Выбрать главу

Оля хăй те сисет-ха çавна. Кăçалхи çимĕк савăнăç кӳреймĕ. Çапах ача сăмахĕ ун юлашки шанчăкне татрĕ, çав вăхăтрах хĕр чунне кăшт кантарчĕ те. Халь тин ăстăнпа та, чĕрепе те тавçăра пуçларĕ вăл: Рамаша юратнă хĕртен, ун ашшĕне çемйинчен уйăрса тăракан вăй юрату туйăмĕнчен те, кил пуçĕн тивĕçĕнчен те вăйлăрах иккен. Упкелешме кирлĕ мар. Çапла шухăшласа, Оля юнашар ларакан ачан пуçне ачашшăн тăрмалать.

— Тĕлĕнетĕп санран, Тараска. Пирĕн ватă Артем мучи пекех пысăк ăслă эс. Кама хунă-ши? Пĕртте пиччӳн евĕрĕ çук санра.

— Кăмăлпа аннене, кĕлеткепе асаннене хунă эп. Пичче тесен, вăл кĕлеткипе аттене, кăмăлĕпе асаннене хунă.

Кулас та килет Ольăн, макăрас та килет.

— Эп каям ĕнгĕ, Олякка. Хĕвел ирхи аиата хăпариччен пулă тытса юлам. Пĕр яшкалăх тытрăм, хам валли, халь тепĕр яшкалăх, сан валли тытап, Олякка.

— Ма эс мана Олякка тесе чĕнетĕн, чăвашла ингэ тесе чĕнместĕн?

Тарас хĕремесленсе ӳкрĕ, çапах хирĕç чĕнмесĕр хăвармарĕ:

— Халлĕхе акка пулатăн. Пичче таврăнсан, туй тусан, вара инке пулăн. Халь апла чĕнме юрамасть-ха. Çынсем санран тăрăхласа кулма пуçлĕç.

Оля тинех кулса ячĕ.

— Ну юрĕ, Тарас мучи, чуп, эппин. Эп сан валли чечек татса çыхă тăвам. Чечек юрататăн-и эс?

— Аха, — терĕ те Тарас аялалла сулхăн хăйăр çине сикрĕ.

Оля Тикĕтпуçсине кĕрсе кайрĕ. Акă вăл пĕр уçланкă вырăна çитрĕ те каллех пĕлтĕрхине аса илчĕ. Çакăнта вĕсем Кĕтерипе тум улăштарса тăхăннăччĕ. «Телейлĕ çав Кидери, — шухăшларĕ Оля. — Хăйĕн нумай вĕреннĕ акамĕпе, ним хуйхăрмасăр, çимĕке хатĕрленет пуль-ха. Каллех çитĕ çав «Вырăс çимĕкĕ», каллех чечеклĕ улăхра савăк сасăсем ян кайĕç… »

Çук, Кĕтеришĕн те кăçалхи çимĕк савăнăç сунмасть иккен. Вăл çак самантра Тук хĕрринче, Чӳккукрин тепĕр вĕçĕнче, хуйхăллă шухăша кайса ларать. Уншăн çимĕкĕ виçĕ кунран мар, виçĕ уйăхран килинччĕ. Пысăк инкек илсе килесшĕн вăл Кĕтеришĕн. Кĕтнĕ савăнăçран пуçланмарĕ-и çак инкек?

Çуркунне Кĕтери ашшĕпе Зар Ехим ашшĕ салтакран таврăнчĕç. Иккĕшĕ те «песвĕç» çухалнă çынсемччĕ. Пĕрле тыткăнра пулнă, пĕрле таврăннă. Икĕ салтак çемйинче халь савăнăç. Салтаксем тыткăнра чухнех пĕр шухăш тытнă, киле таврăничченех пĕрне-пĕри хăта тесе чĕне пуçланă — халĕ вара Ваççа салтак Хветĕр салтак патне евчĕ çӳретме тытăнчĕ.

