Выбрать главу

Çимĕк ĕмĕчĕ татăлнине Сахар хăна çуртĕнчех сисрĕ. Вăл Самара килес умĕн кунта пĕр хăрушă пăлхав пулса иртнĕ. Анархистсемпе максималистсен хĕçпăшаллă отрячĕсем Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕкленĕ: почтăпа телеграф çурчĕсене çавăрса илнĕ, коммукистсен штабĕсене аркатма тапăннă. Самарта Совет влаçне сирпĕтсе хăвăртрах Дутовпа пĕрлешме шухăш тытнă вĕсем.

Контрреволюциллĕ пăлхава пусарнă хыççăн кĕпĕрне ĕçтăвкомĕнчи сулахай эсерсемпе максималистсем, хăйсен айăпне пытарса, каллех революцие сăмахпа улталасшăн пулнă. Анчах халĕ вĕсене ĕненекен çук ĕнтĕ. Уралпа Оренбург фрончĕн командованийĕн приказĕпе çав сутăнчăк ĕçтăвкома хăваласа салатнă, тепĕр съезд пухăниччен кĕпĕрнере пĕтĕм влаçа ревком аллине панă.

Халь Пензăпа Сызрань енчен тата пысăкрах хăрушлăх çывхарать иккен. Унта чехсен экспедициллĕ корпусĕ Совет влаçне хирĕç çĕкленнĕ. Сахар аллинче — «Приволжская правда» хаçат. Хаçатра Самар ревкомĕн председателĕ В. В. Куйбышев алă пуснă воззвани пичетленнĕ.

Çав хаçатрах тата чех коммунистсем çырнă чĕнӳ те пичетленнĕ. Акă мĕн каланă унта: «Мы, чехословаки, коммунисты, призываем всех истинных чешско-словацких революционеров на защиту интересов Российской Советской Фед. Республики до полной победы над всеми предателями всемирной революции».

Виççĕн алă пуснă: Ярослав Гашек, Франтишек Шебест тата Йозеф Поспишил. Гашекне пĕлет-ха Сахар. Питĕ кăмăллă çын, шӳт тума юратать, çынна култарма ăста. Хăй вара кулма шухăшламасть те, унăн хура куçĕсем салху пек.

Пĕррехинче Сахар, Самара килсен, максималистсемпе анархистсен пухăвĕнче пулнăччĕ. Çавăнта Ярослав Гашек та анархистсен пăтранчăк пуçĕсене кăшт ăс кĕртес шухăшпа пынă пулнă. Пуху председателĕ: «Халь ĕнтĕ чехословаксен представительне сăмах паратăп», — тесенех, çынсем шавласа алă çупма тытăнчĕç.

— Юлташсем! Çынсем мана ухмах тесе каламаççĕ, çапах эпĕ хама хам яланах ăслă çын тесе шутламан, — терĕ Гашек. Хăшпĕр тĕлте сасăпах кулкалани илтĕнчĕ.

— Чимĕр-ха, малтан итлĕр, кайран, кулас килсен, кулăр вара, — терĕ малалла оратор. — Эпĕ, юлташсем, сиртен маларах та анархист пулнă. Мана тăваи çĕршывра чаплă анархист тесе шутлатчĕç…

Залри анархистсем алă çупса, урапа тапăртатса ахăра пуçларĕç. Халăх кăшт лăплансан, Гашек йăваш сасăпа çапла савăрса хучĕ:

— Шăп çавăн чух ухмах пулнă та эпĕ.

Халь çынсем шăхăрса, улашса тапăртатрĕç. Гашек каллех ним пулман пек лăпкăн кĕтсе тăчĕ. Унтан каллех шӳт тукаласа калаçа пуçларĕ. Малтан ăна пӳлсе кăшкăракансем тупăнчĕç. Гашек вĕсене çавăнтах, пухăва култарса, çивĕч сасăпа тавăрса хурать. Юлашкиичен пурте шăп пулса тимлесе итлесе ларчĕç. Кайнă чух пухури çынсем ăна алă çупса, Ыррăн кулса, савăккăн шавласа ăсатрĕç.

Хаçат вуласа хыпарсем пĕлнĕ хыççăн Сахар хăна çуртĕнчен тухрĕ те Заводски урам еннелле васкарĕ. Коммунистсен клубĕ çавăнта. Клуб кăна мар-ха кунта. Икĕ хутлă вăрăм шурă çурт пĕлтĕртенпе Самар большевикĕсемшĕн Питĕрти Смольнăй пек е Мускаври Кремль пек пулса тăчĕ. Большевиксен клубĕ те, ревком та, губком та, горисполком та çакăнта ĕнтĕ.

Ашă, ырă уяр çанталăк паян. Тĕнчере ним хăрушлăх çук пек, хĕвел ыррăн ăшăтса пăхать. Урамри йывăçсем халь кăна çеçке тăкса сарăлса çитнĕ. Кăмăла çĕклет илемлĕ те ăшă çанталăк.

Урамра халăх хĕвĕшет. Машинăсем кĕмсĕртеттерсе таçта васкаççĕ. Салтак тумне тăхăнмасăрах алла хĕçпăшал тытнă çынсем нумай: рабочисем, хĕрлĕ гвардеецсем. Вĕсем те таçта васкаççĕ. Офицер таврашĕсем урамра курăнсах каймастчĕç. Халĕ вĕсем те тĕл пулкалаççĕ. Уттинчен тата сивĕк куçĕнчен тӳрех паллатăн вĕсене. Погонĕсене çакман-ха, анчах тасатса-çутатса хатĕрлесе хунă пуль тесешухăшларĕ Сахар. Площаде çитсен, Сахар чарăнса тăчĕ. Кунта иккĕмĕш Александр патшан палăкĕ. Халь хăмапа çапса лартнă ăна, патша кĕлетки курăнмасть. Сахарăн ирĕкĕ пулсан, палăксене çаплииех хăварĕччĕ вăл — патшине хисеплесе мар — этем алли тунă хитре япалана юратса.

Заводски урама пăрăнсанах, клуб умĕнче çын хĕвĕшнине курчĕ Сахар. Клуб алăкĕ хупăна пĕлмест. Пĕрисем кĕреççĕ, теприсем тухаççĕ, — пурте васкаççĕ, васкаççĕ. Хĕçпăшалланнă çынсем, çирĕм-вăтăрăн пухăнсанах, вĕсенчен пĕри командир пек пулса, юлташĕсене таçта ертсе каять. Таçта мар ĕнтĕ — Самар шывĕн леш енне. Унта пĕр çирĕм çухрăмра Липяги ялĕ таврашĕнче — фронт. Пăлхавçă чехсен отрячĕсем Атăл урлă каçса çавăнта çитнĕ.