Выбрать главу

Ҫапла, пысӑк лав тунет. Чиркӳллӗ Вакшӑра сиксе тухнӑ ящур чармалла мар хӑватпа пӗр колхоз хыҫҫӑн тепӗрне ҫула-ҫула илчӗ. Ялтан-яла выльӑхсем ҫӳретме чарчӗҫ. Сӗт сӑвасси ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа чака пуҫларӗ. Ирсерен Василий Иванович колхоз председателӗсемпе телефонпа ҫыхӑнчӗ, кӑнтӑрла ҫитиччен хӑй те хуҫалӑхсене туха-туха кайрӗ. Райком секретарӗ, начар апатпа хӗл каҫарнӑ выльӑх пек, начарланчӗ, янах шӑммисем палӑракан пулчӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул иртсен, «принциплӑ» ҫын Шупашкартан каллех шӑнкаравларӗ.

— Ҫӗнтерӳпе саламлатӑп, Василий Иванович. Маттур. Каллех обязательствӑна пурнӑҫларӑр. Сире савӑнтарма пултаратӑп: района пысӑк преми панӑ, сана «Урал» радиоприемникпе премиленӗ. Халь ӗнтӗ хӑвӑн вӑйна шанатӑн пулӗ, тетӗп. Ҫӗнӗ обязательствӑ илме пӗлтӗрхи пек пулӑшу кирлӗ мар-и? Кирлӗ мар апла. Унта Владимир Сергеевич пырать. Прыгунов пирки… Ӑна пирӗн шеф хӑй курасшӑн. Шупашкара килсен кӗрсе тухмӗ-и?

Райкомра пӗчӗк ӗҫ ҫук. Пысӑкки те, пӗчӗкки те пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Суйлав компанийӗ Василий Ивановича та, Трофим Матвеевича та республикӑри аслӑ Советӑн депутатне суйларӗ. Суйлава хатӗрленнӗ тата ирттерне май, райком ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илессине, ӳстерессине пӗрремӗш вырӑна хучӗ. Каллех Трофим Матвеевич обязательстви ыттисене хускатрӗ, район каллех тӳсме ҫук пысӑк тиеве туртма пулчӗ.

Сӗт сӑвасси март уйӑхӗнче тӗлӗнмелле хӑвӑрт чака пуҫларӗ. Район тӑваттӑмӗш вырӑнтан вун улттӑмӗшне кайса ларчӗ, урӑх хӑпараймарӗ те.

Василий Иванович ял хуҫалӑх инспекцин главнӑй агрономне хӑй патне чӗнтерчӗ. Вӑл колхозсенче-мӗн, ун вырӑнне секретарь кабинетне Мирон кӗрсе тӑчӗ.

Ашшӑн иртсе ларма сӗнчӗ ӑна секретарь.

— Район кӑҫал гектартан миҫе центнер кукурузӑ туса илнӗ? — ыйтрӗ Василий Иванович.

— Республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Преми те илтемӗр-ҫке. Мана та пачӗҫ. Икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал. Анчах эп унпа мӗн тӑвам? Эп сунара ҫӳреместӗп. Эсир преми улӑштарса парас теместӗр пулӗ те?

Василий Иванович хӑй ӗмӗрӗнче тӗрлӗрен ҫын курнӑ: хӑравҫӑсене те, хастаррисене те, йӑпӑлтисене те, пуҫтахсене те. Анчах преми улӑштарса пама унран никам та ыйтман. Агронома кӳрентерес мар тесе, вӑл ҫапла каласа хучӗ:

— Премине ӑна Ял хуҫалӑх министерстви панӑ. Эпир мар. Унта ҫырса ярӑр.

— Мана вӑт фотоаппарат пулсанччӗ, — хӑйӗннех печӗ Мирон.

— Эсир гектартан миҫе центнер симӗс массӑ илнине каламарӑр-ха.

— Улт ҫӗр енне.

— Ӑна эсир епле виҫнӗ?

— Кашни квадратлӑ метртан. Паллах, лайӑхрах ҫӗртине суйласа илнӗ те, пуртӑпа касса — тараса ҫине. Вӑт пулчӗ те, гектарта миҫе метр пулни паллӑ.

— Силос массине мӗнле виҫнӗ?

— Симӗс массӑран вунӑ процент чакарнӑ ҫеҫ.

— Силос ешел массӑран ҫурри кӑна тухать.

— Ҫапла. Анчах район патриочӗ пулсан, епле чакаратӑн? Сахал тухсан ятлаҫҫӗ, лайӑх пулсан мухтаҫҫӗ. Камӑн усал сӑмах илтес килет?

— Колхоз председателӗсем те отчет ҫине шухӑшламасӑрах ал пусса параҫҫӗ-и?

— Ма памаҫҫӗ. Алла ҫыхмалли ылтӑн сехетрен е радиоприемникран кам пӑрӑнать?…

— Эсир комсомолец-и? — пӳлчӗ Мирона ранком секретарӗ.

— Вун пилӗк ҫултах кӗнӗ. Тен, ман парне пирки ВЛКСМ райкомне кӗрес? Хама ҫырма аван мар, — пукан ҫинчен ҫӗкленчӗ агроном.

Пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ. Василий Иванович района килнӗренпе пӗрремӗш хут хӑй ҫиллине шӑнараймарӗ:

— Очковтирательсем! Суеҫӗсем! «Преми» мар, тӑварпа авӑрласа ҫеҫ пемелле сире. Ӑҫта силос? Выльӑх апачӗ ӑҫта? Халь ӗнесене суя отчет ҫитерес тетӗн-н?

Хӑраса ӳкнӗ агроном кабинетран ыйтмасӑрах тухса шурӗ.

Василий Иванович хӑй ҫиллине чарайманшӑн пӑшӑрханчӗ. Ку ахаль агрономӑн ӗҫӗ ҫеҫ пулас ҫук. Кунти пысӑкраххисем айӑплӑ. Анчах кам? Райӗҫтӑвком председателӗ унашкал кӑтартусем парас ҫук. Ял хуҫалӑх инспекцин начальникӗ мар-ши? Кам хушнине пурнӑҫланӑ агроном?

Райком секретарӗ каҫхине ЦСУран илнӗ сводкӑсене тишкерчӗ. Катартусем начар. Апла пулсан, кӑҫал обязательствӑсене тултарасси пирки сӑмах та пуҫарма кирлӗ мар.

— Прыгунов хӑйне еплерех туять-ши?

Вӑл Ҫавалкаса кайма хатӗрленнӗччӗ, анчах каясси пулмарӗ. Райком секретарӗн кабинетне шаккамасӑрӑх Владимир Сергеевич ҫитсе кӗчӗ. Сиввӗнреххӗн сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑй мӗн ӗҫпе килни ҫинчен тӳрех пӗлтерчӗ: