— Утӑ уйӑхӗнче эс колонирен тухса тарнӑ. Патшалӑх пурлӑхне ҫаратнӑшӑн лекнӗ эс унта. Ма татах вӑрлатӑн?
— Чӑнах та, Чурашра алхаснӑччӗ. Юлташсем пӗрмай сӑйлаҫҫӗ. Хам та хӑналӑттӑм — укҫа-тенкӗ хӗсӗкрех. Ӗҫлес килмест. Ирӗксӗрех магазина кӗтӗм…
— Чурашра кӑна мар-ха, Уйкасра та пайтах аташнӑ. Ҫапла-и?
— Уйкас ӑҫтине те пӗлместӗп. Чӑнласах калатӑп: урӑх ҫылӑха кӗмен эпӗ.
— Тунатӑн эппин. Юрӗ, хам аса илтерем: шкул столовӑйенчен апат-ҫимӗҫ илсе тухнӑ эс.
— Кам курнӑ мана? Кам тытнӑ?
— Ыйтусене следователь парать. Уйкас магазинне эс виҫӗ хут кӗнӗ, апат-ҫимӗҫ сӑтӑрса тухнӑ.
— Тӗрӗс мар! Магазинта ӗҫлекенни, Лидия Гурьевна теҫҫӗ-и, хӑй йӑкӑртать, патшалӑх шучӗпе пуять… Тӗрмерен тухса тарнӑ тесе, пур преступление те ман ҫине йӑвантармалла-и?
— Татах асӑрхаттаратӑп: эсӗ мар, следователь тӗпчет, следователь ыйтать.
— Мана мар, Лидия Гурьевнӑна тӗрӗслӗр. Вӑл патшалӑха ҫаратать, тавар туянакансене куҫкӗрет улталать. Кашни ҫынтанах ик-виҫӗ пус йӑкӑртса юлать. Ахальтен мар вӑл шыҫӑнса-самӑрланса кайрӗ. Кайса пӑхӑр ун патне, сахал тӗл пулакан япаласем купипех тупӑнӗҫ унта. Хаклӑ хакпа ярӑнтарать те кайран «вӑрларӗҫ» тесе сас-хура сарать.
— Апла, Лидия Гурьевна кӗлетӗнче те пулнӑ эс?
— Ахӑ. Икӗ хутчен ун пурлӑхӗпе паллашрӑм. Нӗхрепӗнчен шӑрттан, типӗтнӗ аш илсе тухрӑм, анчах кил хуҫи аш-пӑш хухнине сисмерӗ те. Кулагина та шарламарӗ ун пирки.
— Вӗсем туслине ӑҫтан пӗлетӗн?
— Пӗлетӗп. Юнкунсенче курнӑҫаҫҫӗ вӗсем. Кулагин пырсан, чӗречесене утиялпа хупласа хураҫҫӗ, ҫутӑ хыҫалти пӗлӗмре кӑна ҫунать. Ӗненместӗр-тӗк, тӗрӗслеме пултаратӑр.
— Маруҫ мунчине мӗн шырама кӗтӗн?
— Нимӗнле Маруҫа та пӗлместӗп. Нимӗнле мунчара та пулман — пӗвере ҫӑвӑннӑ.
— Ҫак кепкӑна ӑҫта хӑвартӑн? — Маруҫ аппа панӑ сӑмсасӑр карттуса илсе кӑтартрӑм эпӗ.
— Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле, теҫҫӗ. Карттуссем те тем тӗрли пур. Таси те, вараланни те…
— Ҫак ҫӗҫ пӗрчисем камӑн тата? — Маруҫ аппа кӑкласа юлнӑ ҫӗҫ пайӑркине кӑлартӑм. ― Сан пуҫран тӑпӑлтарнӑскер вӑл. Эксперт ҫапла ӗнентерет. Мунчаран тухсан, ҫӗрулми кассисем урлӑ чупнӑ…
— Юрӗ, пытармастӑп: мунчара та пултӑм, нӗхрепре тупӑннӑ шӗвеке ӗҫрӗм те ҫанҫурӑм вӗриленсе кайрӗ. Чун-чӗм хускалчӗ, тӑтӑм та Уйкаса таплаттартӑм…
— Выртса тӑмалли, канмалли вырӑн санӑн — улмури. Ҫапла-и?
— Пӗлӗт айӗнче ҫывӑрас ҫук, паллах.
— Мунчара мӗн пулса иртрӗ? Маруҫ аппана хӑҫантанпа пӗлетӗн?
