Выбрать главу

Миронӑн ҫаврака пичӗ хӗрелчӗ. Ҫапах вӑл хӑйне алла илчӗ, курайманлӑхпа тулнӑ куҫӗпе Павел ҫине чӑр пӑхрӗ.

— Эс апла манман-ха, ҫаплах юнӑхса пурӑнатӑн? — шӑл витӗр калаҫа пуҫларӗ вӑл. — Ҫынсен куҫӗ умӗнче намӑс кӑтартасшӑн. Ахалех тӑрӑшатӑн, Павел. Галя сана та, мана та пулмарӗ.

Татах жалобӑ ҫыр, вара, тен, санах пулать.

Эп авланнӑ, — сасартӑк персе ячӗ Мирон.

— Апла пулсан татӑлтӑмӑр. Парас-илес ҫук, — кулса ячӗ Павел. — Эс ҫак тавлашӑва ахалех хӗрпе ҫыхӑнтаратӑн. Эп йӑнӑш ҫулпа утакансене тӳсме пултараймастӑп, — тухса кайрӗ каччӑ. Ӑшра ҫиленӳ туйӑмӗ те, вӗчӗрхенӳ те пулмарӗ.

3

Пӗрремӗш хут шкула кайсан, тепӗр виҫӗ кунтанах учительницӑ Павела хӗрача ҫумне куҫарса лартнӑччӗ. Унсӑрӑн йӑрӑ та шухӑ ачана епле аташма чарӑн. Малтанах вӗсӗм пӗр-пӗринчен ютшӑнмастчӗҫ, анчах ачасем каярахпа кулма тытӑнсан, тек вӗсем пӗр партӑ хушшине тем тусан та лармарӗҫ.

Павел тӑххӑрмӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫул амӑшӗ сасартӑк вилсе кайрӗ. Ял ҫыннисем хирӗҫ вӑрӑннипе тӗреҫ, врачсем пӳрле аппендицит, тесе пӗлтерчӗҫ. Ашшӗне вӑл кӑшт кӑна ас тӑвать: малтанхи кунах вӑрҫа кайрӗ те Мускав ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫусенче пуҫне хучӗ. Вун ултӑ ҫулхи Павел пӗр-пӗчченех тӑрса юлчӗ. Хӑех килти выльӑхсене пӑхрӗ, хӑех урайне те, кӗпи-йӗмӗсене те ҫурӗ, колхоза ӗҫлеме ҫӳрерӗ. Шкула пӑрахма тиврӗ.

Кӗркунне выльӑхсене колхоза пачӗ, хай МТСа тракториста вӗренме тухса кайрӗ. Ҫуркунне ӑна трактор шанса пачӗҫ, тӑван колхозне вӑл трактор бригадипе таврӑнчӗ.

Пӗр каҫхине Павел ҫӗртме пуссинче культиваци турӗ.

Ҫуллахи каҫ — шӑпчӑк ыйхи. Ҫунатне анчах уснӑ анӑҫ тухӑҫалла шӑвӑнса пычӗ. Хӗр куҫӗ пек кӑвак тӳпе ҫине инҫетри-инҫетри вӑрман сӑнӗсем тексӗммӗн ӳкрӗҫ. Ҫавал хӑви хушшинче шӑпчӑксем каҫӑхса кайсах юрларӗҫ, улӑхри шурлӑхра икӗ карӑш ӑмӑртмалла авӑтрӗҫ.

Культиваци туса пӗтернӗ Павел Ҫавал хӗррине анса ҫӑвӑнчӗ.

Кӑнтӑрла ҫывӑрнӑран-ши ыйхӑ килмерӗ. Килне кӗрсе тумланчӗ те тӑвалла хӑпарчӗ.

Ҫур ҫӗр иртнӗ. Ял сехечӗ — хӗрлӗ киккириклӗ автан — ыйхӑра. Вӑйӑ карти саланнӑ. Анчах кӗҫӗр… Акӑ, шкул урамӗнче кулса шавлани илтӗнчӗ.

