Выбрать главу

Çил, таçтан килсе, Чӳккукри çине вĕрсе илчĕ. Çӳллĕ ăвăс тăррисем хăйсем хушшинче тем шапăлтатма пуçларĕç. Çын калаçнă пекех илтĕнет. «Чӳккукрин чунĕ ман пирки пăшăрханмасть-ши?» Асламăшне аса илчĕ Кĕтери. Ват çын кунта чнркĕве çӳренĕ пек çӳретчĕ, час-часах пĕчĕк Кĕтерие хăйпе ертсе килетчĕ. Яланах хăйĕн хуйхи-суйхи пирки турра йăлăнатчĕ вăл. Халĕ Кĕтери те, хăй сисмесĕрех, асламăш пек, турра йăлăнма пуçланăччĕ:

— Эй, пӳлĕхçĕм, пӳлĕхçĕм! Чунтан тархаслатăп сана…

Пӳлĕхĕ хĕр хăй сăмахне каласа иĕтеричченех ăнланчĕ курăнать. Çывăхрах сасăсем илтĕнчĕç:

— Ыран та килетĕн-и кунта, Тараска?

— Килместĕп. Ыран эп Мирски пиччепе Хăмăшлана Трашук пичче патне каятăп.

— Пыр, эппин. Эп каялла таврăнам. Трашука пиртен пуринчен те пысăк салам кала. Часрах яла таврăнтăр. Хытă тунсăхларăмăр.

Сукмакĕ икĕ утăмра çеç. Кĕтери, пуçне чиксе, лăпчăнса ларчĕ, сывлăш кăларма та хăрать. Тараспа Оля икĕ еннелле уйрăлса кайсан тин сывлăш кăларчĕ пытанса ларакан хĕр. Сывлăш кăларчĕ те асламăш пекех: «Тав сана, пӳлĕхçĕм!» — терĕ. Хăй çав вăхăтрах ваттисем пек хăтланнăшăн тута вĕççĕн кулса илчĕ.

Трашук, чăнах та, кăçал çăвĕпех яла таврăнасшăн мар. Вăл çуракине тухса кайнă чух хăйне хăй сăмах панăччĕ: «Çимун пичче таврăнмасан е Рамаш килсе çитмесен, эпĕ те çу каçах яла килсе курмастăп». Ма çапла кăмăлсăрланса кайнă-ха пирĕн каччă? Ашшĕ внлнĕ хыççăн, пурнăç сасартăк йăлтах улшăннă хыççăн, чун канăçне тупма ăна чи малтан Рамаш пулăшрĕ. Каярах çавăн пек çын уншăн Çимун пулчĕ, унтан Мишша салтак тупăнчĕ. Халĕ вĕсем пĕри те çук. Лешеккине Ольăсем патне пурпĕрех кайса çӳреймест вăл. Амăшĕ патне çӳрени — тăлăх хĕрарăма кичемлĕхпе хурлантарни çеç. Ялта тĕрĕссипе никама та курас килмест унăн.

Наçтука та курасшăнах мар Трашук. Тăртаннă тута пурпĕрех кулать унран, хăмăр куç тăрăхлать, чĕкеç сасси мăшкăллать. Çапах та каччă Мăрзабай хĕрĕ патне киле кĕрес шухăшне пăрахман-ха. Хĕр чĕрине илĕртсе мар, ашшĕне ĕçпе юраса кĕрӳ пуласшăн вăл.

Çăвĕпех хирте пурăнма Мирски Тимук лайăх сăлтав тупса пачĕ ăна. Мăрзабайăн ĕç вăкăрĕсем пур — пĕр кӳлĕмлĕх. Çимун уйрăлнă чух вăкăрсене пайласшăн пулмарĕ. Мучăшĕ вара виçĕ лашаран пĕр лаша çеç хăйне валли хăварчĕ. Çитет ăна: ака тума вăкăрсем пур. Тата юпах тиха çитĕнет. Хальччен Мăрзабай вăкăрсене çăвĕпех хирте тытса курманччĕ. Мирски Тимук çакăн пек канаш пачĕ:

— Çын куçне ан курăнччăр. Самана йĕркене кĕриччен сана Виçĕ Якур йышшисем кулак тесе ан шутлаччăр. Эп: «Вăкăрсене сутрăмăр, укçине Çимунпа пайларăмăр», тесе сăмах сарăп, — терĕ вăл хуçана.

