— Трофим Матвеевич, эсир тӗрӗс ӑнланмарӑр, — чӑтаймарӗ Павел. — Эп кукурузӑна ҫӗртме луссине акассине хирӗҫ. Ӗнесене ҫулса ҫитерме викӑпа сӗлӗ хутӑшӗ аксан та кукурузӑран тухӑҫлӑрах.
— Кам вара эс, ытлашши нумай пӗлекенскер? — ҫиллелсе кайрӗ Мирон. — Йӑнӑшмастӑп пулсан, эсир тракторист пулмалла. Анчах нумай пӗлекен ҫын пекех критиклесшӗн. Эс мана агрономипе ан вӗрент, эп институт пӗтернӗ, — сӗтел ҫинчи хучӗсене пуха пуҫларӗ вӑл.
— Институт тесе пуҫна ытлашши каҫӑртмасан та юрать, — сасартӑк касса татрӗ Володя. — Агроном, агроном… Тракторист та халь агроном. Мана ҫулталӑкра эс пӗрре килсе каркаланса кӑтартни чӑпӑркка аври тӗшне те тӑмасть. Хут агрономӗ эс, ҫӗртен уйрӑлса кайнӑскер. Халиччен плуг аври тытнӑ-и?
— Ҫитӗ сире, — чаранҫи пулчӗ Трофим Матвеевич. Тавлашу татах хӗрсе кайрӗ. Бригадирсам хутшӑнчӗҫ.
— Мӗншӗн пирӗн икӗ хуҫа? Мӗншӗн эпир Сухви ачисем пек пурӑнатпӑр? — сиксе тӑчӗ Санька.
«Сухви ачисем» тенӗрен, нумайӑшӗсӗм кулса ячӗҫ. Сухви — сакӑр вуннӑсене ҫывхаракан карчӑк. Хӑй ӗмӗрӗнче пӗрре йӗкӗреш ачасем ҫуратнӑ та, икӗ ывӑлӗ те килте мар, хуласенче пурӑнаҫҫӗ. Тахҫанах ҫемьеллӗ, ача-пӑчаллӑ пулнӑ. Карчӑка ҫеҫ никам та пӑхмасть. Пӗр ывӑлӗ теприне: «Эсӗ каярах ҫуралнӑ, аннене санӑн пӑхмалла», тепри: «эс каярах ҫуралнӑ, санӑн пӑхмалла» теҫҫӗ. Нихӑшӗ те хӑй патне илсе каймаҫҫӗ, иккӗшӗнчен те амашӗ алимент илет, хӑй пӳртне хутса ӑшӑтайманнипе ют ҫын патӗнче пурӑнать.
— Кӑна тата мӗнле ӑнланмалла? — ыйтрӗ председатель.
— Тракторсене эп бригадӑсем тӑрӑх ҫирӗплетсе пама ыйтатӑп. Пӗр хуҫа пултӑр. Трактор бригадине пӗтермелле, — янрарӗ Санька.
Паян вӑл савӑнӑҫлӑ, тути ҫинче кулӑ ҫиҫет.
— Ку тата мӗнле анархи? — хутшӑнчӗ ку таранччен калаҫмасӑр ларнӑ Виссарион Маркович. Вӑл паян канашлӑва пухӑннӑранпах кӗтесри пукан ҫинче шарламасӑр ларчӗ. Сылтӑм аллипе час-часах сулахай кӑкӑрне сӑтӑрчӗ. Трактористсем тавлашни те ӑна интереслентермерӗ пулас, кукшаланнӑ пуҫӗ лӑнк та лӑнк усӑна-усӑна анчӗ.
«Мухмӑрла», — шухӑшларӗ Павел.
— Тен, кашни бригадира тата автомашинӑ ҫирӗплетсе памалла? Унашкал пулсан правлени те кирлӗ мар, — терӗ парторг.
— Тӗрес, Виcсарион Маркович, — килӗшрӗ председатель.
Павел хӗллехи пек хутса тултарнӑ пӳлӗмрен уҫӑлма тухрӗ. Ҫурхи сывлӑш тӳрех чуна тыткӑнларӗ. Ҫил вӑйланнӑ, тӳпене талкӑмлӑ пӗлӗтсем сырса илнӗ. Ҫавах ҫурт хӳттинче юр ирӗлет.
