Выбрать главу

— Пӗвене кам магнитофон пӑрахать, ― хирӗҫлерӗ бригадир. ― Кирлех-тӗк, хывӑнмалла та пӗвене шӑмпӑлт сикмелле.

— Кунта шыва кӗме юрамасть теҫҫӗ. Пӗве аммиак шывӗпе вараланнӑ, ― кӗреҫине ҫыран хӗррине качлаттарса лартрӗ кӑтра пуҫ.

— Курӑнать ав! — тӗмеске еннелле кӑтартрӗ тепӗр йӗкӗчӗ.

Пурте ҫыран хӗррине пырса тӑтӑмӑр. Кӗҫех Аброськин юшкӑнран магнитофон туртса кӑларчӗ. Эпир тӑнӑ вырӑнтан кӑшт ҫӗлерехре ҫӗрле сӑнамалли труба та тупӑнчӗ. Шкулӑн вӗсем, Ольӑна суранлатнӑ каҫ вӑрланӑскерсем!

Чӑн та, кам алхасать-ха кунашкал? Сӑтӑр тӑвас тесе килсе пӑрахнӑ-ши ку япаласене пӗвене е тӗплӗрех пытарас тесе? Шывра тимӗр-тӑмӑр юрӑхсӑра тухать вӗт.

Виҫҫӗмӗш талӑк Уйкасра ӑшталанатӑп, тӗпчетӗп, анчах пӗр алапаш ҫынна та тӗл пулаймарӑм-ха. Тен, сӑнама пӗлместӗп, хама кирлӗ ҫынна уйӑрса илейместӗп. Пӗве хӗрринче те палланӑ пушмак йӗрӗсем тупӑнчӗҫ ав. Кам йӗрӗсем вӗсем — вӗҫне-хӗрне тухаймастӑп. Йӗрӗ пур-тӑк, ҫынни те ҫӗрет ӗнтӗ. Ҫакӑнтах, ман ҫывӑхрах. Тӗлӗнмелле вӗт-ха: татти-сыпписӗр пӗрешкел йӗр тӗл пулать.

Чаваланӑ вырӑна тӑпра тултарса лартрӑмӑр та, Киремет ҫырминчен хӑпарса, уялла утрӑмӑр.

— Апат-ҫимӗҫ тулӑх чух улӑм ҫинчен шухӑшламастпӑр ҫав, ― терӗ бригадир. Майӗпен ҫилли иртсе кайрӗ пулмалла, ― Агроном хӑй патне чӗнсе илчӗ те васкавлӑ ӗҫ хушрӗ: «Улмурисем пустуй вырӑн йышӑнса лараҫҫӗ. Ҫунтарса яр», ― терӗ. Уя тухса пӑхрӑм та улӑмӗ ним чухлӗ те пӑсӑлман. Виҫӗмҫул выльӑх апачӗ кӑрӑс пулчӗ. Улӑма та укҫа парса илтӗмӗр, Ҫӗпӗртен турттартӑмӑр. Пӗр килограмӗ вӑтӑр пуса ларчӗ. Ҫавна аса илтӗм те, улӑма пӗтӗмпех йӗтем ҫине турттартӑмӑр. Пӗртен-пӗр улмури юлчӗ. Ӑна та хирти ӗҫсем вӗҫленсенех тирпейлетпӗр.

— Шӑшисем ӗрчесе кайман-и унта? — ыйтрӗ Аброськин, бригадира йӗкӗлтесе.

— Пӗлетӗр-и, пӗррехинче унта ют ҫынна асӑрхарӑм, ― терӗ малалла бригадир. ― Пыратӑп хайхи хирпе, хӑлха патӗнчен темӗн пӑнн! пӑнласа иртрӗ. Малтанах ним шухӑшлама та пӗлмерӗм-ха, хӑлха янӑрарӗ пуль терӗм. Унтан татах илтӗнчӗ. Улмури патне пырса пӑхрӑм та… ак тӗнче! — ҫын выртать. Кӗске ураллӑскер. Сухаллӑ хӑй. Ҫарамас. Эпӗ тӗлӗнсе пӑхнине сисрӗ пулас та: «Курмастӑр-им. ҫутҫанталӑк ырлӑхӗпе киленетӗп, ӗт-тире хӗвелпе хӗртетӗп», ― терӗ. Шӑртлӑ янахӗ пӗртте тӗлӗнтермерӗ-ха мана — хулара ҫамрӑксем сухал ӗстерме юратаҫҫӗ. Мана урӑххи, пӗчӗк калибрлӑ винтовка пурри, шиклентерчӗ. Кӗпҫине кӗскетнӗ унне, Эпӗ шанмасӑртарах пӑхнине ҫын туйрӗ пулас. «Канма килнӗ ҫынна та хӑваласа ярасшӑн-и эс?» — терӗ, Эпӗ вара сӑмахласа, ыйтса-тӗпчесе тӑмарӑм, аяккалла пӑрӑнтӑм.

