Выбрать главу

— Кала, кинемей, кала, ― тетӗп ӑна, ҫывӑха пырса. ― Ватӑ ҫын сӑмахӗ харам ҫӗрте выртмасть.

— Тӗрӗсси вилӗмрен хӑтарать, теҫҫӗ. Тен, эпӗ калани те вырӑнлӑ пулӗ. Ҫын ҫӑварӗнчен усалли те тухать, ырри те…. Вадим пирки тӗрлӗрен халаплаҫҫӗ. Ҫапах та Вадима пустуй кайса лартрӗҫ. Айӑплӑ мар вӑл. Вушатӑя пенӗ каҫ ачи ҫӗрӗпех мунчара пулнӑ.

«Мунчара? Кам мунчинче? Ӑҫтан пӗлет-ха тата ун ҫинчен Униҫҫе кинемей?»

Кинемей эпӗ ыйту парасса кӗтмерӗ, малалла каларӗ:

— Хам куҫпа куртӑм. Ҫавӑнпа ӗнентерсех калатӑп: Вадим мар, урӑххи пенӗ хӗре. Хам ҫав кун кӑштах хавшарӑм. Хур чӗпписем хыҫҫӑн мӑнукӑм ҫӗрерӗ. Каҫхине пӑхатӑп — икӗ чӗпӗ ҫук. Ҫырмана татӑлса юлман-и тесе шырама тухрӑм. Кӗршӗсем каланӑ тӑрӑх, хур чӗпписем урине ыраттарнӑ-мӗн те кинӗм иккӗшне те асӑрханса йӑтса кайнӑ. Эпӗ вара лӗпӗстетсе ҫӗремерӗм, каялла таврӑнтӑм. Ҫырмаран хӑпарсан, Гальӑсен анкартине кӗтӗм. Ҫул кӗске унтан. Галя — Вадим варлийӗ. Пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ вӗсем. Авланнӑ пулсан та, Вадим ӑна пӑрахмасть. Хурӑн варӗнче е Гальӑсен мунчинче кӗрнӑҫаҫҫӗ вӗсем. Хам та пӗрре мар курнӑ. ― Униҫҫе кинемей хӗвеле май ҫаврӑнса ларчӗ, тутӑрне юсаса ҫыхрӗ. ― Карта хӗррипе кӑштӑртатса пыратӑп хайхискер. Сасартӑк мунчаран палламан ҫын ӗрӗхтерсе тухрӗ. Мана асӑрхарӗ те, питне хупласа, ҫырманалла талпӑнчӗ. Хӑрах аллине сӑран сумка тытнӑ, тепринче — темӗнле патак. Кисӗп те мар вӑл, кӗреҫе те мар. Пӗр вӗҫӗ ҫинҫе, тепӗр вӗҫӗ — лаптӑк. Чӗре сӗлетсе илчӗ. Ырӑ ҫынах пулас ҫук ку терӗм те мунчана кӗрсе пӑхма шутларӑм. Алӑка уҫрӑм та лайӑхмарланса кайрӑм — мунчара Вадимпа Галя лараҫҫӗ. Курнӑ куҫа курми туса, каялла таптартӑм.

Униҫҫе кинемей калаҫма чарӑнчӗ, хутаҫран кӗленче кӑларса, шыв ӗҫрӗ. Эпӗ вӑл малалла мӗн каласса кӗтрӗм.

