Тайман Сахарĕ клуб умĕнче чарăнса тăмарĕ, хăй те таçта васкакан çын пек, çуртăн иккĕмĕш хутне пусмапа чупса. хăпарса кайрĕ. Çак пусмапа паян чупса кăна çӳреме такам приказ панă тейĕн. Чăнах та, лăпкăн утса хăпарма темшĕн вăтанчĕ Сахар. Воробьев ĕçлекен пӳлĕм Куйбышев кабинечĕн çывăхĕнче. Пырса алăк уçрĕ те Сахар тĕлĕнсех кайрĕ. Пӳлĕм тулли çын шавлать. Воробьев хăй алăк умĕнче уткаласа çӳрет. Сĕтел хушшинче, унăн пуканĕ çинче, шакла пуçлă пысăк мар çын ларать. Пĕри тата сĕтел çинех хăпарса ларнă. Каялла чакса алăк хупма хатĕрленнĕччĕ Сахар, Иван Васильевич ыйхăланă куçне пĕр уçса, пĕр хупса илчĕ те чăвашла: «Кĕр!» — терĕ, унтан алăк çумĕнчи пушă пукан çине кăтартрĕ. Çавăнта пырса хĕсĕнсе ларчĕ Сахар. Шавласа калаçакансем кĕнĕ çын еннелле çаврăнса та пăхмарĕç. Паям темиçе хут та Сахарпа курнăçнă çын пек, Воробьев ăна алă памасăрах, тавлашакан çынсене чăрмантарас мар тесе. пăшăлтатса çапла каларĕ:
— Килме васкамарăн эс. Юрĕ, шăп та шай хĕрӳ ĕçе ĕлкĕртĕн. Кунта сан авалхи тусусем те пур. Вĕсемпе кайран сăмахлăн. Халь ăслă çынсем мĕн калаçнине итлесе лар.
Сахар йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Куçĕпе Самаринсене шырарĕ вăл («Авалхи» тесе, Воробьев шӳтлесе каларĕ пуль). Вĕсем мар, Çимун, сывалса, Самара килнĕ иккен.
Авă, тĕпелти кетесре, пукан çинче, калаçакан-тавлашакансене тимлĕн итлесе ларать. Алăк еннелле пуçне те пăрмасть. Вăл хăлхапа мар, куçпа итлет тейĕн. «Тусусем», терĕ Иван Васильевич. Тепри кам тата? Çимунпа юнашар хура çӳçлĕ çын хаçат пăхкаласа ларать. Акă вăл пуçне çĕклерĕ те куçпа Сахара тĕллерĕ. Сахар çӳçенсе илчĕ: «Нивушлĕ Кăяш Тимкки?! Çавă! Çĕр çăттăр!» Хура çӳçлĕ çын каллех хаçат çине чикĕнчĕ. «Паллаймарĕ пулать мана. Сухалсăр Тимкка мар, Лисук та тăруках паллаймарĕ», — лăплантарма тăрăшрĕ Сахар авалхи тусĕ палламаншăн пăшăрханнă чĕрине.
Майĕпе вăл тата хăшне-пĕрне палла пуçларĕ. Сĕтел. кĕтесси çинче хăяккăн лараканни хайхи чех, Гашек юлташ, пулчĕ. Шакла пуçли — паллă большевик Хатаевич юлташ иккен, сыхлăх штабĕнче ĕçлекенскер. Гашек, çынсене култарса, такампа тавлашать. Гашекпа тавлашаканни хăй пекех хура çын, пичĕ-куçĕ кăшт тăсăкрах, куç харшийĕçем çăра та тӳрĕ. Калаçнă чух унăн сăнĕ çиллесленет, пурпĕр сасси йăваш хăйĕн. Икĕ большевик мĕн пирки хĕрсе кайсах тавлашнине ăнланса илме тăрăшрĕ Сахар. Лев Толстой ятне асăнаççĕ.
— Пуç таятăп çав шур сухаллă вырăс умĕнче! Пĕтĕм тĕнчери литературăшăн тӳпе вăл, шурă ту тăрри, Монблан, Казбек! — тет Гашек.