— Сӑнӗ-пичӗ мӗнлеччӗ унӑн? Кӗлетки-ҫурӑмӗ? — кӑсӑкланчӗ Аброськин.

— Ансӑр ҫамкаллӑ, хӗсӗк куҫлӑ, типшӗм питлӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ, ― сӑнларӗ бригадир. ― Тытӑнчӑклӑ калаҫать. Кӑкӑрӗ ҫине ҫӗлен ӗкернӗ, «Нина» тесе ҫырнӑ.

— Кала-ха, хӑҫан курнӑ ӑна эс? — хыпӑнса ӗкрӗ Аброськин.

— Виҫӗ кун каялла, ― пӗлтерчӗ бригадир. Кӗҫех пире леш ҫын хӗртӗнсе выртнӑ ҫӗре кайса кӑтартрӗ. Ухватов тӑхӑннӑ пушмак йӗрӗсем кунта та туп-туллиех. Ура йӗрӗсене фотоаппаратпа ӗкерсе илнӗ, кӗмерккесем майланӑ самантра Аброськин ҫухӑрса ячӗ:

— Килӗр-ха, килӗр! Улмури ҫине хӑпарӑр!.. Чӑн-чӑн склад вӗт кунта, Чӑн-чӑн склад.

Пурсӑмӑр та вӑл чӗннӗ ҫӗре улӑхрӑмӑр. Улӑма сирсе, каюра пек шӑтарса кӗнӗ те выртса тӑма вырӑн хатӗрленӗ. Элле, кутамкка та пур. Ӑна уҫрӑмӑр та — ай-яй, мӗн кӑна ҫук: ҫӑратнӑ сӗт, хупласа пӗҫернӗ аш, терлӗ консервӑ, канфетсем… Накладнойӗ те ҫумӗнчех-мӗн.

Ҫак апат-ҫимӗҫе йӑлтах Лидия Гурьевна ҫыртарса илнӗ-мӗн. Базӑран, Уйкас лавкки валли.

Кутамккапа юнашар пралукпа ҫыхнӑ кӗнекесем. Салтса пӑхрӑмӑр та… Кӗнекисем ҫинче Уйкас библиотекин штампӗ пур! «Записки следователя» кӗнекен икҫӗр хӗрӗх тӑваттӑмӗш страницине хуҫлатнӑ. Кӗнекесем айӗнче кӑвак куртка, ача кӗписем тултарнӑ хутаҫ тата ҫӑра ҫыххи выртать.

Протокол ҫыртӑмӑр та япалисене хамӑрпа илтӗмӗр.

— Апат-ҫимӗҫ пур… Япалисем те… Апла кунта татах килет вӑл. Ҫавӑн чух ярса тытатпӑр, ― терӗ Аброськин, йӗкӗтсем ҫине пӑхса. — Милици ҫыннисем киличчен засадӑра лараймӑр-ши?

— Ларатпӑр. Эпир дружинниксем вӗт, ― пӗр харӑс хуравларӗҫ йӗкӗтсем.

— Хам та юлатӑп. Чикӗре пӗрре мар засадӑра ларнӑ. Таркӑна епле ярса тытмалли мелсене те манса кайман-ха, ― терӗ бригадир.

Ӗнер кунта Кулагин та пулнӑ, велосипед тупнӑ, анчах ура йӗрӑсемпе кӑсӑкланман вӑл, улмури ҫине те хӑпарса пӑхман. Кунта, ав, такам апат-ҫимӗҫ усрать. Канашлура пӗлтернӗ сӑтӑрлӑ ӗҫсене те вӑлах тунӑ-и, тен? Шкулта та вӑлах иртӗхнӗ пулӗ? Тен, Ольӑна та вӑлах пенӗ? Алӑран вӗҫертес марччӗ ӑна. Паянах ярса тытмалла.