Выбрать главу

— Тавтапуҫ, — секретарь аллине чӑмӑртарӗ Иван Евдокимович. — Ытла та йӑтайми обязательствӑсем илтӗмӗр ҫав. Халь вил те пурнӑҫла. Эпир мекӗрленмесӗрех ҫӗр гектар ҫӗр пуҫне утмӑлшар центнер аш паратпӑр. Хамӑр вӑйпах. Пирӗнешкелли ҫич-сакӑр колхоз пулӗ. Ыттисем? Район пурнӑҫламасан сӑна ҫулса илеҫҫӗ. Парти работникӗн ӗҫне обязательствана пурнӑҫлани хаклать тетпӗр. Ҫавӑнпа Обком та хӗсет пуль. Ав, епле тустарать Владимир Сергеевич, тӳс кӑна.

— Владимир Сергеевич вӑл обком мар. Ӑна вӑл хӑй пуҫарӑвӗпе те хӑтланма пултарать.

— Тарҫи хуҫа хушмасӑр ура та ярса пусакан мар.

— Мӗнле тарҫӑ ӗнтӗ.

— Ӑсӑрха. Пленум пирки те васкамастӑн-и? Эпӗ сана юрас тесе, мухтаса каламастӑп: юлашки вӑхӑтра пирӗн район сан пек секретаре курман. Ыттисем хайсен пуҫӗпе сахал ӗҫлетчӗҫ, санӑн хӑвӑн шухӑшу пур. Хуҫалӑха та аван пӗлетӗн, кирлӗ-кирлӗ маршӑн ура хумастӑн. Тепри, Бугорков пекки лексен, аслисем умӗнче юрра тухасшӑн тырӑпа ҫӗр улми планне икшер хут тултарттарать те, халӑх нуши ҫине, фермӑсем енне ҫаврӑнса та пӑхмасть. Уншӑн рапортласа пултӑр.

— Эхе, хӑраса чакма пуҫларӑн, — кулса ячӗ Василий Иванович. — Тепӗр хут калатӑп: хамӑр тунӑ йӑнӑша хамӑр тӳрлетнине мӗн ҫиттӗр. Суйма пӗлекен пуйма та пӗлет, тенӗ ваттисем. Партие суйрӑмӑр ӗнтӗ, пуясси пирки вара… Ҫапах та хуран хӑлӑпӗн те хӑлхи пур. Шанатӑп эп хамӑра каҫарасса. Шел: обкомӑн пӗрремӗш секретарӗ чирлӗ. Вӑл пулнӑ пулсан, халиччен хӑй сӑмахне калатчӗ. Ыттисемие эп канашлама хӑнӑхман, — утса ҫӳреме пикенчӗ Василий Иванович.

— Да, вӑл пуҫ ӗнтӗ. Тен, ун патне ҫыру ҫыратӑр? — ҫӗкленчӗ Иван Евдокимович та.

— Тепрер эрнерен ҫитмелле, теҫҫӗ. Пиҫиччен кӗтнине антариччен кӗтӗпӗр.

— Капла та тӗрӗс, — ал пачӗ председатель.

— Сывӑ пул.

Иван Евдокимович хысҫӑнах Василин Иванович та приемнӑйне тухрӗ. Стена ҫумне лартнӑ пукансем ҫинче колхоз председателӗсем да парти организаци секретарӗсем лараҫҫӗ. Кашнин куҫӗнче тарӑн шухӑш.

«Йанӑш турӑм эпӗ, манӑн та Владимир Сергеевич патӗнче пулмалла», — шухӑш чупса иртрӗ пуҫра, вара сасӑпах ҫапла каласа хучӗ:

— Эсир ман пата-и? Мӗншӗн кӗместӗр тата?

— Аслӑ ҫыннӑн ӗҫ нумай, ухмахӑн сӑмах пӗтмест, — чӑтаймарӗ Карл Маркс ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ Авдеев. — Эп райкома чӗннӗ тесе килетӗн те, мана обкомах чӗннӗ-мӗн. Ак еплерех хисепле пуҫларӗҫ пире. Текех, Василий Иванович, сирӗнпе калаҫма та кирлӗ мар пуль? Мӗн пире райком? — юптара пуҫларӗ вӑл.

— Владимир Сергеевич патӗнче пултӑр-и?

— Пулнӑран калатпӑр.

— Мӗн кунта тӑратӑр. Кӗрӗр, кӗрӗр.

Пӳлӗме кӗрсе вырнаҫсанах калаҫӑва Василий Иванович хӑй пуҫарчӗ:

— Каласа парӑр ӗҫсем-хӗлсем ҫинчен. Виҫҫӗмӗш кун райкомран тухаймастӑп. Йӑпӑх-япӑх ямшӑкра, пур кахал ҫын кантурта, тенӗ пек мар-и? Кахаллана пуҫларӑм.

— Ой-ой, чее те эсир, Василий Иванович. Хӗрӗме калам та, кинӗм илттӗр, тетӗр ӗнтӗ. Чӑнласах пӗр эрне чирлесе выртрӑм. Эсир шӑнкӑравланӑ терӗҫ. Ӑшӗ пирки, Василий Иванович, эпир ӑна обком инструкторӗ чӗнтермесӗрех паратпӑр. Нивушлӗ эпир райком каласан итлемен? Паянах пама халь ҫул ҫук. Мӗнпе турттӑрса килес ман сыснасене ҫухрӑмран? Вертолет ярса паратӑр пулсан кӑна, — чӑтаймасть каллех Авдеев.