Мăрзабай ăшне тытса кулчĕ, унтан, урăлса çитменскер, аллине сулчĕ те: «Атя, хăтланах. Маншăн пурĕпĕр», — терĕ.

Çимĕк умĕн ирхине Трашук, вăкăр кӳлсе, темиçе урапа йăлăм ути çулса килчĕ. Вăл вăхăтлăха туса лартнă картара утă купине тирпейлетчĕ. Çывăхрах ача сасси илтĕнчĕ:

— Трашук пичче, ăçта эсĕ?

Хирте пĕччен пурăнакан йĕкĕт тĕлĕнсе ӳкрĕ: «Кам шыраса çӳрет-ши мана?»

— Эс ăçтан килсе тухрăн кунта? — тата ытларах тĕлĕнчĕ Трашук, Тараса курсан. — Çуранах килтĕн-им? Епле тупрăн вара?

— Çук, çуран мар. Тимук пиччепе ларса килтĕм. Вăл, кунта кĕмесĕр, тӳрех Хăмăшла именине кайрĕ. Эп çул юппине сиксе юлтăм.

— Мĕн пулчĕ вара? Пиччӳ килсе çитмерĕ-и?

— Кĕтсех тăр! Сансăр тунсăхларăм. Трашук пичче, эс мана утă çулма вĕрент-ха. Эпĕ вара мăн куккасене ĕçре пулăшакан пӳлăттăм.

— Вунă çулхи ачасем утă çулмаççĕ. Эп хам та пĕлтĕр кăна çулма вĕрентĕм. Ан васка. Мăн кукку сансăр та аптраса каймĕ-ха.

— Вунă çулхи мар эпĕ. Çăварни умĕн вунпĕр тултартăм. Вуниккĕре теме пулать. Кĕлеткепе эп вунтăваттăри пек курăнап. Хампа тантăшсем Тарас пичче тесе чĕнеççĕ мана.

— Чăнах-и?! — Трашук кулса ячĕ, ачана лăскакаласа илчĕ.

— Трашук пичче, эп сан валли икĕ çыру илсе килтĕм. Пĕри Çимун пиччерен. Тепри вăрттăн çыру. Кам çырнине хăвах курăн.

Трашук хĕремесленсе ӳкрĕ: «Вăрттăн çыру! Тинех Наçтукран çыру кĕтсе илтĕм-ши?».

Çырусене тăруках уçса вуламарĕ чăтăмлă йĕкĕт, кĕсъене чикрĕ те Тараса пӳрте чĕнсе кĕртрĕ. Ирхи апат тукаланă хыççăн Трашук хăйĕн хăнине çывăхри кӳлĕ патне шыва кĕме ертсе кайрĕ.

Ача шывра чăмпăлтатнă вăхăтра Трашук йăмра айне çыру вулама ларчĕ. Малтан вăл Çимун çырăвне уçса вуларĕ. Вуласа тухрĕ те тарăн шухăша кайрĕ. Вăл пĕлекен чăн лайăх çынсем пурте Совет влаçĕшĕн çапăçма кайрĕç: Рамаш, Çимун, Радаев, Мишша салтак, Илюша. Никам та ирĕксĕрлемен вĕсене, хăйсен ирĕкĕпе кайнă. Çимун пиччене тепĕр хут вăрçă ĕçĕнчен хăтарнă, вăл, ав, киле таврăнма васкамасть-ха. Малтан Самара, темле Воробьев юлташ патне, кайса килесшĕн. Çав вăхăтрах киле таврăнас çул хупланма пултарать, тесе çырать тата. Шурă казаксен çарĕ Самар еннелле тапăннă, Сурачăна çитнĕ. Фронт тени халь ĕнтĕ пĕр аллă çухрăмра çеç.