— Тискер ту-чакăл тăрри усăсăр япала вăл. Сад пахчи лартса ӳстерме юрăхлă айлăм маншăн темле Казбекран та кăмăллăрах. Лев Толстой çырнисем пролетариата усă кӳме пултараймаççĕ, — тет лешĕ.
— Пĕтĕм тĕнчери пролетариат кĕрешӳре татăклă çĕнтернĕ хыççăн аслă вырăс писательне тем çӳллĕш палăк лартĕ. Нумай ĕмĕрсем тăршшĕне ирĕке тухнă пролетари савăнса вулĕ Лев Толстой çырнисене, — хавхаланса сăмахларĕ Гашек. Лешĕ те парăнмасть.
— Пирĕн революцишĕн хам- паян çырнă статья е эсĕ чĕнсе калани Толстой кĕнекисенчен пин хут хаклăрах. Толстой ĕмĕрĕ иртнĕ, халь пирĕн ĕмĕр, — терĕ çăра куç харшилли.
— Тепĕр вырăс писателĕ аса килчĕ мана. Крылов мучи пирки калатăп. Унăн пĕр хитре юптару пур: «Слонпа Моська» ятлă…
Анчах Гашек сăмахне вĕçне çитереймерĕ, унпа тавлашаканни пӳлĕмрен алăка шалтлаттарса хупса тухса кайрĕ. Пӳлĕмрисем кулса юлчĕç.
— Кам вăл? — ыйтрĕ Сахар Воробьевран.
— Кочкуров, хаватлă журналист.
Ку пӳлĕме пухăннă çынсем хăйсене Куйбышев е Масленников, е Галактионов юлташсем чĕнсе илессе кĕтсе лараççĕ иккен. Кочкуров тухса кайнă хыççăн алăк каллех уçăлчĕ, Масленников юлташ хăй Гашека чĕнсе илчĕ. Хатаевич, сĕтел хушшинчен тухса, кăшт уткалаеа çӳрерĕ те хура уссиллĕ, пĕчĕк çаврашка хура сухаллă çын умĕнче чарăнса тăчĕ.
— Эсĕ, Казанцев юлташ, хăçан пирĕн партие кĕретĕн? Паян тесен паян революцишĕн пуçна хума пултаратăн, нивушлĕ сулахай эсер ячĕпех леш тĕнчене пырса кĕрĕн?
Казанцевĕ шăп Мăрзабай сăнлă. «Ку çынна пĕлетĕп-ха, — шухăшларĕ Сахар. — Çĕрĕç комиссарĕн юлташĕ. Чăнах та, унăн тахçанах большевик пулмалла. Пуçĕ таса, кăмăлĕ ырă. Ана шанма пулать, нихçан та сутăнчăк пулас çук».
— Кĕме шухăшланăччĕ, эсир парти ятне улăштарса хутăр. Çав ятпа килĕшмерĕм, — терĕ Казанцев, кулкаласа. — Ăнланса çитереймерĕм пуль. Ăнлантарса пар, пĕрех хут, Хатаевич юлташ. Социализм йĕрки мĕнле пуласси маншăн паллă пек. Коммунизм тени мĕне пĕлтерет-ха? Лозунгне ăнланасса ăнланатăп та, пурпĕр килĕшес килмест. Кашни çын обществăна хăй пултарнă таран ĕçлесе парать. Ку çапла пултăр, тĕрĕс тейĕпĕр. Малалла «кашниех обществăран хăйне мĕн кирлине илме пултарать» тени тĕрĕс мар пуль тетĕп. Кашни услап тепĕр çын ĕçĕпе усă курса пурăнма тăрăшĕ вара. Пĕр харам пырсене, буржуйсене, пĕтерĕпĕр, вĕсем вырăнне урăх харам пырсем сиксе тухĕç. «Кашнинчен — пултарулăхне кура, кашнине — ĕçне кура» тени кăмăллăрах маншăн. Социализмран иртме кирлĕ мар, ман шухăшпа.