчӗ, ҫаврӑнса ҫитеймерӗ, унтан урайне сиксе хӑма айне кӗрсе ҫухалчӗ. Анна кӑшкӑрса ячӗ. Мӗн тӑвӑн-ха: Анна пӗчӗкренпех йӗке хӳресемпе шӑшисенчен хӑрать. Ют сасса илтнӗ е эмел шӑршине сиснӗ сысна аҫи канӑҫсӑрланчӗ, ура ҫине сиксе тӑчӗ. Унӑн кӑкӑрне виҫӗ ҫӗртен ҫурнӑ. Суранӗсене Анна водород перекиҫӗн шывӗпе ҫурӗ, йодоформ сапрӗ.
Теприн патне кайрӗҫ. Ку аҫи «Дикарь» ятлӑскер, нимӗн пулман пекех, хӗрачасене лӑпкӑн кӗтсе илчӗ, Аннан хӑрани те иртсе кайрӗ. Кунӑн аяккнне ҫурнӑ. Хӗрлӗ аш та курӑнать. Лисук «Дикаре» мӑйӗнчен хыҫса, ачашла пуҫларӗ. Анчах суран ҫине эмел лексенех вӑл сайра шӑртне тӑратрӗ, сиксе тӑчӗ. Лисук каялла чакрӗ, Анна пӑрӑнса ӗлкӗреймерӗ. Сысна асавӗ резинӑ атӑ витӗрех ура хырӑмне шӑйӑрса кайрӗ. Тухтӑрӑн аллинчи спринцовки тухса ӳкрӗ. Лисук алӑка хупса лартма ӗлкӗрни ҫеҫ вӗсене ҫӑлса хӑварчӗ.
— Сысна мар, чӗр шуйттан вӑл. Хӑҫантанпа ӑна эпир аша кайса пама ыйтатпӑр. Тем тытса усрать Хветӗр пичи, — янрарӗ Лисук.
Анна сӑмах чӗнмесӗр витерен тухрӗ.
«Эх, фельдшер. Ыран халь санран пӗтӗм фермӑ кулать ӗнтӗ. Лисук сӑмах сарма ӳркенсех тӑрас ҫук. Ӗҫлес дояркӑрах. Кӑҫал та ыттисенчен нумайрах сӗт суса илмелле, — шухӑшларӗ вӑл аптекӑ енне утнӑ май. — Лаша тапсан тата? Вӑкӑр тӗксен? Ҫитрӗ пурнӑҫ. Хӗр пуҫӑн чӑлах пулса юлӑн».
Санька пӑсрӗ тата кӑмӑла. Хӗр самантлӑха хӑйӗн суранӗ ҫинчен те манса кайрӗ. Каллех пыра чӑмӑртак хӑпарчӗ. Ӑна тӗксе антарма куҫҫуль тапса тухрӗ.
5
Мӑн урам тӳремлӗхе анса ҫитнӗ ҫӗрте, виҫӗ юп пӗр ҫырмана пӗрлешет. Ваттисем каланӑ тӑрӑх, ҫак ҫырмана патша вӑрҫичченех курӑс касакансем пӗвеленӗ пулать. Ун чухне тавраллах вӑрман пулнӑ имӗш. Халь тӗве пуҫӗ ҫеремленсе хытса ларнӑ. Ҫурхи сапланчӑк шывсем те, вӑйлӑ ҫумӑр та уншӑн хӑрушӑ мар. Ытлашши шывӗ валакран юхса тӑрать.
Пысӑк пӗве кӳлӗпе пӗрех. Кукурузӑ шӑтса тухса тӑватӑ ҫеҫкене ларсан, чӑн-чӑн ҫулла пуҫланать. Ун чухне самӑр та лӑпкӑ карпсен туйӗ хусканать. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче пӗвен ӑшӑх вырӑнӗсенче шыв лӗп. Ҫак вӑхӑтра пулӑсем, лаша кӗтӗвӗ шыва кӗнӗ пек, шапӑлтатса, вӑлча сапма пуҫлаҫҫӗ.