— Эх, ывӑлӑм, тӑруках мӗн пулса тухасса пӗлме ҫук ҫав, ― терӗ кинемей кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. ― Мунчаран палламан ҫын тухнине никама та шарламарӑм. Тӑруках ӑна-кӑна чухлаймастӑн ҫав. Кам пӗлет, тен, Вадим тусӗ-юсӗ вӑл. Ырӑ шухӑшлӑ маррине кайрав тин пӗлтӗм. Тепӗр кунне кӑвак шуҫӑмлах Галя ман пата ыткӑнса ҫитрӗ. «Кинемей, ма Вадимӑн пушмакӗсене пытарса хутӑн? — тет. ― Винтовкине те тӗкӗнмелле марччӗ», ― тет. Эпӗ шалт тӗлӗнтӗм. Пӗр япала та тӗкӗнмен эп мунчара. Апла-капла хӑтланас шухӑш пулман мӑнӑн. Нихҫан та япала хӗстерсе ҫылӑха кӗмен. Галя пурпӗрех ӗненмерӗ. «Вадим арӑмне, Иннӑна, кайса кӑтартасшӑн-и? Йӗкӗлтесшӗн-и? Ун арӑмне манпа хирӗҫтересшӗн-и? Кайса кӑтарт! Йӗкӗлте! Хӑрамастӑп! Вӑтанмастӑп та! Вадим манпа пурӑннине Инна хӑй те пӗлет», ― терӗ те алӑка пур вӑйран хупса-шатлаттарса кайрӗ. ― Униҫҫе кинемей, малалла пӗкӗрӗлсе, ура ҫине тӑчӗ, туйи ҫине таянчӗ. ― Ҫынни ырӑ кӑмӑллӑ, йӑваш терӗ те Лисук кин сан ҫинчен, ҫавӑнпа вӑтанса-туса тӑмарӑм, йӑлт каласа патӑм сана. Тата акӑ мӗн. Куратӑн-и, ав, ― вар вӗҫӗ еннелле кӑтартрӗ Униҫҫе кинемей, ― тӑр-кӑнтӑрлах ҫавӑнта пӑшалпа кӗрӗслеттереҫҫӗ. Утса ҫӗрекен курӑнмасть — пӑнн! тунӑ сасӑ илтӗнет. Виҫӗмкун, хӗвел ансан, чӑнах та, пӗр ҫынна асӑрхарӑм — улӑм ӑшӗнчен велосипед туртса кӑларчӗ.

— Галя хӑш урамра пурӑнать? — кинемее пӗлтӗм эп.

— Ҫӗнкасран вӑл, анчах килте мар халь. Ҫуллахи лагерьте. Урпаш вӑрманӗнче пӑрусем пӑхать. Унпа курса калаҫас тетӗн-и? Калаҫ ҫав, калаҫ, ― ман шухӑша пӗлнӗ пекех пулчӗ Униҫҫе кинемей.

Киремет ҫырмине кайран та ҫитсе курма пулӗ. Халь хӑвӑртрах Гальӑпа курнӑҫмалла. Урпаш вӑрманне ӑҫтан каймаллине ыйтса пӗлтӗм те, Униҫҫе кинемейпе сывпуллашса, ҫуллахи лагере ҫул тытрӑм.

7

Ҫуллахи лагерь пысӑк уҫланка вырнаҫнӑ. Ӗнесемпе пӑрусен сарайӗ кӑна мар, пурӑнмалли ҫуртсем те пур кунта. Столовӑй та, вулав ҫурчӗ те… Леререх тата, авӑ…

Шурӑ халатлӑ дояркӑсем общежити умне, йывӑҫ сулхӑнне, пуҫтарӑннӑ та хӗрсех хӗрарӑма ятлаҫҫӗ.

— Ӗҫ вӑл — йӑпанупа савӑнӑҫ кӑна мар, тивӗҫ те! Ҫакна эс, Варвари, йӑлтах маннӑ. Кашни кун ӗҫе кая юлса ҫитетӗн, ӗнесене вӑхӑтра сумастӑн. ӗрӗк-сӗрӗк ӗҫлетӗн тата.

— Сана мӗн, пуҫлӑх-им эсӗ? Манашкал хӑлтӑр-халтӑр доярка кӑна вӗт.

— Сана пула хӑлтӑр-халтӑр пултӑмӑр. Пӗтӗм фермӑна каялла туртатӑн, пуринчен сахал ӗҫлетӗн.

— Сахал ӗҫлетӗп, ӗҫ укҫи те сахал илетӗп. Эсӗ мар, эпӗ начар пурӑнатӑп. Хӑп манран!

— Ха, епле ҫаптарать! Ҫакна ӑнлан эс, Варвари: калча тикӗс шӑтнӑ ҫӗрте ҫумкурӑка йывӑр килет. Малашне сана та ҫӑмӑл пулмӗ. Сана та канлӗхрен хускататпӑр, хамӑрпа тан ӗҫлеттеретпӗр.

— Ай-яй, вунвиҫҫӗн пӗр ҫынна пӑсӑрлантараҫҫӗ, ― йывӑҫ хыҫӗнчен тайкаланса тухрӗ кӑтра ҫӗҫлӗ арҫын.

— Кашкӑр кашкӑра аякранах паллать ҫав. Пракух та Варварие хӗтӗлет ав. Пракух та ӗҫе вӑхӑтра ҫитмест. Хӗрӗнкӗ тата, ― илтӗнчӗ пӗрин сасси.