Выбрать главу

Кухньӑра Лидия Гурьевна сасси илтӗнчӗ:

— Улӗм те, Гера, ӗҫ ӑнса пытӑр.

Чанк! чанклатрӗҫ черккесем.

— Эх, епле селӗм сӗткен! Маттур эс, Литюҫ, ― кушак аҫи евӗр мӑрлатрӗ хулӑн саслӑ арҫын.

— Пултарни-мӗнӗ… Ҫимӗҫе ҫӗртсе яма юрамасть. Кӑҫал, акӑ, чие те пысӑк тухӑҫ парать, хӑмла ҫырли те…

— Улма-ҫырла пирки мар-ха, ӗҫ пирки пуплетӗп, Литюҫ. Шуҫтимӗре туххӑмрах вырнаҫтартӑмӑр. Лавккана пушатса чӑрманмарӑмӑр, тӗрех Еххим пичче патне вӗҫтертӗмӗр. Накладнойӗсене паянах ҫунтарса яр. Пӗлсен-тусан, е Еххим пичче персе ярсан…

— Апла-капла ҫын мар вӑл, вӑрттӑнлӑха упрама пӗлет. Хӑй тупса пама ыйтрӗ тата.

— Кай, хальхи ҫынна пӗлме ҫук. Хӗстерме тытӑнчӗҫ-тӗк…

— Эй, мӗн калаҫатӑн, Гера? Пӗрремӗш хут-им? Уйкаса никам та килмест. Кулагин кӑна сенкӗлтетсе ҫӗрет. Пӗр-пӗр дефицит тыттаратӑп та ҫӑвар та уҫмасть. Уҫмӗ те. Анланать вӑл.

— Милици ҫыннисем ӑслӑ вӗсем, пысӑк тавракурӑмлӑ. Халӗ пур ҫӗрте те «ӗҫлемесӗр илнӗ тупӑш» та «ӗҫлемесӗр илнӗ тупӑш» теҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене пирӗн ҫума та ҫыпӑҫтарма пултараҫҫӗ, Литюҫ. Асӑрханмалла. Сыхлӑ ҫынна турӑ та сыхлать.

— Ӑна-кӑна чухлатӑп-ха. Итле-ха, Гера, ман тепӗр заказ пур: «Жигули» ураписем кирлӗ. Сакӑр урапа.

— Саншӑн, Литюҫ, тем те тупӑпӑр. Хӑҫан илсе килмелле?

— Леш эрнере. Анчах лавккана мар, тӗрех кирлӗ ҫӗре ӑсатӑпӑр.

— Пӗрремӗш хут мар, майлаштаратпӑр. Халлӗхе, Литюҫ, сывӑ пул.

— Ах, аплах ан васка-ха. Килетӗн те, чӗре хӗлӗхӗсене хускататӑн та… ҫухалатӑн.

— Тархасшӑн, ан кӗрен, Ӗҫ пур, Васкавлӑ ӗҫ, Хучашра пулмалла.

— Пӗлместӗп тетӗн-и? Хӗрарӑм пур сан унта, Вӑл та суту-илӗ ҫынни. Ӑна базӑра тӗл пултӑм та ҫапла каларӗ: «Герӑна пулах упӑшкаран уйрӑлтӑм», ― терӗ. Пӗр хӗрарӑм ҫитмест-им сана? Эпӗ пур вӗт-ха? Унта-кунта ҫӗресе, тархасшӑн, ан ҫунтар мана. Ют хӗрарӑмпа ан ҫыхӑн.

— Апла-капла шухӑш мар-ха. Ӗҫ пур. Хучаш ҫыннисем валли уйӑрнӑ хӗҫтимӗре хуларах ярӑнтартӑмӑр. Кун ҫинчен магазин заведующине пӗлтермелле. Атту шӑв-шав хускатма пултарать. Кала пӗрех хут: Уйкасра мӗнле хыпар-хӑнар пур?

— Яла следователь килнӗ. Леш Ухватов ӗҫӗ пирки.

— Ыйтсан-тусан, ҫапла кала: эп паян Уйкасра пулман.

— Ай, кам шырать сана, Гера?

Эпӗ текех чӑтса тӑраймарӑм, сӑмах хушрӑм:

— Хуҫисем пур-и?

— Пур, ― кухньӑран вирхӗнсе тухрӗ Лидия Гурьевна. Куҫӗсем йӑл та йӑл кулаҫҫӗ хӑйӗн. ― Ой, Юрий Иванович! Хуняма савать сире. Шӑпах апат тӗлне пултӑр. Хуларан пичче персе ҫитрӗ те… Чей ӗҫетпӗр. Атя, эсӗр те хӑна пулӑр.

