Выбрать главу

Казанцев мĕн калаçнине Хатаевич тутине пăрса итлесе тăчĕ, унтан вăл юлташĕн сăмси умĕнче шĕвĕр пӳрнипе юнаса илчĕ те, тăрăхласа:

— Ытла чее эс, Казанцев, — терĕ. — Пысăк вĕреннĕ çын пулса та çакна ăнланса çитереймерĕн иккен. Çук, ăнланатăн эс, анчах кăшт пăркаланатăн. Коммунизма çитсе кĕриччен этем ăстăнĕ йăлтах улшăнать. Эсĕ çавна манран та лайăх пĕлмелле. Марксист пулса çитеймен пулсан та, дарвинист эсĕ. Тĕнче пĕрмай улшăнса, аталанса пынине лайăх пĕлетĕн. Услап, кахал, харам пыр пулмасть коммунизм вăхăтĕнче. Пĕр-пĕр харам пыр тупăнсан та, вăл буржуй пек пулма пултараймасть. Уйрăм харпăрлăх пĕтсен, ĕç хатĕрĕсем пĕтĕмпех халăх аллинче пулсан, харам пырсен никĕсĕ пĕтсе ларать вара. Кам ĕçлемест, çав апат та çитмест тесе паянах калатпăр вĕт. Ун чух вăл пуриншĕн те каламасарах паллă килĕшӳллĕ закон пулса тăрать. Казанцев кулмасăр, шӳтлемесĕр калаçа пуçларĕ.

— Çак закона этем чĕре варрине хурса йышăнасса ĕненместĕп эпĕ, — терĕ вăл. — Коммуннзм вăхăтĕнче те услап çынна ирĕксĕрлесе ĕçлеттермелле. Вара коммунизм йĕркипе эпĕ те килĕшĕттĕм.

— Хресчен вак харпăрлăхлă психологийĕ сан чĕрӳнте сĕвĕрĕлсе пĕтмен çав, — хĕрсе кайрĕ Хатаевич. — Кахалланни, ĕçлемесĕр пурăнма хăтланни — капитализм çуратнă япала вăл. Капитализм пĕтсен, унăн киревсĕр йăлисем те пĕтсе ларĕç. Паллах, сасартăк мар. Çавăнпа та малтан коммунизмăн пирвайхи тапхăрĕ пулать — социализм. Истори çав тапхăрта чарăнса тăраймасть, малалла утать. Пĕтĕм тĕнчен малашлăхĕ — коммунизм. Ленин çапла вĕрентет пире.

— Пĕри ĕçчен, тепри кахал пулни общество законе кăна мар, биологи законĕ те. Чăх чĕпписем те çăмартаран тухнă хыççăнах кашни расна: пĕри шухă, тепри йăваш, пĕри паттăр, тепри мĕскĕн…

Хатаевич ытти юлташсем еннелле пăхса йăл кулса ячĕ.

— Вăт эсер пулса курнă çынпа иыр та калаç! — Унтан каллех Казанцев умне пырса тăчĕ. — Этем, ытти чĕрчун пекех, биологи законĕпе çуралать, пурнасса вара вăл этемлĕх законĕпе, социаллă законпа пурăнать, — тĕсе çĕнĕрен тавлашма нуçланăччĕ, çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те, Казанцева Галактионов юлташ чĕнсе илчĕ.

Хатаевич Воробьевран кăшт кăна çӳллĕрех, çураласса та кăшт маларах çуралнă пуль. Вĕсем иккĕшĕ калаçнă чух пĕрне-пĕри çилленнĕ пек курăнать. Çук, апла мар вăл, хисеплеççĕ вĕсем пĕрне-пĕри, юратаççĕ тесен те ытлашши мар. Хатаевич Казанцевпа калаçнă хыççăн лăпланра çитмен-ха. Вăл Воробьева вăрçнă пек, ăна куçран пăхса, сĕтел шаккасах çĕтĕле пуçларĕ:

— Шантăмăр, ытлашши шантăмăр тĕрлĕ сӳпĕлтисене. Шанасси те шанман пек, çапах вĕсене чарма пĕлмерĕмĕр. Унчченех хаярланмаллаччĕ пирĕн, максималистсемпе эсерсене темиçе çĕр çьш хупса лартмаллаччĕ, хăшне-пĕрне персе вĕлермеллеччĕ. Эпир ун вырăнне вĕсене пăлхав çĕклеме ирĕк патăмăр. Хамăр пăлхавçă чехсене тивĕçлĕ кĕтсе илме те хатĕрленсе çитеймерĕмĕр. Мĕн кĕтсе, кама шанса тăтăмăр-ши? Сызрань кĕперĕ патне чехсене чарма… çĕр çын ăсатрăмăр. Мăшкăл! Кайран та Безенчук таврашне виççĕр çын янипех çырлахас терĕмĕр. Чăн, лайăх коммунистсем ахалех пуçĕсене хучĕç. Революци сĕткенне нимсĕр пĕтеретпĕр. Хамăр маларах ытла çемçе кăмăллă пулнăран çапла пулса тăчĕ çав. Халь Липяги таврашĕнче чехсене чарас тесен, темиçе пинлĕ, лайăх организациленĕ çар кирлĕ. Аçта вăл ун пек çар? Хуларп мĕнпур коммунистсем, вилнисене шутласан та, икĕ пинрен ытла марччĕ. Рабочисене çĕклеме пултаратпăр, тĕрĕс. Халь вăл ĕçе тума та кая юлтăмăр ĕнтĕ. Тĕрĕссипе каласан, рабочисем хушшинче те иккĕленекеннисем нумай. Ĕнер чугун çул таврашĕнче ĕçлекен рабочисен пухăвĕнче пултăм эпĕ. Хăрушлăх çинчен ăнлантарса пама тăрăшрăмăр. Вĕсем çавах та нейтралитет пирки резолюци йышăнчĕç. Чехсем патне делегаци ярса йăпанасшăн. Уншăн вĕсене айăплама та йывăр. Хамăр та малтан Сызрань кĕперĕ патне делегаци ярса айкашрăмăр… Пире тăн кĕртрĕç тăшмансем. Чехсем Самара кĕрсен, рабочисен те, пурин те, ăс кĕрсе çитĕ.

— Çапла çав. Вăй сахалтарах пирĕн, — терĕ Воробьев Хатаевич калаçма чарăннă хушăра. — Пулăшу килсе çитмесен, икĕ пин штыкран ытла тăратаймастнăр эпир.

— Икĕ пин те сахал мар, — терĕ Хатаевич малалла. — Кашни çынни паттăрлăхпа вунă çын тĕшне тăрать, вăрçă ĕçне лайăх пĕлекен командирсем çукки хăратать. Тата артиллеристсем çук. Казанцев мĕн вăл? Агроном. Çав чăх-чĕп командирне артиллери командирĕ тăвас шухăшпа чĕнтерчĕç ĕнтĕ паян штаба. Тупăсем пур, снарядсем те сахал мар, артиллеристсем çук. Пĕр генерал пур хулара, артиллери генералĕ. Ана комăндир тăвас тесе ӳкĕтлесе пăхрăмăр. Килĕшмест. Пырса канаш пама пултаратăп, командир пулма пултараймастăп, тет. Тĕрĕссипе каларĕ хăть. Сутăнчăк çын мар. Француз хăй, хушамачĕ — Шарпантье. Паяы та чĕнтерчĕ ăна Куйбышев юлташ. Халь мĕн калĕ тата… Питĕ йывăр экзамен тытмалла пулчĕ пирĕн. Начартарах тытатпăр-ха экзаменне. Кашниех революцишĕн пуçне хума хатĕр. Анчах революцишĕн вăл кăна сахал халь. Тăшмана çĕнтерме, унăн çĕлен сăннине кăкласа тăкма вĕренес пулать пирĕн.