Сӑрӑлл туса кайрӗ ҫанҫурӑм. Кунта та Якур пичче Иннӑна асӑнать.
— Пӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ-ха. Ҫав ыйтӑва татса памалла, ― терӗм те Якур пиччерен уйрӑлтӑм.
8
Уйкаса шутсӑр хыпаланса ҫитрӗм. Ҫынсем пухма шутланӑччӗ те — пулмарӗ. Ялта пӗр ҫын та ҫук, пӗр сас-чӗв те илтӗнмест — лӑпкӑ, шӑпӑрт.
Совхоз дирӗкторӗн пӗлӗмӗ хупӑ. Бухгалтери те, специалистсен пӗлӗмӗ те пушах. Пурте йӗтем ҫике тырӑ типӗтме кайнӑ иккен. Кантурта диспетчер кӑна, вӗҫӗ-хӗррисӗр раципе тем калаҫать.
Эпӗ ыйтнипе вӑл совхоз директорне хӑвӑрт шыраса тупрӗ. Лешӗ кунтан вунӑ ҫухрӑмра, тырӑ вырнӑ ҫӗрте иккен. Ӑнланчӗ вӑл мана. Халӑх пухса вӑрманти таркӑна шырас шухӑша ырларӗ, анчах ӗҫ кунӗ вӗҫленмесӗр ҫынсене ӗҫрен уйӑрма хушмарӗ.
Вӑхӑт шӑвать, вунсаккӑрмӗш сехет ӗнтӗ. Вунҫиччӗре ман ял Советӗнче пулмаллаччӗ. Уголовнӑй розыск начальникӗпе, Аброськинпа, курнӑҫмаллаччӗ, вӑл ҫырнӑ протоколсене тишкермеллеччӗ, малалла мӗн тумаллине палӑртмаллаччӗ.
Диспетчера тав турӑм та ял Советне тухса утрӑм.
Ял Советӗнче те шӑпах. Кунта та дежурнӑй кӑна. Милици капитанӗ Аброськин кайнӑранпа та кӗрсе тухман. Тен, хушнӑ ӗҫе туса пӗтереймен вӑл. Тен, кирлӗ свидетельсем вырӑнта мар.
Ял Совет председателӗн пӗлӗмне кӗтӗм те сӗтел ҫине кӗмерккесем кӑларса хутӑм. Маруҫ анкартинче ӑсталанине те, Яхван пичче патӗнче хатӗрленине те, аммиак савӑчӗ патӗнче тунине те, Пракух хӑртнинче янтӑланине те… Вӗсене пурне те шкулта ӗкернисемпе танлаштарса пӑхрӑм. Иккӗленмелли ҫук — пурте пӗрешкел. Карчӗсем те, пушмак кӗлли те, пуҫӗ те…
Униҫҫе кинемей калани тата… Вӑл та вырӑнлӑ шухӑш. Апла вожатӑя суранлатнӑ каҫ Вадим мунчара ларнӑ, Гальӑпа йӑпаннӑ…
Ҫав вӑхӑтра мунчана тепӗр ҫын пынӑ. Вадим пушмакне, пӗчӗк калибрлӑ винтовкине, патронсем чикнӗ сумкине илсе тухса тарнӑ. Кайран вӑл, ҫав пушмака тӑхӑнса, шкула кӗнӗ, Яхван пичче пахчинче ҫӗренӗ.
Апла Ольӑна та ҫав путсӗр суранлатман-и? Курӑнать, айванкка мар вӑл. Ӑна-кӑна чухлать, йӗрне пытарма-пӑтраштарма пӗлет.
Анчах кам вӑл? Мӗнлескер? Хӑш ял ҫынни? Халлӗхе паллӑ мар. Тӗпчемелле. Ҫав ирсӗре паян-ыранах ярса тытмалла, Ольӑна мӗншӗн пенине, шкула мӗн ҫӑмӑлпа кӗнине пӗлмелле. Тавӑрма шут тытнӑ-и вӑл хӗре е…
Алӑка тул енчен шаккарӗҫ.
— Кӗрӗр! — терӗм эпӗ, кӗмерккесене ещӗке пуҫтарса хутӑм.
— Сывлӑх сунатӑп, Юрий Иванович.
Палланӑ сасӑ. Чӗрене тыткӑнлакан сасӑ, чуна йӑпатакан сасӑ! «Юрий» тесе тата ҫав тери ӑшшӑн, ҫав тери ҫепӗҫҫӗн каларӗ.
Пуҫа ҫӗклерӗм те, хам та сисмерӗм, ― яштах сиксе тӑтӑм.
Ман умра Инна тӑра парать. Лутра Пакӑшра пӗрле ӗҫнӗ тантӑшӑм. Йӑрӑс пӗллӗ, хӑмӑр куҫлӑ Инна! Чӗрене вут-хӗм хыптарнӑ Инна!
Ҫанҫурӑм ҫӗҫенсе илчӗ. Ӑшӑмра темӗнле хӑватлӑ туйӑм, асамлӑ туйӑм ҫуралчӗ. Мӗнле-ха капла? Иннӑран пӑрӑнатӑп эпӗ. Ӑна манас, асӑмран кӑларас тесе, района куҫса килтӗм. Тӗлӗнтермӗш, вӑл каллех — ман ҫумра…
— Мӗнле майпа, Инна? — аран сӑмах тупӑнчӗ ман. Хам та сисетӗп, чӗре кӑкӑртан сиксе тухас пек тапать. Питӗм вӗри тимӗрпе тӗкнӗ евӗр пӗҫерме пуҫларӗ.
— Ха, пӗлмӗш пулать тата! Ху чӗнтернӗ вӗт, ― допроса чӗнтернӗ хута кӑларса кӑтартрӗ Инна. ― Эпӗ — Вадим арӑмӗ.
Ку мана пушшех тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Капла пуласса пачах кӗтменччӗ эпӗ. Ара, сахал-и тӗнчере пӗр ятлӑ-хушаматлӑ ҫын! Повестка ҫырнӑ чух «Инна» ят пӗртте кӑсӑклантармарӗ мана.