Выбрать главу

Тул çутăлнă çĕре ултă лав вăрăм урам тăрăх инçе çула тапранче. Лисукăн чĕри икке çурăлас пек шаккать: çурри тăван яла вăркăнать, тепĕр çурри кунта юласшăн çунать. Унăн тăван ачисем çакăнти тăпра айĕнче выртса юлаççĕ вĕт. «Эх, Сахар, Сахар! Ма эс мана кунта илсе килтĕн те пăрахса хăвартăн. Эс ыттисем пек киле таврăннă пулсан, тен, пĕчĕкки те пулин вилмен пулĕччĕ… » — хăй ăшĕнче хурлăхлăн ӳпкелешет тăлăх хĕрарăм.

Тараспа Оля нер лав çине ларнă. Рамаша асăнса калаçмалли вĕсен вăрăм çул тăршшĕпех те иксĕлмĕ.

Иклетнĕ-ши паян Сахарпа Рамаш? Анчах Мăрзабай Çимунĕ çав вăхăтра Трашук çырăвне савăнса вуласа выртать. Тайман Сахарĕн çемйине Чулçырмăна куçарма каятпăр тесе çырать ун çамрăк тусĕ.

Тепĕр çимĕк умĕн

Вунпилĕк эрне тесе ăнсăртран мар, тĕрĕс шутласа хурсах асăнчĕ Оля çăварни умĕн Трашукпа калаçнă чух. Анчах вăл, шутласа тăмасăр, çитмĕл çичĕ эрне тенĕ пулсан, тата тĕрĕсрех пулатчĕ пуль. Вĕсем Пасарлăяла кайса килнĕренпе вунпилĕк эрни те иртрĕ ĕнтĕ, çапах Рамашпа курнăçас кун пĕртте çывхармарĕ. Çимĕкĕ те улталĕ-ши Ольăна, Тук хĕрринче чарăнса тăмасăр иртсе кайĕ-ши?

Çанталăк пĕлтĕрхи пекех вырăс çимĕкне кĕтсе савăнать. Чӳккукри тĕрлĕ сасăпа янрашать, Тук шывĕ шарлак тĕлте Ольăна чĕнсе шăнкăртатать. Çавăнта ирхине хĕвел тухнă-тухман шухăша кайса утса пычĕ Оля, куçне хупса вăрманпа шыв сассине шăппăн итлесе тăчĕ. Акă вăл сасартăк куçне уçĕ те юнашар тăракан, чие тĕслĕ кĕпе тăхăннă каччине курах кайĕ…

Уçрĕ куçне Оля… Юнашар Рамаш çукки тĕлĕнтермерĕ ăна, урăххи тĕлĕнтерчĕ: пĕр самант хушшинче çанталăк уншăн йăлтах улшăнчĕ, чунсăрланчĕ. Хĕвел çути те, вăрманпа шыв сасси те савăнтармаççĕ салху хĕре.

Пĕлтĕрхи савăнăçран кунта ним те юлман-шим вара? Апла пулсан, ма çак енне çӳретĕн, Оля? Ма Тук урлă каçса Рамаш сукмакĕ çине тухма васкатăн? Пăрутапăрĕ çывăхĕнче пурах çав савăнăç Ольăшăн. Пĕлтĕрхи савăнăç мар, кăçалхи савăнăç вăл, çăварни эрнинче çуралнăскер. Хĕр чĕрин тепĕр кĕтессинче тепĕр тутлă туйăм çуралчĕ кăçал. Хĕрарăм туйăмĕ, амăш туйăмĕ мар-и вăл? Çав кĕтесре пĕчĕк Тарас пурăнать.

Ольăн сăнĕ çутала пуçларĕ, вăл шыв урлă каçрĕ те Рамаш сукмакĕпе Пăрутапăрне пырса тухрĕ, чăнкă çыран хĕрринче чарăнса тăчĕ. Кунта вăл, Тарас — Чугун авăрĕн çĕнĕ хуçи. Хăй курăнмасть ку тĕлтен, шыв çийĕпе тăсăлнă вăлта хуллисем çеç курăнаççĕ.

Оля хуллен кăна «пасарлăялла» шăхăрчĕ те хăй тĕм хыçнелле пăрăнчĕ. Шыв хĕрринчи кукленсе ларакан пĕчĕк пулăçă чалт! сиксе тăчĕ, çӳлелле пăхрĕ. Никам та курăнмасть. Такам тепре хытăрах шăхăрса илчĕ. Вара Тарас, вăлта хуллисене пăрахса хăварса, çӳлелле вăркăнчĕ. Анчах унта никам та çук-çке. Ача хашкаса йĕри-тавра пăхкаласа тăрать. Сасартăк темле, улăхрп чечексем пек, тĕрлĕ тĕслĕ çавраçил килсе çапрĕ ăна, çертен çĕклесе пĕр вырăнта хăвăрт-хăвăрт çавăрма пуçларĕ.

Оля ахăлтатса кулать, Тарас сехре хăпнă пек çухăрать:

— Асăрхан, Олякка! Хитре сарапнанна варалама пултаратăн. Ал-ура йĕпеннĕ, пылчăкланнă ман.

— Нимех мар, Тараска. Пылчăк мар вăл — шыв та хăйăр кăна. Уру вараланчăк пулин те, чуну таса сан, ангелăнни пек таса, — тет Оля, çавранма чарăнса. — Атя, ешĕл курăк çине юнашар ларар. Пуллусем кĕтчĕр. Пурпĕрех ылтăн пулă тытаймастăн эс.

Ача Оля сăмахĕн вăрттăн пĕлтерĕшне туймасть.

— Ылтăн пулă — юмах вăл, — тет.

— Тĕрĕс, юмах кăна çав, — аллисене хуçкалать Оля. — Ылтăн пулли те юмах, вырăс çимĕкĕ те юмах…

«Рамаш та юмах», тесе каласшăнччĕ вăл тата, анчах каламарĕ, хĕврен тĕрленĕ алă тутрипе чĕркенĕ япала кăларчĕ те:

— Курас тетĕн-и, тунсăхларăн пуль? — терĕ.

— Аха.

— Мĕнле шухăшлатăн, Тараска? Килĕ-ши вăл çимĕке е килмĕ-ши?

Тăруках хуравламасть ача. Пиччĕшĕн сăнӳкерчĕкне, ытла тунсăхланă пек, татăлмасăр пăхса, шарламасăр ларать, хăй çав вăхăтра шухăшлать:

«Çук, килмест пичче. Çак хăрушă вăхăтра килме пултараймасть вăл. Дутов каллех йышлă çар пухса çитернĕ, Оренбургпа Çтерлитамак хушши шăп ун аллинче». Тарас нумай пĕлекен пулса кайнă. Вăл ашшĕнчен тата Çимун пиччĕшĕнчен çыру илсе тăрать. Тĕрĕссипе Çимун пиччĕшĕ ун патне мар, Трашук иатне çырать. Тарас ăна илсе вулать те кайран вара Хăмăшлана, Трашук патне, Мирски Тимукран парса ярать. Çапла тума Трашук хире тухса каяс умĕн хăй хушса хăварнă. Тарас нумай пĕлет те сахал калаçать. Халĕ Ольăна та кăштах калас пулать ĕнтĕ, çимĕкчен виçĕ кун çеç юлчĕ вĕт.

— Килеймест пуль, Олякка. Контрăсем йышланнă. Пичче вăл пур контрăсене çĕнтериччен килеймест ĕнтĕ. Атте те килеймест.