— Маруҫ-и вӑл е Тарье — татса калаймастӑп. Ҫапах ӑнлантӑм: хӗрарӑмсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ иккен. Пӗрисем пӗрре курсах йышӑнаҫҫӗ, теприсем — тапса сирпӗнтереҫҫӗ. Ку та хӑвӑрт ирӗлесскер пулмарӗ. Ҫур ҫӗр иртсен, мунчана кӗтӗм. Уйӑх ҫутипе мунчара та тӗттӗм мар. Пӑхатӑп, сак ҫинче хӗрарӑм выртать. Ҫара пӗҫӗллӗ хӗрарӑм. Аялти кӗпепе кӑна хӑй. Аллисене вӗҫекен кайӑк евӗр саркаланӑ… Чӑтаймарӑм, юнашар кӗрсе выртрӑм… Ачашлама пӗлмерӗм-тӗр. Ытамран вӗҫерӗнчӗ те хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑчӗ, алла пуртӑ ярса тытрӗ… Тухса тартӑм вара… Ку вӑл ирсӗр ӗҫ мар. Ку вӑл — хӗрарӑмпа паллашма тӑни.
— Ҫуран утасшӑн мар иккен эс, Хлимун. Ялтан яла велосипедпа ҫӗренӗ.
— Тӗрӗс. Ура тупанӗ ҫӗхелесрен хӑратӑп. Колонирен тарсан, икӗ эрне ытла ҫуран танккарӑм, апат-ҫимӗҫ шырарӑм. Пӗр пахчана хӑяр пуҫтарма кӗрсен… Йӗркеллӗ хуҫа велосипеда сарайне лартать е ҫурт умне тӑратать. Ку, ав, сысна вити умне пӑрахнӑ. Кустӑрмисем те, йӗпписем те — пурте пылчӑклӑ. Кирлӗ япалана хуҫа типтерлӗ тытать, шанчӑклӑ вырӑнта упрать. Апла ку икӗ кустӑрмаллӑ тимӗр татки никама та кирлӗ мар. Эпӗ усӑ курма тытӑнтӑм вара. Самай пулӑшрӗ вӑл мана. Велосипеда Кулагин сӗтӗрсе кайсан вара улмури патне тек таврӑнмарӑм. Йӗр ҫине ӗкнине туйрӑм. Ман пата пирвай Уйкас ҫынни пырса кайрӗ, унтан — Кулагин. Милици лейтенанчӗ пынӑ чух сунартан чылай кая юлса таврӑнтӑм — Чӑрӑшкассинчен пӗр михӗ апат-ҫимӗҫ, тепӗр михӗ кӗпе-тумтир тупса килтӗм. Кустӑрмана улӑмпа витрӗм те, каюра пек шӑтарса, улмури ӑшне кӗрсе выртрӑм. Тӗлӗрсе кайнӑччӗ кӑна — чӑштӑртаттарнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Улӑма хуллен сирсе пӑхрӑм та, ак тамаша! — пӑравус пек хашлатса, улӑма Кулагин унталла та кунталла салатать. Велосипед туртса кӑларчӗ, тӗккелесе-ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Йӗпеннӗ кустӑрмисем те интереслентермерӗҫ ӑна. Ҫавӑнтах утланса ларчӗ те ялалла вӗҫтере пачӗ. Вара эп…
— Вара эс вӑрманта пурӑннӑ, Хурама варӗнче чаваланнӑ. Ҫӗрпӗрт тума тытӑннӑ. Тиркемелли ҫук, хӗхӗм вырӑн тупнӑ. Пырса пӑхсан та, ҫын выртса тӑнине чухлаймӑн. Тарӑн ҫырма. Ҫӗҫелӗх. Ҫырма хӗрринчи лӑстӑр хурама армак-чармак тымарӗсене сапаланӑ. Тымарсем хушшинче — шӑтӑк. Шалалла кӗнӗ майӑн анлӑланса пыраканскер. Тӑпра ан ишӗлтӗр тесе, маччине те, стенисене те ҫӗҫе тураттисемпе тӗкӗленӗ. Ҫыран хӗрри ан такӑрлантӑр, ура йӗрӗ ан палӑртӑр тесе, шӑтӑк умне ҫапӑ сапаланӑ. Пурпӗрех паллӑ пур — ҫапӑ хушшине тӑпра тӑкӑннӑ. Шӑтӑкран кӑларнӑ тӑпра.