Выбрать главу

— Эй, ун пурти-аври ҫурӑм хыҫӗнчех. Хӑй шухӑшланӑ пек тумасан, тӑванне те хӗрхенмест.

Володя, ӗлӗкхинчен шутласан, улшӑнманпа пӗрех.. Ҫӑмӑл шӑм-шаклӑ вӑтам пӳллӗ каччӑ. Пичӗ ҫилпе тата хӗвелпе тӗксӗмленнӗ. Сӑмси ӗлӗкхиллех шӗвӗр те кӑштах каҫӑр. Павела вӑл чӗрӗп сӑмси пек туйӑнать. Сарӑ куҫӗсем шухӑ, пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ. Янахӗ шӗвӗр. Калаҫнӑ чух кулмалла та калаҫмасть темелле, анчах ҫын хӑтланӑвне тӗрӗс ӳкерсе илни ирӗксӗрех култарать.

— Комсомол ӗҫӗпе епле ӗлкӗретӗн? — ыйтрӗ Павел.

— Мӗн калас… Лена пулӑшмасан, выговор хыҫҫӑн выговор туянмалла. Завьялов хӗрхенсех тӑмасть.

«Мӗнле Лена» — ыйтасшӑн пулчӗ Павел, анчах ытлашши кӑсӑкланни аван мар пек туйӑнчӗ. Урӑх вӑл шарламарӗ.

Ҫӳрен тиха тухнӑранпах юрттине чакармарӗ. Халь вӑл чуппине татах вӑйлатрӗ. Чӗрни тӗпӗнчен хӑпӑнса тухакан юр кӗмӗркисем каччӑсен тумтирӗ ҫине пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ. Ҫуна та текех сулӑнкалла сулӑнмарӗ.

Йывӑҫсем те сайралчӗҫ.

— Ҫавалкаса та ҫитрӗмӗр, — пӗлтерчӗ Володя, чӗркуҫҫи ҫине тӑрса. Халь тӳрех пирӗн пата кӗретпӗр. Кӗҫӗр килне ан та кай. Ҫуркуннеччен пурӑн хамӑр патрах. Ӑшӑтсан, куҫу курӗ. Эпир аннепе ҫеҫ, Колька ҫемйипех вӑрманта.

Павел чӗнмерӗ. Вӑл тӑван ялӗ ҫине савӑнӑҫлӑн тинкерчӗ.

4

— Аннушка, илтетӗн-и? Кунта ак чусран пӳлӗм каратӑп, пулас арӑма ухватсемпе, турчкасемпе кӗрешме вырӑн пулчӗ те, — терӗ Павел, сӑрӗ кайнипе тӗссӗрлене пуҫланӑ пукан ҫинчен анса. — Хӗрне тупасси ҫеҫ юлчӗ. Этем хӑй ӗмӗрӗнче виҫӗ хут йӑнӑшать, теҫҫӗ: пӗрре ҫуралнӑ чух, тепре авлансан…

— Сирӗн кӑмака анине мӗншӗн урамалла кӑларнӑ? — Павела чарасшӑн пулчӗ Анна — Кунта асӑрхамасан, турчка аврипе чӳрече кантӑкне те ҫӗмӗрӗн, — ӗҫлеме пӑрахсах Павел патне пычӗ вӑл.

Шурӑ чечеклӗ кӑвак штапельтен ҫӗлетнӗ кӗпе ҫаннисене хӗр чавса таранах тавӑрса лартнӑ. Вӑрӑм та хулӑн ҫивӗтне пуҫӗ тавра кӑшӑлланӑ. Тӑтӑшах сивӗ шыва чикнӗрен-ши, аллисем хур ури пек хӗрелсе ларнӑ.

— Мӗншӗн тетӗн? Ӗлӗк чӑвашсем хӑйсем мӗн ҫинине кӳршӗсем е пырса кӗнӗ ҫын курасран хӑранӑ. Именнӗ эппин. Пуяннисем алӑк патне вырӑсла кӑмака тутарнӑ, чухӑннисем пирнешкел…

— Тупрӗ ӑнлантармалли, — ҫиллененҫи пек турӗ Анна. — Эпир пуян-им? Пирӗн кухньӑ вырӑсла.

— Халь йӗрки ҫавнашкал кайрӗ. Пурте вырӑсла тӑваҫҫӗ.

Павел стена ҫумне ҫакнӑ тӗкӗре тӳрлетсен, хӑй ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ. Ҫирӗм ултӑ ҫул… Чӗрӗк ӗмӗр иртсе те кайрӗ. Пӗр-икӗ ҫул каялла, ав, эрнере пӗрре кӑна хырӑнаканччӗ, халь ӗнер ҫеҫ хырӑннӑ пулин те, хура палӑра пуҫланӑ.

— Ӑшӑнмасть пӳрт. Иккӗмӗш ҫӗклем ҫунать, — калаҫма пуҫларӗ Анна. — Тусан тата. Ултӑ ҫул пурӑнман пӳртре тусан ӑҫтан тухма пултарать?