—Тавтапуҫ. Тин ҫеҫ апатланнӑ эпӗ, ― терӗм, алӑк патӗнчен пӗр шит те иртмерӗм.

— Ой, ҫав апат-ҫимӗҫ пирки-и? — аллине сулчӗ Лидия Гурьевна, эпӗ кӗсьене хыпашлама тытӑнсан. — Ан чӑрманӑр. Пӗр пус та кирлӗ мар. Кучченеҫшӗн укҫа илмеҫҫӗ. Эсир, Юрий Иванович, пирӗн яла пуҫласа килнӗ. Уйкасра йӑли ҫапла: хӑнана лайӑх пӑхмалла. Лисук кинемейӗн апат-ҫимӗҫ хӗсӗкрех. Ара, пӗччен карчӑка пулӑшас терӗм… Эпӗ кӑна-и? Ытти кӗршӗсем те ҫапла тӑваҫҫӗ. Эпир, уйкассем, пӗр ҫемье пек пурӑнатпӑр, пӗр татӑк ҫӑкӑра та пайӑн-пайӑн пайлатпӑр.

— Ҫак накладноя ҫухатнӑ-и эсир е кама та пулин панӑ? — улмуринче тупнӑ хута Лидия Гурьевнӑна кӑларса кӑтартрӑм.

Ним калама аптраса тӑчӗ сутуҫӑ. Сӑнран ӗкрӗ.

— Ҫухатнӑ-и е кама та пулин панӑ ӑна эсир? — тепӗр хут ыйтрӑм эпӗ.

— Ой, никам та ӗненес ҫук, ― ассӑн сывларӗ Лидия Гурьевна. ― Хулара апат-ҫимӗҫ туянтӑм та накладноя кутамккана чикрӗм. Ҫула май киле кӗтӗм те кутамккана лаҫҫа лартрӑм. Шоферӗ васканипе накладной ҫинчен маннӑ кайнӑ. Лавккана мӗн-мӗн турттарса килнине шутлама тытӑнтӑмӑр та… накладной ҫук. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ача садӗнчен шӑнкӑравларӗҫ: хӗрӗм чирлесе ӗкнӗ. Эх, вӗткелентӗм вара! Больницӑран ҫӗрле тин таврӑнтӑм. Пӑхатӑп — кутамкка ҫук… Пускилсем кӗртсе хунӑ пуль тесе, пӗрин патне пырса ыйтрӑм, теприн патне — никам та пӗлмест, Ах, кам алхасрӗ-ши?

— Чимӗр-ха, хӑвӑр валли туяннӑ пулсан, накладной ҫыраҫҫӗ-и вара? Накладнойра кӑтартнӑ пурлӑх йӑлтах кутамккара пулнӑ вӗт. Ҫӗнӗ йӑла-йӗрке-и ку? Ҫӗнӗ меслет-и?

Лидия Гурьевна шарламарӗ, ман ҫине тӗлӗнсе те тарӑхса пӑхрӗ.

— Ну, юрӗ. Хӑнана ӑсатсан, ял Советне пырӑр. Ку документ пирки унта сӑмахлӑпӑр, ― терӗм те накладноя каялла чикрӗм. ― Чӑматанри япаласем те ҫухалма пултарӗҫ — ҫенӗкре сапаланса выртаҫҫӗ.

— Ай, тур ҫырлахтӑрах! — пӗҫҫине шарт ҫапрӑ Лидия Гурьевна, ҫенӗкелле талпӑнса.

Эпӗ урама тухрӑм. Тӗпере пӗр пелӗт татки те курӑнмасть. Лӑпкӑ ҫил варкӑшӗ чуна уҫӑлтарать. Ҫапах пӑчӑ мана. Тӑвӑннӑ чун урамра та лӑпланаймасть. Чӑнах, хытсах каймалла вӗт. Куҫ умӗнчех иртӗхет Лидия Гурьевна. Уйкассем ӑна урӑхла ӑнланаҫҫӗ, ял ҫыннисемшӗн тӑрӑшать теҫҫӗ. Ҫӑткӑн ҫын, выҫӑ куҫлӑ хӗрарӑм вӑл. Унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗт — укҫа тупасси. Тар юхтарса тунӑ тетӗр-и эсир ӑна ҫав виҫ кӗнекери пуянлӑха? Ҫук пуль. Ку ӗҫе вӑраха яма юрамасть, паян-ыранах милици ҫыннисене явӑҫтармалла.