Кĕтери ашшĕне макăрса йăлăнчĕ, кĕркуннеччен тăхтама ыйтрĕ: «Эсĕ салтака кайнă чух эпĕ ачаччĕ, атте. Санпа пĕрле пурăнса та кураймарăм. Çу каçа та пулин пĕрле пурăнас килет», — терĕ. Ашшĕ çимĕкчен çеç кĕтме килĕшрĕ.

Аслă хĕрĕн кăмăлне ашшĕ пĕлмест-ха. Кĕтери ашшĕ ирĕкне пăхса тăмĕччĕ, паян тесен паянах юратнă каччи патне тухса тарĕччĕ те… вăл юратакан каччă урăххине юратать çав. Трашукпа халиччен тӳррĕнех калаçса пăхманшăн Кĕтери хăйне хăй ятла пуçларĕ. Калаçса пăхасчĕ унпа чун уçса — Трашук киле таврăнмасăр таçта хирте ĕçлет. Çынсем тахçанах çураки ĕçĕсене пĕтернĕ… Мăрзабай ĕçне нихçан та туса пĕтереймĕн. Эй, ухмах Трашук, камшăн тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăнатăн?

Ашшĕ хатĕрленĕ шăпана хĕр нимсĕрех парăнасшăн пулмарĕ, ăраскалĕшĕн, малашлăхĕшĕн çапăçма шутларĕ. Трашука курас та куçран пăхса тӳрех калас: «Эпĕ сана юрататăп. Кăмăлу пулсан, мăшăрланар», — тесе. Каччăн кăмăлĕ пулмасан вара, ашшĕн ирĕкĕ пултăр.

Чăнах та Хăмăшлана кайса Трашукпа калаçас кăмăлпа тухрĕ пек Кĕтери килтен, анчах сăрт еннелле мар, юханшыв еннелле çул тытрĕ вăл. Хĕр пуçпа каччă патне кайса мăйран уртăнни килĕшмест çав. «Кĕççе пит» тейĕç çынсем, тата тем-тем каласа пĕтерĕç.

Чӳккукрине çитсен, Кĕтери шыв хĕрринчи хăвалăха кĕр-се ларчĕ, çак шăплăхра хăйĕн шăпи пирки тĕплĕн шухăшласа пăхас терĕ.

Мĕн тăвас? Кам ăна пулăшма пултарĕ-ши? Наçтук ăнланаймĕ ăна: уншăн Санька-и, Зар Ехим-и — пурпĕрех. Пурин çине те çӳлтен пăхать. Праски ытла вĕлтĕркке, вăл та çын хуйхине ăнланаймĕ, ăнлансан та сиреймĕ. Анне? Атте ирĕкĕнчен иртеймĕ вăл. Хамран урăх никам та пулăшаяс çук мана. Хăмăшлана кайма юрамасть. Çыру çырас вара.

Эх, çыру путлĕрех çырма пĕлсен, каччă чĕрине сăмахпа хускатĕччĕ хĕр… Тен, Наçтука çыртармалла? Çук, юрамасть, Кĕтери хăех çырать. Çунакан чĕре сăмах тупĕ, сăмахĕ тупăнсан, сасиаллийĕсем те тупăнĕç. Хăшĕ-пĕри вырăнлă ларма пĕлмесен, уншăн Трашук кулмĕ. Çынран кулаканни мар вăл. Çавăншăн юратать те ĕнтĕ ăна Кĕтери. Çавăншăн-и? Çук, мĕншĕнне хăй те пĕлмест. Çапах унăн каччи вăл. Урăх никама та памасть вăл ăна. Никама та!

Тепĕр хуйхă тата: çырнă çырăва епле Трашук патне çитерес? Мирски Тимук яла час-часах килсе çӳрет. Çавăнтан парса ярас-и? Юрамасть. Ахальтен мар ăна Мирски теççĕ. Çын çинче чĕмсĕр вăл — пĕр-пĕр Емпĕлти Альтукпа пĕччен юлсан, сӳпĕлти хĕрарăм пекех палкать пуль. Емпĕлти Альтукĕ вара ял çине сăмах сарĕ…