— Ӑсату каҫӗ, — шухӑшларӗ Павел.

Ҫулталӑк иртрӗ. Ачасем вӗренсе тухнине пӗлтерекен аттестат илчӗҫ, малалла татах вӗренес тейӗҫ. Вӑл тӑрса юлчӗ. Ҫапах ахаль иртмерӗ ҫул. Тракторист пулчӗ Павел.

Купӑс кӗвви янраса кайрӗ, тахӑшӗн уҫӑ сасси юрӑ пуҫларӗ:

Кам сӑнанӑ? Хевел тухнӑ чух Тухӑҫ ылтӑн хӗмпе ҫуннине?

Унтан купӑс пӗр ҫаврӑм каласа илчӗ те, юрра ыттисем хутшӑнчӗҫ. Ҫурхи Ҫавал пек вӑй илнӗ кӗвӗ йӑмра ҫинчи кураксене пӑлхатса анкартисене, ҫуртсен хӳттине саланчӗ.

Йӑлтӑркка шевлине сапнӑ чух Садсем сывлӑм тӑкса ларнине.

Вӗсем патне каясси килчӗ. Ырӑ мар. Вӑтантарать. Галя та ӑсату каҫӗнче пулнӑ-ши? Чим-ха, унӑн мар-и ҫавӑ шӑнкӑрав пек уҫӑ сас? Уйӑрса ил ӗнтӗ.

Кам сӑнанӑ? Хӗрпе ларнӑ чух Вӑхӑт ҫил пек чупса иртнине. «Ларса ҫитӗ, сыв пуль — тенӗ чух Уйрӑлма пит кичем пулнине.

Ҫук, сӑнаман-ха ӑна Павел, анчах чӗре кӗтет вӑл тӗл пулӑва. Кӗтет. Ав, урасем хӑйсемех Гальӑсем пурӑнакан урамалла утаҫҫӗ. Авӑ, вӗсен умӗнчи пӗчӗк пӗве. Чим-ха, сак ҫинче иккӗн. Пӗри шурӑ тутӑрпа. Тепри? Тепри Санька мар-ши? Ҫула май ларнӑ пуль.

Павел ҫыран хӗррине анчӗ, хӑва турачӗсенчен тытса ларакансен умнех ҫывхарчӗ. Ҫыр хӗррине тухнӑ шапасем шывалла сике-сике сасӑ кӑларчӗҫ. Каччӑ сывлама та пӑрахрӗ. Ҫав самантрах хапха алӑкӗ чӗриклетрӗ. Галя: «сыв пул», тесе килне кӗрсе кайрӗ. Тӑрса юлаканни малтанах вырӑнтан та хускалмарӗ, унтан аллине пуйӑс курнӑ пӗчӗк ача пек сулла пуҫларӗ.

Кӗҫех сӑмса витӗр мӑрлатса темӗнле юрӑ кӗвӗлени илтӗнчӗ, Гальӑна ӑсатма килнӗ каччӑ тӑвалла утрӗ. Павел та хӗр хӑйне курассинчен хӑрамасӑрах ҫыран хӗрне тухрӗ, хӑйӗн тӑшмалӗ хыҫҫӑн утрӗ. Вӑл камне Павел пысӑк пуҫӗпе вӗтӗр-вӗтӗр уттинченех палларӗ: Мирун. Хирпуҫ ачи. Икӗ ҫул хушши пӗрле вӗреннӗччӗ. Ӑна ун чухнех хӗрсем патне ҫыру ҫырать, тетчӗҫ. Чӑнах-мӗн. Ҫырнӑ ҫеҫ мар ав.

Мируна хӑваласа ҫитсен, Павел ӑна пиншак ҫухавинчен ярса тытрӗ. Пӗр самант иккӗшӗ те ним калама аптраса тӑчӗҫ.