Ҫуркунне ҫитет. Сивӗ хӗл кунӗсем кӗрекерен тухса ҫӳп шӑтӑкнелле йӑпшӑнаҫҫӗ. Кунсерен тенӗ пекех шурӑ катан пирпе витӗннӗ тӳпе кӗленчеленсе кӑвакарать, хӗвел хуранӗ ялкӑшсах ҫунать. Инҫет аяккалла тарнӑ ҫемӗн тарать, куҫпа виҫейми анлӑланать. Кураксем йӑмрӑ тӑрринчи кивӗ йӑвисем те ҫуркунне ҫитнине туяҫҫӗ. Хуҫисене кӗтсе вӗсем ирӗлекен юрпа ҫӑвӑнса тасалаҫҫӗ. Сӑмсисем хуралнӑ ҫерҫисем шыва кӗреҫҫӗ. Ҫунаттисемпе ҫапнипе тӗк вӗҫет. Такам минтер пичӗ силлет тейӗн.
Савӑнать тракторист чӗри. Шухӑше унӑн текех ялта мар, хирте.
Каялла кӗнӗ ҫӗре Виссарион Маркович калаҫатчӗ.
— Матвеич, укҫа кирлӗ тетпӗр. Тен, кӑҫал тепре ҫӗр улмине каймалла мар-и?
— Пӗр ик ҫӗр центнер пек хамӑртан ытлашши пур-ши? Кам пӗлет, тен, вӑрлӑхлӑх ҫӗрнӗ? Пусӑра-ҫке. Запассӑр ларма хӑрушӑ.
— Колхозниксенчен вырӑнти хакпа пухас. Председателӗн питӗнче кулӑ палӑрчӗ, куҫӗсем типшӗн ялкӑшрӗҫ.
— Ку дельнӑ шухӑш. Хамӑрӑн ик ҫӗрне ӑсатсан, колхозниксенчен тӑват ҫӗр пухсан… Василий Иванович каллех тустарать ӗнтӗ. Рабочи клас ӗнси ҫинче пурӑнатӑр тесе ятлать. Эй, тепӗр тесен, упаран хӑрасан сунара тухас мар. Эс, Виссарион Маркович, техничкӑна чӗн-ха. Кунта килмен бригадирсем патне чуптар, кӗҫӗрех пуху пухас.
Павел, улшӑнса кайнӑ председателе курсан, ҫапла шухӑшларӗ:
— Вӑт сутӑҫ… Чӑн-чӑн купец.
— Канашлу хупӑнче. Кайма пултаратӑр. Эс, Мирон Семенович, эс, Кадышев, юлӑр-ха. Тавлашура тӗрӗслӗх ҫуралать теҫҫӗ.
Трактористсем салансан татах тавлашу хӗрсе кайрӗ. Е пӗрре Павелпа колхоз председателӗ, тепре Павелпа Мирон пӗр-пӗрне хирӗҫлерӗҫ. Йӑлтах мар пулин те, иккӗшӗ те Павел шухӑшне шута илмесӗр тӑма пултараймарӗҫ. Каччӑ хӑйӗн шухӑшне витӗмлӗ тӗслӗхсемпе хӳтӗлерӗ.
— Эс апрономие ӑҫтан пӗлетӗн? — тӗлӗнчӗ колхоз председателӗ.
Ҫӗр ҫинче ӳснӗ. Вӗренетӗп тата.
Техникумра-и?
— Ҫук, институтра.
— Вӑн епле. Пӗр сӑмахпа каласан, эп хам тавлашма юрататӑп. Анчах усси пултӑр. Уссӑр тавлашни — ӗҫе япӑхтарни. Вӗренни аван, анчах кирек камшӑн та пурнӑҫ аслӑ шкул. Мана Павел сӗлӗ усӑсӑр пулни ҫинчен ӗнентерчӗ тетӗр-и? Ҫук, пурнӑҫ ӗнентерчӗ эп ҫавӑнпа унпа килӗшеп. Сан, Мирон Семенович, хӑвӑн пуҫу пулмалла. Атту Вильямс та Вильямс. Вильямс та турӑ мар. Анкартинчи катемлин ҫеҫ хӑйӗн пуҫӗ ҫук. Ҫавӑнпа унран ҫерҫисемпе кураксем кана хӑраҫҫӗ. Эсир тавлашӑрах, ман урӑх вӑхӑт ҫук, — тухса утрӗ председатель.