— Чӳречерен кӗрет.

— Ҫапла пуль ҫав. Пуҫӑннӑ-пуҫӑннах, маччисене те сӗрсе пӑрахас. Кур-ха, пӗренесем ҫине те тусан ларнӑ, — мунчалапа сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ Анна.

Ҫавалкассем пӳрте шалтан штукатуркӑламаҫҫӗ. Пӗр тикӗс касса саваласа якатнӑ пӗренесем ахалех пӳрт ӑшчикне илем парса тӑраҫҫӗ. Чӑрӑш пулсан — вӗсем шӑратнӑ ҫу тӗслӗ, ҫӑка-тӑк — услам ҫу евӗр шурӑ. Кашни уявра тенӗ пекех хӗрарӑмсем пӳрт сӗреҫҫӗ. Кӗлпе е хӑйӑрпа сӗрнӗрен пӗренесем хушшинчи мӑк та ҫийӗнсе пӗтсе курӑнмиех пулать. Нумайӑшӗсем халь те урайне сӑрламан. Пӗрисем сӑрланӑ урай сивӗ пулать, теҫҫӗ, теприсем хӗрарӑм канаса вӗренет, теҫҫӗ. Сӑрланӑ урая ҫума ҫӑмӑлрах.

— Пӗччен ӗлкӗретӗн-и? — Тен, пулӑшма ҫын тупас? Атту сан фермӑна та каймалла пуль?

— Эп каласах килтӗм. Каҫченех ирӗклӗ. Ҫын та кирлӗ мар. Пӗр-пӗрне чӑрмантарни ҫеҫ. Эс мана пӗр тӑватӑ витре шыв ӑҫса кӗрсе пар та, урах ан чӑрмӑнтар, — хушрӗ Анна.

— Охо! Эс пулас упӑшкуна тытма пултармалла, — кулчӗ каччӑ.

— Ура ҫинех пустарас ҫук. Ытлашши ан кул. Юлашки хут сӗрсе паратӑп. Аннен хӗресна ывӑлӗ тесе ҫеҫ. Авланан пулсан, хӑвӑртрах авлан, — тавӑрчӗ Анна.

— Пыратӑн-и? Хӑть паянах юл, ан кай.

Хӗрӗн чакӑр куҫӗсем самантлӑха чарӑлса пысӑкланчӗҫ. Вӑл каччӑ шӑл йӗрнине аван ӑнланчӗ.!!

— Ак хӗртне турчкӑпа авлантарам. Ӑсса кӗр хӑвӑртрах, — ҫирӗппӗн хушрӗ хӗр.

Мӑшӑр витре йӑтнӑ Павел васкасах тула тухрӗ.

Ҫӑл хӗреснашшӗсен карти чиккинче. Тахҫанах, колхозcем пуҫланнӑ ҫулах, ӑна Павел ашшӗпе хӗреснашшӗ пӗрлешсе алтнӑ. Кивӗ хӑвӑл ҫӗрсе кайнӑ ӗнтӗ, ӑна хурӑн пурапа улӑштарнӑ. Пурине саваласах тунӑ. Ҫӑл хуппи петлеллӗ, йывӑҫ хӑлаплӑ. Ӑсмалли витрин вӗренне карта юпинчен кӑкарнӑ, витрине шетӗрнек ҫине ӳпӗнтернӗ.

Кил хушшине юр хӗвсе тултарнӑ. Халь вӑл самаях пусӑрӑннӑ. Ун ҫинче ура йӗрӗсем палӑраҫҫӗ.

Мӑшӑр витрепе иккӗ хутланӑ хыҫҫӑн Павел пӳрт маччи тӑрне хӑпарчӗ. Ура айӗнче типсе кайнӑ ҫулҫӑсем чаштӑртатрӗҫ. Катан пирпе карса хунӑ чӳречерен кӑшт ҫеҫ ҫутӑ кӗрет. Каррине уҫас тесе, Павел хуллен кӑна туртрӗ, ҫиппи татӑлса та кайрӗ. Ҫӗрнӗ. Ӑна амӑшӗ хан виличченех ҫакнӑччӗ. Сакӑр ҫул иртнӗ унтанпа. Мӑрье патӗнчех хуп лар: ӗлӗк унта тыр хуратчӗҫ. Пир вырӑнне пӳрт ҫамки патнерех лартнӑ, каштисенчен темиҫе хӗҫ ҫӑкса янӑ. Вӗсен шӑлӗсем хушшинче туллиех тусан, эрешменсем урлӑ та пирлӗ картасем карнӑ. Хултӑрчӑпа ҫӗрӗсен чӗресне каштаран ҫыхса лартнӑ. Ура айӗнчех сенӗксем, кӗреҫесем. Вӗсене Павел ҫара кайиччен персе хӑварнӑччӗ.